Понедельник, 14 октября, 2024
Главная > Публикации > Аслă ÿсĕмрисем ĕçсĕр юлмĕç

Аслă ÿсĕмрисем ĕçсĕр юлмĕç

Раççейре пенси законодательствине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕренпе «пенсичченхи ÿсĕм» ăнлав та улшăнчĕ. Малтан тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт икĕ çултан сахалрах юлнă çынсене пенсичченхи ÿсĕме кĕртнĕ пулсан халĕ çак тапхăр пилĕк çул таран ÿснĕ. Пенсичченхи çынсене вĕрентесси — Правительствăн ятарлă программи, ăна ĕç паракансем ыйтнипе килĕшÿллĕн çамрăк мар ĕçченсен пĕлĕвĕсемпе хăнăхăвĕсене çĕнетме, ĕç рынокĕнче вĕсене кирлĕ конкуренци вăйне ÿстерме хута янă. Аслă ÿсĕмрисене мĕне тата ăçта вĕрентни, паянхи ĕç рынокĕнче мĕнле професси çыннисем ытларах кирлĕ пирки Канашри Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн професси вĕрентĕвĕн тата профессире харпăр хăйĕн вырăнне тупассине йĕркелессипе ĕçлекен пайăн пуçлăхĕпе Надежда Петровăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
— Надежда Вячеславовна, пенсичченхи çынсене çĕнĕ профессие вĕрентни мĕнле сăлтавпа çыхăннă? 
— Аслă ÿсĕмри çынсене вĕрентесси вĕсем малашне ĕçсĕр юлас хăрушлăхпа çыхăннă, мĕншĕн тесен вĕсем пенси илме ытла çамрăк, ĕç паракансемшĕн ытла «ватă» пулса тăраççĕ. Çавна май вĕсене çĕнĕ пĕлÿсем пани ĕçе вырнаçма пулăшĕ, çулсем иртнĕ май пухăннă хăнăхăвĕсене анлăлатма, пĕлĕвне пуянлатма, хальхи пурнăç ыйтакан çăмăл профессисене алла илме май парĕ.
— Çĕнĕ профессие алла илес тесен ăçта кăймалла?
— Пенсие тухасси пилĕк çул юлнă çынсен вĕренес тесен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра килсе заявлени çырмалла. Вĕсем хăйсем тĕллĕн те килме пултараççĕ е вĕсене ĕçпе тивĕçтерекен организаци ярать. Иккĕмĕш вариантра тăкаксене ĕç паракан компани тÿлет. Вĕренсе тухнă пенсичченхи çын вĕрентме янă организацинех ĕçе каялла таврăнать, унăн ĕç вырăнĕ вăл вĕреннĕ вăхăтра сыхланса юлать. Организаци тÿснĕ тăкаксене регионпа федераци хыснисенчен каялла тавăрса параççĕ. Пенсичченхи çынсене вĕрентме 2019 çул валли пирĕн центра 1922787,95 тенкĕ укçа уйăрнă ?95 проценчĕ — федераци, 5 проценчĕ республика бюджечĕ- сенчен. Ку мероприятисем «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ÿсĕм» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.
— Вĕренес текенсен хăйсен укçа тÿлемелле-и?
— Пенсичченхи çынсене тÿлевсĕр вĕрентеççĕ, вĕрентÿ вăхăчĕ вăтамран виçĕ уйăхпа танлашĕ. Вĕреннĕ вăхăтра ĕçлемен «вĕренекенсене» стипенди тÿлеççĕ, вăл ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе танлашать, паянхи кун тĕлне унăн виçи — 11280 тенкĕ. Профессисен списокне регионти влаçсем хатĕрлеççĕ. Списока йĕркеленĕ чухне палăртнă субъектра кирлĕ специальноçсене шута илеççĕ. Тата эпир вĕрентекен учрежденисемпе калаçса татăлнипе аслă ÿсĕмри вĕренекенсен аякка ниçта та тухса çÿремелле мар, вĕрентекенсем хăйсем пирĕн хулана килсе вырăнтах пĕлÿ параççĕ. Çĕнĕ професси илес текенсем виçĕ мелпе вĕренме пултараççĕ: куçăмлă, куçăмсăр тата дистанци майĕпе. Вĕрентÿ килĕшÿ-пе, сертификатпа тата ĕçчене вĕренме янипе организаци тÿснĕ тăкаксене саплаштарнипе иртет. Сертификат хакĕ 68500 тенкĕпе танлашать, анчах та ку суммăран вĕрентĕве мĕн чухлĕ тăкакланине кура тÿлеççĕ.
— Çамрăк мар «вĕренекенсем» паян мĕнле профессисене алла илеççĕ?
— Специальноçсен списокĕ самаях пысăк: «харпăр хуралçă», «ача сачĕсенче диета апатне йĕркелесси», «социаллă ĕçчен», «ландшафт дизайнĕн никĕсĕсем», «практика психологийĕ тата консультаци парасси» тата ыттисем те. Паянхи кун тĕлне 76 çынна вĕренме янă, 39-шĕ пĕлÿ илнĕ те ĕнтĕ. Хулапа районти ĕçпе тивĕçтерекен хăш-пĕр организацисем пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, вĕсем хăйсен ĕçченĕсене вĕренме яраççĕ. Ку шутра Канашри автоагрегат завочĕ, Киров ячĕллĕ ЯХПК, чукун çул больници, «Гранд» ООО. Канаш районĕнче пурăнакан çĕнĕ пĕлÿ илес текен пенсичченхи хĕрарăмсемпе арçынсене ĕçпе тивĕçтерекен центра килме чĕнетĕп, ĕç паракан организацисене вара пирĕнпе çыхăну тытма сĕнетĕп.

Елена Фадеева

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *