Пятница, 4 октября, 2024
Главная > Публикации > Вăл ал ĕçĕсĕр пурăнма пултараймасть

Вăл ал ĕçĕсĕр пурăнма пултараймасть

Тăван ен тăван енех çав. Темĕн чухлĕ тĕнче касса çÿренĕ пулсан та чун пур пĕрех Чăвашалла туртать. Кунта сывлăш та уçăрах пек, пусăри шыв та тутлăрах. Тăвай районĕнчи Амалăхра çуралса ÿснĕ Маргарита Лапина сакăр çул Томск облаçĕнче, 20 çул Комире тĕпленсе пурăннă. Унтах пенсие тухнă та Чăваш çĕршывне таврăннă. 16 çул каялла Хучелте çурт туяннă та мăшăрĕпе иккĕшĕ ку ялтах кăштăртатса пурăнаççĕ.
— Маргарита Николаевна, Комирен мĕншĕн пăрахса килтĕр тата?
— Таçта та ĕçлесе пурăнтăмăр, юлашкинчен тăван енех таврăнас терĕмĕр. Çамрăк чухне, шкул пĕтерсен, Шупашкарта професси училищинче вĕрентĕм, виçĕ çул пир-авăр фабрикинче ĕçлерĕм. Тĕнче курас килнĕ çав, Тольяттире каучук кăларакан завода ĕçе кайса кĕтĕм. Çавăнтах пулас мăшăрпа паллашрăм, çемье çавăртăмăр. Ялта çуралса ÿснĕ çынна хула пурнăçне хăнăхма йывăртарах çав. Çавăнпах-и, тен, Томск облаçне çул тытрăмăр, унта иксĕмĕр те сысна самăртакан комплексра ĕçлеме пуçларăмăр. Ачасем çуралчĕç. Ĕç килĕшет, укçа лайăх илеттĕмĕр. Лайăх ĕçленĕшĕн хисеп хучĕсем паратчĕç.
Йăмăк Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă та, ăна направленипе Коми АССРне ĕçлеме янă. Çыру çырать: килĕр кунта тет. Кунтан тăван яла анне патне кайса килме те çывăхрах тет.
— Коми Республики Чăвашран чылай инçе вĕт-ха?
— Шупашкартан Сыктывкара автобуспа 12 сехет каймалла.
— Эсир Сыктывкартах ĕçленĕ-им?
— Юнашарах. Пирĕн поселокра ял хуçалăх техникумĕн вĕрентÿ хуçалăхĕ пулнă. Эпир ĕне сунă. Кашни дояркăн студентсене ĕне сума, ĕне ассан ăна ерттерме вĕрентмелле пулнă. Виçĕ çул хушши дояркăра ĕçлесе сăвăма кашни ĕнерен 5 пин килограма çитерсе Коми АССРĕнчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче мала тухрăм. СССР Халăх Хуçалăх Çитĕнĕвĕсен Выставки мана бронза медальпе наградăларĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята çирĕплетекен документ ярса пачĕ.
Комире 20 çул ĕçлесен Совет Союзĕ саланчĕ, хуçалăхсем хупăнчĕç, ĕç пĕтрĕ. Мĕн тумалла? Тавай, таврăнас Чăваш ене терĕмĕр. Малтан йăмăксем тапранчĕç, вĕсем хыççăн эпир. Малтан, çурт туянас тесе, Хунава кĕрсе пăхрăмăр, ялĕ свалка çумĕнчех те — килĕшмерĕ. Унтан Хучеле килтĕмĕр, ку çурта сутма тăратнă пулнă.
— Хуçи ăçта пурăннă-ши?
— Хуçи арăмĕпе уйрăлнă та Тăрмăшра ватă амăшне пăхса пурăннă. Ачи-пăчи пулман. Ку пÿрчĕ пушă ларнă. Вăт çапла Хучелте 16 çул пурăнатпăр. Пĕтĕм ватти-вĕттине палласа çитрĕмĕр.
— Маргарита Николаевна, сирĕн пÿрт стенисем çинче вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ питĕ илемлĕ картинăсем çакăнса тăраççĕ. Эсир ку ĕçе Комире вĕреннĕ-и?
— Çук, унта мар. Комире эпир тутар тĕрри тĕрленĕ. Шăрçапа тĕрлеме вĕренме пĕрре те йывăр мар. Пăр хăнăхсан йĕп алăра выляса кăна тăрать.
— Тĕрĕ ĕçне ача чухнех вĕренмен-и?
— Пуçламăш классенчех ĕç урокĕсенче хĕрачасене тĕрĕ тĕрлеме, арçын ачасене пукан ăсталама хăнăхтаратчĕç. Амалăхра сакăр класс пĕтернĕ, тăххăрмĕш класа Тĕмере çÿренĕ.
Пирĕн атте çамрăклах вилнĕ, вăтăр çиччĕрех, анне вăтăр улттăра пилĕк ачапа тăрса юлнă. Аннене çăмăлрах пултăр тесе тăхăр класс пĕ-тернĕ хыççăн Шупашкара ФЗОна вĕренме кĕтĕм. Унта тăлăхсене питĕ пысăк çăмăллăх паратчĕç.
Вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме эпĕ 5-6 çул каялла кăна кунта, Хучелте, вĕрентĕм. Пĕр çĕр штукран кая мар картинăна çынсене парнелесе пĕтернĕ тата багет мастерскойне рама тума кайса панă. Тĕрĕрен кăштах пушансанах мунчала çыхма ларатăп. Пĕрре те пушă ларас килмест. Çуллахи вăхăтра анкартинчен кĕрсен икĕ-виçĕ минут кăна пушă вăхăт тупăнсан е тĕрлеме, е çыхма ларатăп. Алла усса сериалсем пăхса ларма хал çитерейместĕп эпĕ. Радио яратăп, наци радиовĕн передачисене итлеме питĕ юрататăп. Çак кунсенче Хунавра пурăнакан Алевтина Ремовна Прокопьева çинчен передача пулчĕ. Эпир унпа пĕрле клуба юрлама-ташлама час-часах çÿретпĕр.
— Маргарита Николаевна, тăван яла, Амалăха кайкаласа килместĕр-и тăвансем патне?
— Час-часах çÿретпĕр, унта пирĕн 92 çулти анне пурăнать. Икĕ çул каялла унăн 90 çулхи çавра çулне питĕ вăйлă ирттертĕмĕр. Аннене ял администрацийĕнчен килсе саламларĕç, парне пачĕç.
— Артистсем юрă юрласа памарĕç-и?
— Юррине хамăр юрласа патăмăр. Пирĕн тăвансем пурте уçă саслă, юрра-ташша питĕ ăста…
— Апла-тăк, мана та илемлĕ юрăпа савăнтараймăр-и?
— Юрласа парам, эппин:
Кун иртнине эп сисмерĕм,
Сар хĕвел анать.
Ăсатса яр-ха, тăванăм,
Ман каяс пулать.
Ăсатса ярсам,
Аллуна парсам,
Укăлча умне
Çитерсе ярсам.
Сан пата кунта килнишĕн
Чунăм савăнать.
Уйрăлма вăхăт çитнишĕн
Куçăм шывланать.
Çул курки ярсам,
Хапхуна уçсам,
Ырă çул сунса
Ăсатса ярсам.
— Юрри те питĕ хитре, тăванлăха упрама ыйтаканскер, сассăр та питĕ илемлĕ.
— Эпĕ юрăсăр пурăнма пултараймастăп. Кукка хĕрĕсем Канашра пурăнаççĕ, пĕрле пухăнсан шăрататпăр кăна юрра. Такмак каласа, ташласа савăнатпăр. Анне те пире пăхса савăнса кăна ларать.
— Мăшăрăра мĕнле чĕнеççĕ, Маргарита Николаевна?
— Михаил Петрович Лапин.
— Ăçтисем ку ман хушаматлă упăшкăр?
— Йошкар-Оларан.
— Инçех мар кунтан. Кайкаласа килет-и тăванĕсем патне?
— Унта пĕр шăллĕ кăна пурăнать те, чылай пулать кайманни. Сывлăхĕ те чаплах мар. Килти ĕçсене пурне те хăй тăвать. Пирĕн икĕ мотоблок, пĕринпе анкартинче ĕçлет, тепринпе вăрмана вутта е кăмпана, е пулла кайса килет. Пурăнатпăр çавăн пек. Выльăх-чĕрлĕх енчен илес пулсан, килте пусмалли пĕр вăкăр пур, чăх-чĕп…

Василий ЛАПИН
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *