Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Культура > Ылтăн алăра ĕç вĕресе кăна тăрать

Ылтăн алăра ĕç вĕресе кăна тăрать

Роза Александровна Захарова Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Чемен ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса çитĕннĕ. Ашшĕ ăста платник, амăшĕ тĕрĕ ăсти, çĕвĕç пулнă. Ашшĕ пÿртсем тунă, вĕсене йывăç эрешсемпе капăрлатнă. Ял-йыш унран питĕ тĕлĕннĕ: «Ÿкерчĕк çинчи пек пулаççĕ унăн пÿрчĕсем», — тенĕ. Шел пулин те, кун-çулĕ кĕске пулнă çемье пуçĕн. Мăшăрĕ çамрăклах пилĕк ачапа тăрса юлнă.

Амăшĕ, Лидия Петровна, таврара çыхма, çĕлеме тата тĕрлеме ăста пулнипе палăрса тăнă. «Анне пире, ачисене, алсиш-нуски çыхса савăнтарнă. Пурте ăста». Хĕрĕсем амăшĕн пултарулăхне малалла тăснă.
Роза Александровна чăваш тĕррин ăсти. Вăл Канаш хулинчи 7-мĕш вăтам шкулта ĕçлет. Рисовани, черчени, технологи предмечĕсене вĕрентет.
Роза Захарова Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Хăй каланă тăрăх, чăваш тĕррине унта алла илнĕ. Диплом ĕçне те чăваш тĕррипе çырнă пулнă. Юлташ хĕрĕпе иккĕшĕ ректорат валли чÿрече карри тĕрлесе панă. Каярахпа ăна Чăваш наци музейне парнеленĕ. Институт хыççăн пĕр çул тĕрĕ шкулĕнче ĕçленĕ.
Пĕр ял каччипе Николайпа çемье чăмăртанă, ача-пăча çитĕнтернĕ, мăшăр Канаш хулинче хăйсем тунă çуртра пурăнать. Кил ăшчиккине Роза тĕрленĕ япаласем капăрлатаççĕ. Пахчара та, пÿртре те питĕ нумай чечек ÿстерет.
Роза Александровна хăй мĕн тума пĕлнине ачасене те вĕрентес тесе тăрăшать. Хĕрачасем те, арçын ачасем те кăмăллаççĕ вăл ирттерекен ĕç урокĕсене. Ылтăн алăра ĕç вĕресе кăна тăрать тейĕн.
Çак ăста пире малашне те хăйĕн илемлĕ ĕçĕсемпе, тĕррисемпе савăнтартăр. Вĕсене тума вара унăн вăй-хал, сывлăх, хавхалану пултăр.

Светлана БАРАМАТОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *