Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Ырри — чуншăн, хитри — куçшăн

Ырри — чуншăн, хитри — куçшăн

Иртнĕ çул Театр çулталăкне халалласа Чакаç вăтам шкулĕнче чылай мероприяти йĕркеленĕ. Раштавра «Ырри — чуншăн, хитри — куçшăн» ятпа уяв иртрĕ. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен чăваш халăх артисчĕсем Валентина Аркадьевнăпа Иван Иванович Ивановсем килчĕç. Хăнасене эпир çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр.

Артистсем спектакльсенчи сыпăксене ăста выляса кăтартрĕç. Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа ятарлă сценари хатĕрленĕ. Чуна тыткăнламалла калăпларĕç сăнарсене сцена ăстисем. Куракансем вĕсен пултарулăхне ăшшăн йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупса хакларĕç. Эпир артистсен кашни сăмахне ăша хыврăмăр. Вĕсем те куракансемпе кăмăллă пулчĕç.
Сцена çинче чăн-чăн артистсем пулнă хыççăн пирĕн те хамăрăн пултарулăха кăтартас килчĕ. Эпир те хăнасене илемлĕ юрă-ташăпа, хисеплĕ вĕрентекенсем çепĕç юрăпа савăнтарчĕç. Уява 9-мĕш класра вĕренекен Анна Беллиевăпа 7-мĕш класра вĕренекен Анастасия Степанова питĕ ăста ертсе пычĕç. Çак уяв нумайлăха асра юлĕ.

Дарья ВАСИЛЬЕВА,
9-мĕш класс вĕренекенĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code