Вторник, 6 декабря, 2022
Главная > Публикации > Вăл паян кун та халăх асĕнче

Вăл паян кун та халăх асĕнче

Леонид Степанов-Маяксем пирĕн çемьешĕн ют çын мар. Ун амăшĕпе, Евгень аппапа, ман анне Шура пĕр тăвансем – аппăшĕпе йăмăкĕ, вĕсем Сиккассинче çуралса ÿснĕ, ман анне Кивĕ Шелттеме качча тухса пилĕк хĕр çуратса ÿстернĕ, Евгень аппан икĕ ывăл пулнă, асли Лева тете, ун шăллĕ – Толя. Лева тете пирĕн тата анне ячĕпе час-часах çыру яратчĕ. Çырăвĕсене эпир пăрахман, пухса пынă. Шел, вĕсем пурте эпир çуннă чухне вутра çунса кĕлленнĕ.
Эпĕ писатель-тетепе калаçма темĕншĕн питĕ вăтанаттăм. Вăл Чăвашра питĕ паллă çын пулнăран-ши? Эпĕ ăна Канаш автовокзалĕнче час-часах куркалаттăм, пырса калаçма хăю çитерейместĕм. Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр иртсе пырать. Ман анне те, Евгень аппа та, Лева тетепе Толя тете те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Питĕ ытла шутлă вăхăт пурăнатпăр-çке эпир çак çĕр çинче. Лева тете пирĕнтен уйрăлса кайни январĕн 11-мĕшĕнче ултă çул çитрĕ. Пурăннă пулсан кăçалхи февралĕн 2-мĕшĕнче 82 çул тултарнă пулĕччĕ. Хăй пирĕнпе çук пулсан та, вăл çырнă кĕнекесене, повеçсемпе калавсене, тĕрленчĕксене халăх манмасть, юратса вулать.
Пĕр-икĕ кун каялла хула урамĕнче Раис аппана куртăм, калаçнă хушăра Лева тетене аса илтĕмĕр – вăл çуралнă кун эпир кашни çулах ăна аса илетпĕр, вăл чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнишĕн савăнатпăр, мухтанса илетпĕр. «Лева тете кĕнекисене тепĕр хут вулама пуçларăм, – терĕ мана Раис аппа чунне уçса – эпĕ вăл утнă сукмаксемпе утнăнах туятăп хама». Вăт çапла.
Паян эпĕ «Канаш ен» хаçата вулакансене Леонид Степанов-Маяксен чылай çул каялла «Ялав» журналта пичетленсе тухнă виçĕ прозăллă сăввипе паллашма сĕнесшĕн.

Зоя ГУРЬЕВА
Леонид Степанов-Маяксен прозăллă сăввисем

 

Кĕрхи çулçă

Куç виçми анлă уй-хир, пуçтарнă пусă. Унта-кунта – хăмăлран-хăмăла çил кумса тухнă шап-шурă эрешмен карти. Хĕвел курăнмасть, хĕвел – сапаланса кайнă сурăх кĕтĕвне аса илтерекен ушкăн пĕлĕт хыçĕнче. Шăп-лăх. Хушăран кăна, хавшак çил хумĕ катаран, аякри вăрман хĕрринчен, çĕртме тăвакан трактор сассине хăваласа килет.
Пушă ана тăрăх, плащ аркисене йÿле ярса, çулсăр-мĕнсĕрех тăвалла утатăп. Васкамастăп. Ăçталла каятăп, мĕн шыратăп – пĕлместĕп. Тепĕр тесен, пурпĕр мар-им? Тăван тавралăх илемĕ, чуна чĕпĕтсе ырă туйăмсем вăратакан ачалăх кĕтесĕ маншăн темрен те хаклă çак самантра. Умра çул авкаланчăкĕ кăна пултăр, умра юмахлăх çĕршывне чĕнсе йыхăракан инçет çеç кăвакартăр – вуншар, çĕршер çухрăм утма та хатĕр.
Кăмăл уçă, кăмăл çĕкленÿллĕ. Куç умĕнче – ÿкерсе ÿкерейми илем, ăшра – каласа парайми пархатарлă туйăм. Çырма çĕррипе авкаланса тăсăлакан урапа çулĕ те, хăмăлран çакланса çапкалашакан эрешмен карти те –пурте çывăх маншăн, пурте хаклă.
Пуçра – çăмха, сÿтĕлсе пĕтми шухăш çăмхи. Темле, ăнланмалла мар лайăх çак шухăшсем, пăчăр куççулĕ кăлармалла тунсăхлă вĕсем. Пит-куçа сĕртĕнсе уçăлтаракан сулхăн сывлăша çăтса, çунса тĕлкĕшекен вĕренеллĕ, чăшăл-л! çулçă тăкакан шĕшкĕ-хунавлă вăрман тăрăхĕ патне çывхаратăп. Ура умне сап-сарă, кĕрен çулçă вĕçсе ÿкет. Çĕр ăстин ал тупанĕ пекех сарлака вăл, йăрăм-йăрăм йÿпленсе тăсăлакан шăнăрĕсем те палăраççĕ.
Çулçă, вăрман шăршиллĕ нÿрĕ çулçă! Ху илем кÿнĕ йывăç сĕткенĕ те типмен-ха санра, çу каçа пуçтарнă ылтăн хĕвел пайăркисем те сÿнмен. Тин кăна-ха эсĕ лĕп çумăрпа çăвăнаттăн, сенкер тÿпенелле туртăнса ачаш çилпе пăшăлтататтăн. Халĕ акă, эсĕ çук, эсĕ вилнĕ. Чăркăш çил ачи тĕнче тăрăх сĕтĕрсе çÿрĕ-çÿрĕ те сана, пĕр-пĕр пăнтăхнă шыв кÿлленчĕкне, пылчăкпа варăнса çăрăлма кайса пăрахĕ…
Çулçă. Кĕске ĕмĕрлĕ, мĕскĕн шăпаллă çулçă!.. Эпир, этем ывăл-хĕрĕсем, çĕр пин хут телейлĕ сирĕн-тен. Хамăр сывă, вăйлă пулсан нимле çил те хăвалаймасть пире пурнăçра. Яланах, кунçул тăршшĕпех тăван кил-çурт ăшшине туясси те, атте-анне ачашлăхĕпе йăпанасси те – пурте, пĕтĕмпех пиртен хамăртан килет!

Пилотка

Эпĕ астăвассах çакăнса тăратчĕ вăл чăланта. Тем пекех тăхăнса çÿрес килетчĕ ман ăна, хĕрлĕ çăлтăрлăскерне, урама тухса ачасем умĕнче мухтанас килетчĕ – анне хушмастчĕ. Эпĕ пĕлместĕп, аçусăр калама пултараймас- тăп, тетчĕ. Атте чарас мар пирки ним чухлĕ те иккĕленместĕмччĕ: унăн ырă кăмăлĕпе çемçе чунĕ çинчен анне кашни каçах каласа паратчĕ. Хитре юмах пекех туйăнатчĕç маншăн çав калавсем. Итлеттĕм-итлеттĕм те, аннен ăшă алли çине пуçа хурса, çывăрса каяттăм. Тĕлĕкре ман ума палламан арçын тухатчĕ. Яланах, кашнийĕнчех пĕр тумпа: пуçĕнче – хĕрлĕ çăлтăрлă пилотка, çийĕнче – шинель, уринче – вăрăм кунчаллă атă. Хăй савăнăçпа çиçет, куçĕ куççулĕпе чăп тулли. Çĕклесе илет те мана вăйлă аллисемпе çÿлелле ывăтма пуçлать.
–  Ывăлăм, савнă ывăлăм…
– Яр мана, эпĕ сана пĕлместĕп! – турткалашатăп унăн ытамĕнчен хăтăласшăн пулса. Вăл çав-çавах вĕçертмест, тата хытăрах хăй çумне пăчăртать.
– Çук, ямастăп, ачам, пултараймастăп. Иксĕмĕр пĕр-пĕрин çумĕнче пулайманшăн, ывăниччен выляйманшăн, ĕнен, пĕрре те айăп- лă мар эпĕ. Вăхăт çиттĕр-ха акă, тăшмана пуçĕпех, тĕпĕ-йĕрĕпех çапса аркатăпăр та, ун чухне эсĕ те мана паллакан пулăн, ютшăнма пăрахăн. Çак сăмахсем хыççăн кăштах лăпланма, хăнăхма пуçлатăп палламан салтака. Халĕ ман ăна анне ун пирки çĕр çывăрмасăр шутлани, кĕтни çинчен каласа парас килет, темиçе кунлăха курма килсен хăварнă пилоткине тăхăнса çÿреме ирĕк ыйтас шухăш çуралать – ĕлкĕрейместĕп: салтак, шыв çине ÿкнĕ мĕлке пек шĕвелсе, тĕтреленсе пырать те таçта аякка, инçе кайса, пачах курăнми пулать, çухалать.
… Хĕвелпе çумăра пула кивелсе шупкаланнă хĕрлĕ çăлтăрлă пилотка! Паян кун та, халĕ те çĕнĕ пÿртри çĕнĕ чăлантах çакăнса тăратăн эсĕ, хуçу таврăнасса кĕтетĕн. Питĕ тăхăнса çÿрес килетчĕ манăн сана, ылтăн карттус- ран та хаклăскерне – анне хушмастчĕ…
Çÿçĕ вăхăтсăр кăвакарса сайралнă аннеçĕм ятламасть мана халĕ, чармасть атте пилоткине тăхăнма, анчах та … хăяймастăп ăна тĕкĕнме. Çавăнпа та, урама васкакан ултă çулти ывăлăм хĕрлĕ çăлтăрлă пилотка енне аллине тăссанах, асăрхаттаратăп:
_ Аслаçунтан ыйтмасăр юрамасть, Лева…

Туя

Пĕрремĕш хут эпĕ ăна çирĕм çичĕ çул каярах курнăччĕ. Хамăрпа кÿршĕллех пурăнакан Кĕркури йысна аллинче. Маншăн, пилĕк çулхи ачашăн, чип-чипер те кĕрнеклĕ çын икĕ йывăç туя çине тĕренсе утни ытла та кăсăк пек туйăнчĕ ун чухне. Астăватăп-ха, нумаях пулмасть, ăна ял-йыш куççуль витĕр укăлчаран кăларса ăсатса янăччĕ. Ăçта, мĕн тума – ăнланмарăм. Аннесем мĕншĕн макăрнине те пĕлмерĕм. Тепĕр темиçе уйăхран, кĕркуннепе, Кĕркури йысна каялла таврăнчĕ. Тĕпсакайĕнчен анне кăкшăмпа сăра ăсса тухрĕ те мана, çавăтса, Çинук аппасем патне салтак курма илсе каçрĕ.
Эпир кĕнĕ чух пÿртре кÿрĕш-арăш туллиехчĕ: хăшĕ ларать, хăшĕ тăрать. Хĕрарăмсем куçĕсене тутăр вĕçĕпе е саппун аркипе сăтăркаласа илеççĕ. Çинук аппа та куççульне шăлкалать, çав вăхăтрах çиçсе-çуталса та каять…
Пире Кĕркури йысна алăк урати урлă каçсанах асăрхарĕ. Асăрхарĕ те, çамрăк йывăçа çурмаран чĕлсе тунă хитре патаксем çине тайăнса (халĕ пĕлетĕп ĕнтĕ, костыль теççĕ вĕсене), хăвăрт ура çине çĕкленчĕ. «Çаврăнса çитрĕн иккен апла» текелесе, анне ăна алă пачĕ, куçне ал лапипе хупласа, кăмака умнелле пăрăнчĕ. Эпĕ, ним тума пĕлменскер, çав-çавах Кĕркури йыснан хитре патакки çине, унăн чĕркуççинчен çÿлерех хуçлатса çыхнă пушă шăлавар пĕççи çине тĕлĕнсе пăхатăп. Ăçта унăн сулахай ури, мĕне кирлĕ ăна çак йывăç патаксем –ăнланмастăп.
Кĕркури йысна мана пĕр катăк сахăр тыттарчĕ, пуçран ачашласа сăтăрчĕ.
– Кур, Петĕр, мана та виçĕ ураллă туса ячĕç. Нихăçан та шутламанччĕ… – Кăштах тем шутласа тăрсан, çапла хушса хучĕ: – Ан хурлан, пĕчĕк тусăм, сирĕн вăхăтра патаклă çамрăксем пулмĕç…
Кĕркури йысна пек «хитре» патаклисене çеç мар, ура вырăнне йывăç муклашка çыхса çÿрекенсене те нумай курма тиврĕ каярахпа.
… Халĕ эпĕ Кĕркури йыснан чĕрене яланлăхах кĕрсе вырнаçнă сăмахĕсене час-часах аса илетĕп: «Сирĕн вăхăтра патаклă çамрăксем пулмĕç». Аса илетĕп те, пĕчĕк ывăлăм хăшпĕр асаттесем мĕншĕн виçĕ урапа çÿренине ыйтасран шикленсе, шартах сикетĕп…

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code