Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Чăваш хĕрне Мускава чĕннĕ

Чăваш хĕрне Мускава чĕннĕ

Раççейĕн Федераци Канашĕнче «Хĕрарăм ертÿçĕсен ассамблейин» Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе тĕлпулу иртнĕ. Мероприятие Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ Галина Карелова ертсе пынă.

«Çĕнтерÿçĕсене Федераци Канашĕнче чысласси ырă йăла пулса тăчĕ. Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтерни — хĕрарăмсем çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнине çирĕплетни», — палăртнă вице-спикер.
Федераци Канашĕ хĕрарăмсем пур енлĕн аталанассине куллен тимлĕх уйăрать. «Профильлĕ министерствăсем тата хĕрарăмсен общество организацийĕсем пĕрле 20 проекта пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пыраççĕ. Вĕсем пулăшнипе хĕрарăмсем экономикăн пур сферинче те хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартаççĕ: промышленноçра, цифрăллă экономикăра, экспорт ĕçĕ-хĕлĕнче, территорисене аталантарассинче», — тенĕ Галина Карелова.
Пирĕн регионтан асăннă тĕлпулăва Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Матьшÿре çуралса ÿснĕ ентешĕмĕр Инесса Алексеева хутшăннă. Инесса Геннадиевна çÿлерех асăннă конкурсăн иртнĕ çулхи «Вип персона» номинаци çĕнтерÿçи. Сăмах май, вăл Шупашкарти «Телей» кафе хуçи.
— Конкурса эпĕ виççĕмĕш хут хутшăнтăм. Çакнашкал тĕлпулусенче çĕршывăн нумай-нумай кĕтесĕнчен килнĕ тĕрлĕ сфера ертÿçисемпе паллашатпăр. Пĕр-пĕрин опытне курса чунпа та, ăнпа та пуянланатпăр. Çĕнĕ опыт вара кулленхи ĕçре питĕ пулăшать пире, — тет Инесса Алексеева предприниматель.
Инесса Алексеева Шупашкарта суту-илÿпе обществăлла апатлану сферинче 22 çул ытла ĕçлет. 2015 çулта вăл ертсе пыракан «Магдалина» ООО «Раççейри потребительсен рынокĕнче малта пыракан организацисем» наци реестрне кĕнĕ. Инесса Геннадиевна чăваш наци культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас, халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлет. Вăл ертсе пыракан апатлану организацийĕн кулленхи менювĕ чăваш апачĕпе пуян. Ку енĕпе унăн ĕçне Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе палăртнă.

Влада МИРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code