Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Тылра та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ

Тылра та Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ

Совет Союзне нимĕç фашисчĕсем тапăнсан пĕтĕм халăх Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Тăшман аякра пулин те Чăваш Енре те хĕрÿ тапхăр пуçланнă.
1941 çулхи кĕркунне Сăр тăрăхĕпе иртекен оборона линине тума тытăннă. Республика историйĕн- чи чи пысăк строительствăра куллен 100 пин ытла çын, тĕпрен илсен хĕрарăмсем, ватти-вĕтти вăй хунă. Хĕллехи шартлама сивĕсем вăхăтĕнче те ĕç татăлман. Лини 380 çухрăма тăсăлнă, 4 897 000 кубла метр çĕр чавса кăларнă…
Юнкун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин хальхи истори архивĕ йĕркеленĕ «Халăх астăвăмĕ. Çĕнтерĕве упрар!» акцие хутшăннă май çак çынсен паттăрлăхне аса илни питех те пĕлтерĕшлĕ пулассине палăртнă. «Оборона линийĕн чи пысăк пайĕ Чăваш Ен урлă иртнĕ. Унта пирĕн тăрăхри çынсем вăйне-халне шеллемесĕр тăрăшнă. Вĕсем пирки пирĕн аса илмелле, çамрăк ăрăва каласа кăтартмалла», — тенĕ вăл.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code