Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çуркуннепе илем уявĕ

Çуркуннепе илем уявĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче çурхи илемлĕ уяв- сенчен пĕрне — Мартăн 8-мĕшне анлăн паллă турĕç. Районти пур культура учрежденийĕнче те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уяв мероприятийĕсем иртнĕ: пĕрисем концерт программи хатĕрленĕ, теприсем вăйă-конкурс йĕркеленĕ, виççĕмĕшĕсем — спектакль. Пур çĕрте те вĕсем хаваслă та интереслĕ пулнă.

Энтриялĕнчи культура çуртĕнче, сăмахран, аннесем «Супер Анне – 2020» конкурсра тупăшнă. Пултаруллă, ăста, çав тери маттур тăватă çамрăк хĕрарăм залри халăха хăйсен çаврăнăçулăхĕпе, тавра курăмĕпе, таланчĕпе тĕлĕнтернĕ. Куракансем кашни конкурсанта тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă.
Уяв концерт программипе те пуян пулнă. Ялти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ çепĕç юрăсем шăрантарнă. Зоя Варламова, Раиса Башкирова, ытти юрăçсем хăйсен уçă сассипе, капăр тумĕпе тыткăнланă.
Тÿресене çĕнтерÿçе палăртма çăмăлах пулман. Хĕрÿ тупăшура Наталия Александрова «Талантлă анне» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă. Анна Лазарева — «Сăпайлă анне», Галина Иванова  — «Ĕçчен анне», Елена Абдиева «Илĕртÿллĕ анне» номинаци хуçисем пулса тăнă. Уява килнĕ мĕнпур пикепе хĕрарăма Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Лазарев саламланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code