Суббота, 12 октября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ Аччари Александровсен çемйи саккăрмĕш ача кĕтет

Çĕнĕ Аччари Александровсен çемйи саккăрмĕш ача кĕтет

Тăрăн хĕрĕ Надя Вотякова пуçламăш классенче музыкăна вĕренни пурăна-киле ун пурнăçне тĕпрен улăштарасси çинчен шутлама та пултарайман. Пайкилт шкулĕнче сакăр çул вĕренсе свидетельство илнĕ хыççăн хĕрача, пурнăçра питĕ кирлĕ професси илес ĕмĕтпе, тантăшĕсемпе пĕрле Канашри 22-мĕш училищĕне повара вĕренме кĕрет. Виçĕ çул хушшинче тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерме вĕреннисĕр пуçне Надя вăтам шкул программине те ăнăçлăн вĕçлесе алла диплом илет.
Анчах хулари кафесемпе ресторансенче ĕçлесе майрасемпе бизнесменсене тутлă апат-çимĕçпе савăнтараймасть Тăрăн хĕрачи. Кĕçĕн классенчех музыка шкулĕнче вĕренсе баян ăста калама вĕреннĕскер, Надя хăйне валли Çĕнĕ Ачча ялĕнче ĕç тупать. Ялти клуба баянист кирлĕ пулнă иккен. Нумаях та вăхăт иртмест — ялти культура вучахĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе каять. Клуб заведующийĕпе Надя Вотякова концерт хыççăн концерт йĕркелеççĕ, тĕрлĕрен тематика каçĕсем ирттереççĕ. Вăрçă ветеранĕсене майăн 9-мĕшĕнче ялти палăк умĕнче концертсем кăтартса савăнтараççĕ, килĕсене кайса çуралнă кунпа саламлаççĕ.
Пултаруллă хĕрачан телейĕ те çак ялтах пулнă иккен. Çĕнĕ Аччари хусах каччă Митя Александров баян ăста калакан чипер хĕре яла килнĕ-килменех асăрхать те ăна пĕр кунлăха та куçран вĕçертмест. Каçсерен клуба çÿреме тытăнать, тĕрлĕрен сăлтав тупса хĕр куçĕ умне курăнма пуçлать. Митя питĕ ăста вăйăç иккен! Клуба купăспа пырса çамрăксене чăваш ташшипе савăнтарать, юрă юрлаттарать, Надьăпа тĕрлĕ мероприятие хутшăнать.
Питĕ хитре сасăллă, пултаруллă каччăпа çавăн пекех чипер хĕр пĕр-пĕрне юратса пăрахаççĕ, тепĕр темиçе уйăхран туйпа пĕрлешме калаçса татăлаççĕ.
— Мана çураçма Тăрăна Çĕнĕ Аччаран автобуспа вун пиллĕкĕн пычĕç, — аса илет çамрăк вăхăта 43-ри Надежда Гордеевна Александрова. — 1995 çулхи ноябрьте çырăнса туй тумаллаччĕ, ноябрĕн 15-мĕшĕнче атте вилсе кайрĕ. Çырăнма эпир ноябрĕн 24-мĕшĕнче çырăнтăмăр, туйне вара 1996 çулхи январе хăвартăмăр.
Çав çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче пĕчĕк пепке çуралчĕ. «Хĕр пулсан Диана ят хуратпăр», — тесе Митя малтанах шутласа хунăччĕ. Ун чухне хаçатсенче те, радиопа та, телевиденипе те вĕçĕмсĕр Диана принцесса çинчен калаçатчĕç те, ку ят Митяна питĕ килĕшнĕччĕ. Диана халĕ 23-ре, Шупашкарта культура техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ те хамăр районти Тури Юнтапа каччипе çемье çавăрчĕ. Ачапа декретра ларнă вăхăтра воспитателе вĕренсе тухса диплом илчĕ. Халĕ Тури Юнтапа шкулĕнче ачасене музыка вĕрентет, çав вăхăтрах Шупашкарти культура институтĕнче 3-мĕш курсра куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илет.
Халĕ иккĕмĕш ачи çуралчĕ, 4 уйăхра вăл, асли иккĕре.
Иккĕмĕш ача ман ывăл, Володя ятлă, вăл 1998 çулта çут тĕнчене килчĕ, 22-ре, мăшăрланнă, арăмĕ Канашран.
Ун чухне мăшăрăн аппăшĕпе пиччĕшĕ Тюмень облаçĕнче пурăнатчĕç, пĕрмаях хăйсем патне куçса килме чĕнетчĕç. Упăшка хирĕç пулмарĕ, эпĕ те килĕшрĕм, вара 1999 çулта икĕ ачапа, виççĕмĕшĕпе йывăр çынччĕ, Тюмень облаçне çул тытрăмăр. Эпĕ унти шкула повара ĕçе кĕтĕм, Митя шкулта вĕрентекен хĕрарăмсене тайгаран машинăпа вутă илсе тухса паратчĕ.
Виççĕмĕш ача ман, Кристина, Тюмень облаçĕнче çуралнă, кăçал 20 тултарчĕ, çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ, анчах хăйĕн профессийĕпе ĕçлемест.
2006 çулта Тюмень облаçĕнчен Çĕнĕ Аччана таврăнтăмăр, ялта пĕчĕк пÿрт туянтăмăр, эпĕ совхозра дояркăра, поварта ĕçлерĕм, механизаторсене уя тухса апат çитереттĕм.
2008 çулта йĕкĕреш ывăлсем — Костьăпа Кирилл çуралчĕç. Халĕ вĕсем 12-ре, улттăмĕш класра вĕренеççĕ. Пахчара ĕçлеме питĕ юратаççĕ — кÿлĕрен шыв йăтаççĕ, шăвараççĕ. Вĕсем пулăшмасан эпĕ килти ĕçе тума ĕлкĕрсе пыраяс та çук.
Йĕкĕрешсем хыççăн 2009 çулта тепĕр ывăл, улттăмĕш ача — Роман çуралчĕ. 2010 çулта автоаварире мăшăрăм Митя вилчĕ. Машинăра эпĕ те пулнă, больницăра пĕр уйăх выртса сипленме тиврĕ. Пĕр шухăш канăç памастчĕ: ултă ачана ура çине мĕнле тăратас, епле ÿстерсе çын тăвас?
Манпа Пайкилт каччи Ваня питĕ паллашасшăнччĕ, телефон номерне ыйтатчĕ, эпĕ памарăм. Диана эпĕ килте никам та çук чухне ĕсĕклесе йĕнине илтнĕ ĕнтĕ, мана хурлăха сирсе яма пулăшас тесе пулĕ Ваньăна ман телефона панă. Вăл манран 12 çул кĕçĕнччĕ. Çемьере вĕсен 10 ача пулнă, Ваня — улттăмĕш. Митя вилни 2 çул иртсен эпир пĕрлешрĕмĕр. Пире патшалăх пысăк пулăшу пачĕ — 2012 çулта икĕ хутлă кирпĕч çурт лартса пачĕ. Ачисем хăйĕн мар пулин те Ваня вĕсене питĕ юрататчĕ. Хăйĕнчен те пĕр ывăл çуралчĕ.
Анчах та иккĕмĕш мăшăрпа та савăнса, пĕр-пĕрне юратса пурăнма нумай тÿр килмерĕ. Павлик пилĕк уйăхра чухне вăл çĕре кĕчĕ.
Пурнăç малаллах шăвать. Павлик январьте виççĕ тултарчĕ. Тăванĕсем манса каймаççĕ ачана. Ваня аппăшĕ, Вера, Çĕнĕ Аччана килсех тăрать.
Пире икĕ хутлă çурта ялти пушă вырăнта лартса панăччĕ. Пĕлтĕр вăй çитерсех мунча туса лартрăмăр. Ачасем валли сĕтел çинче яланах юр-вар пултăр тесе тахçанах ĕне илесшĕнччĕ. Кĕркунне ĕне туянтăмăр. Тата тепĕр ĕне туянас кăмăл та пур, вити пысăк. Çак уйăхра сысна çурисем илесшĕн, çулла — хур-кăвакал. Ачасем пăхаççĕ вĕсене, хам пахчара тăрмашатăп. Пирĕн кивĕ пÿрт пулнă вырăнта та пахча пур, унта çĕр улми, выльăх валли кăшман лартатăп. Çĕнĕ пÿртпе юнашар çерем пăсса пахча турăмăр, халĕ икĕ паçма пахча çимĕç лартатпăр.
Пире пÿрт лартса панă чухне строительсем çăл та чавса панă, анчах ăшăх чавнипе шывĕ тухмасть, машина чĕнсе илсе тепре чавтарма тивет.
Ашшĕсĕр çемьере амăшне питĕ йывăр килет. Çавăнпах Вăрмар районĕнче пурăнакан арçынпа паллашрăм. Вăл Владик ятлă, 45-ре, манран икĕ çул аслă.
— Кунта куçса килмен пулĕ те?
— Хальлĕхе çук-ха. Ача çуралсан пурăнма кунта килет.
— Çире пур-им, Надя?
— Пур. Августра çуратмалла.
—  Кама кĕтетĕр-ха?
— Ман арçын ачасем ытларах, хама ватăлсан пулăшма хĕр кĕтетĕп.
— Надя, патшалăхран çурт лартса панисĕр пуçне тата çăмăллăхсем пур-и?
— Кĕçĕн ачасем тата хам ашшĕ вилнĕшĕн пенси илетпĕр. Март уйăхĕнче пуçласа ачасем валли апат-çимĕç, тумтир туянма, газ, электричество укçи тÿлеме 10 пин тенкĕ илтĕмĕр. Пирĕн ку укçана малтанах илсе тăмалла пулнă, анчах собеса кайса учета тăман пирки çак уйăхра пуçласа илтĕмĕр.

Василий ЛАПИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *