Четверг, 1 декабря, 2022
Главная > Публикации > Вăрçă паттăрĕсене чыс та мухтав!

Вăрçă паттăрĕсене чыс та мухтав!

Районта Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв мероприятийĕсене çу уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче ирттернĕ, вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов хутшăннă.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Чакаç ял тăрăхне кĕрекен Кармами выççăлккинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса çĕнĕ палăк уçнă. Асăннă ял тăрăхĕнчен Тăван çĕршыва ирсĕр тăшмантан хÿтĕлеме 400 çын тухса кайнă, вĕсенчен 137-шĕ çеç тăван киле таврăннă. Митингра вăрçă хирĕнче выртса юлнă кашни салтак ятне каланă, пĕр минут шăп тăрса асăннă.
Кармами выççăлккинчи палăка тума Александрпа Николай Михайловсем спонсор пулăшăвĕ панă. Ума лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртме Иванпа Павел Семеновсем, Алексеевсен, Дмитриевсен, Федотовсен туслă çемйисем тата ял хастарĕсем пысăк тÿпе хывнă.
Çав кунах палăк тавра чăрăш тата хыр хунавĕсенчен аллея лартса хăварнă.
Çĕнтерÿ кунĕнче Шăхасан салинче Çĕнтерÿ паркĕ уçăлнă. Мемориал умне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдиновпа Виталий Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тата Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Руссков чечек кăшăлĕсем хунă.
Çĕнтерÿ паркĕнче пирĕн районтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мĕнпур ентеш ячĕпе Асăну стени хăпартнă, ун çине фронта кайнă кашни çыннăн ятне çырнă, паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене ĕмĕр-ĕмĕр чыс та мухтав! Никам та, нимĕн те манăçман!

Антонина ТЯМИНА
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code