Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Мĕн тери телей асатте пурри!

Мĕн тери телей асатте пурри!

Мĕн тери телей асатте пурри! Эпир асаттепе пĕр ялтах пурăнатпăр. Пушă вăхăтра час-часах ун патне васкатăп, пулăшма тăрăшатăп, пĕр чарăнми пуплетпĕр вара иксĕмĕр.
Манăн асатте, Виталий Артемьевич Артемьев, 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă. Ял-йышра ятлă-сумлă çын вăл. Çак кунсенче ун патĕнче пултăм. Асатте хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
— Эпир çемьере ултă ача ÿсрĕмĕр. Туслă пурăннă. Ачалăхăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсене лекнĕрен пурăнма йывăр пулнă. Аннене яланах пулăшма тăрăшнă. Мăн аслаçу, Артемий Ефимович Ефремов, ытти пин-пин çын пекех вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хаяр вута кĕнĕ. Икĕ хутчен тыткăна лексе нушаланнă. Çапах Берлина çĕнтерÿпе çитнĕ, тăван киле сывă килнĕ. Вăрçăран таврăнсан вăл колхозра чылай çул счетоводра ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçне юратса тунă. Ăна халăх шаннă. Атте 1990 çулта вилчĕ. Санăн мăн аслаçу — паттăр салтак, вăрçă ветеранĕ пулнă.

 

 

«Асатте! Юратнă асаттеçĕм! Санăн ырă ятна, чысна нихăçан та вараламăп!»

 

 

Чарпуç шкулĕнчен вун пĕр класс вĕренсе тухнă хыççăн комсомол путевкипе çерем çĕрсене уçма кайрăм. 19 çула çитсен салтак атти тăхăнтăм. Салтакран килсен Канашри 1-мĕш СПТУра механик слесарь профессине алла илтĕм. Кайран Шăхасанта ял хуçалăх техникине юсанă çĕрте ĕçлерĕм, Канашри 1-мĕш СПТУра производство вĕренĕвĕн мастерĕнче тăрăшрăм. Çав хушăра Орехово-Зуевăри педтехникумра, Шупашкарти педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче ăс пухрăм.
Эпир санăн асаннÿпе, Мария Федоровнăпа, çулталăк туслă пулнă. 1962 çулта çемье çавăрса тăватă ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстертĕмĕр, — сăмахне малалла тăсрĕ асатте. — Пĕрлехи вăйпа çурт ларт- рăмăр. Ачасене пĕчĕкрен тирпейлĕхе, ĕçе хăнăхтарса ÿстертĕмĕр. Асаннÿпе пĕрле паян кунчченех туслă пурăнатпăр. Йывăрри те, çăмăлли те пулнă пурнăçра. Пĕр-пĕрне яланах ăнланса, пулăшса пыратпăр. Хам эпĕ 1972 çултанпах малтан Çеçпĕл, кайран Чарпуç шкулĕсенче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех физкультурăпа ĕç учителĕнче ĕçленĕ.
… Нумайччен пычĕ пирĕн калаçу. Чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Мĕн тери ырă, ăслă, ĕçчен манăн асатте! Паянхи кун та ахаль лармасть вăл: пулла çÿреме юратать, пахча çимĕç ÿстерет. Асатте хĕлĕпех симĕс сухан çитĕнтерет. Унра çамрăклăхри хастарлăх упранать.
Хаклă çыннăма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă май çапла калас килет: «Асатте! Юратнă асаттеçĕм! Санăн ырă ятна, чысна нихăçан та вараламăп!»
Мăнукĕпе аслашшĕ калаçăвĕ тăрăх çырнă.

Валентина АЛЕКСАНДРОВА,
математика учителĕ
Ямаш вăтам шкулĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code