Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Новости > «Асăну сачĕсем» акцие хутшăнса

«Асăну сачĕсем» акцие хутшăнса

Мартăн 18-мĕшĕнче «Асăну сачĕсем» акци старт илчĕ, июнĕн 22-мĕшĕчченех пырать вăл. Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалланă ăна. Çак акцие Вăрман Енĕш клубĕн ĕçченĕсемпе «Енĕшсем» фольклор ушкăнне çÿрекенсем те хутшăнчĕç.

Вăрçă паттăрĕсене чыс туса ялта çĕнĕ палăк çĕкленчĕ кăçал. Пĕр тăван Юрий тата Андрей Алексеевсем пуçарнипе палăк йĕри-тавра туя йывăçĕ лартса тухрĕç. Хĕррипе хура çĕр купаларĕç, тĕрлĕ тĕслĕ чечек валли вырăн хатĕрлерĕç.

Пирĕн ăру Аслă Аттелĕх вăрçи çинчен кĕнекесемпе илемлĕ фильмсем, ÿкерчĕксемпе аса илÿсем тăрăх çеç пĕлет пулин те асатте-асаннен, кукамай-кукаçин ырă ятне, паянхи телейлĕ, çутă пурнăçшăн çапăçу хирĕнче пуçне хунă паттăрсене асра тытма тивĕç эпир.

По материалам Ямашевского сельского поселения Канашского района

 
 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code