Четверг, Май 6, 2021
Главная > Публикации > Тавах кукаçине Çĕнтерÿшĕн!

Тавах кукаçине Çĕнтерÿшĕн!

Кăçал пирĕн çĕршывшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ çул — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Кунсерен паттăрлăх кăтартнă, тертлĕ те хăрушă çулсем хыçран хыçа юлаççĕ, вăрçăн тути-масине чăтса ирттернисем те сайралсах пыраççĕ. Кашни çемьере паттăр тăванĕ тăшмана тĕп тăвассишĕн çапăçнин историйĕ упранать. Çакăн пек аса илÿсенчен Тăван çĕршыва фашистсен тискерлĕхĕнчен хăтарнин пĕтĕмĕшле картини йĕркеленет.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра манăн кукаçи Ильин Михаил Ильич, Канаш районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер, 32 çулта пулнă. Кукамай аса илни тăрăх, кукаçин вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех пĕртен-пĕр ĕмĕт пулнă — фронта лекесси, анчах та райком панă çирĕплетÿ ăна вăрçа кайма чарса тăнă. Кукаçи тимĕрçĕ пулнă, вăл хăйĕн хастар ĕçĕпе Тăван çĕршыва тылра пулăшу кÿнĕ, тăшмана аркатма майсем туса панă. Фронтра ĕç-пуçсем йывăрланнă çемĕн призыв йĕрки те улшăннă. Хĕрлĕ Çара салтаксем çитменни кĕске вăхăтрах сисĕнме
пуçланнă, çавăнпа та Михаил Ильич 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса каять.
Тăшмансемпе вăл хастар та паттăрăн кĕрешнĕ. Хутран-ситрен тăван килне çырусем янă, шел пулин те, виç кĕтеслĕ çырусем паянхи кунччен пĕри те сыхланса юлман. 1943 çулхи çуркунне манăн кукамай патне унăн мăшăрĕ хыпарсăр çухалнă пирки çыру килет. Кукамая нушаллă вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче пĕччен пĕринчен тепри пĕчĕк тăватă хĕре ура çине тăратма çăмăл пулман. Вăрçăра çемьене тăрантаракан хыпарсăр çухалнишĕн тÿлекен пособи çапăçура пуç хунисеннипе танлаштарсан çав тери пĕчĕк пулнă.
Нумай çул тăршшĕ пирĕн, унăн мăнукĕсен, кукаçи çинчен тек нимĕнле хыпар та пулман. 2015 çулта кăна РФ Оборона министрĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче Хĕрлĕ Çарпа Тинĕс çар флочĕн архив докуменчĕсене уçăмлатасси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Мемориал» даннăйсен электронла пĕтĕмлетÿ банкĕпе «Халăх астăвăмĕ» сайтра Михаил Ильич çинчен сахал пулин те çĕнĕ хыпар тупăнчĕ.

 

 

 

Вăрçăра хыпарсăр çухалнисенчен нумайăшĕ Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхĕшĕн çапăçу хирĕнче пуç хунă

 

 

Паттăрăн вăрçăри çулне пăхса тухнă май эпир вăл Кăнтăр-Хĕвел анăç фрончĕн 40-мĕш Гвардин артиллери полкĕ йышĕнче Ленинград патĕнче фашистсене хирĕç хăюллă çапăçнине, кайран Украинăна тăшмансенчен ирĕке кăларма хутшăннине пĕлтĕмĕр. 40-мĕш Гвардин артиллери полкĕн сыхланса юлнă 1942 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчи приказĕнче çырнинчен 8-мĕш батарейăн аслă телефонистне, красноармееца Ильин Михаил Ильича «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе чыслани паллă. Вăл 1942 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче тĕлли-паллисĕр пĕр сыпписĕр пулеметран персе тăнă çĕрте, хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр асăрхаса тăракан пунктăн татăлнă çыхăну линине сыпăнтарнă, çавна май нимĕçсен дзочĕсем çине тĕл пеме май туса панă тата йывăр аманнă Галковский кĕçĕн лейтенанта вут-çулăмран илсе тухса вилĕмрен çăлса хăварнă.
Паттăрăн вăрçă çулĕ Украина ССРĕнчи Харьков облаçне кĕрекен Лозовски районĕнче вĕçленет. Çухатусем çинчен пĕлтернинчен кукаçи 1943 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. Кам вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, кам ун çинчен аван пĕлет, тÿрех: «Вăрçăра хыпарсăр çухалнисенчен нумайăшĕ Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхĕшĕн çапăçу хирĕнче пуç хунă», — тесе калать. Пĕр иккеленмесĕр хыпарсăр çухалнисем Тăван çĕршывшăн хыпарсăр çухалнă тесе татса калама пулать.
Вăхăт малаллах шăвать, анчах манăн кукаçи çинчен астăвăм ĕмĕрех ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен чĕринче упранĕ. Эпир ăна ăçта пытарни çинчен тĕрĕс хыпар тупăнасса шансах тăратпăр. Паллă пулсанах эпир, унăн çывăх тăванĕсем, ун вил тăпри патне кайса пирĕн мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ паттăра тав туса пуç таяттăмăр.
Эпĕ хамăн кукаçипе чăнласах та мухтанатăп. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа пур фронтовика та, тыл ĕçченне те пирĕн, хăйсен ăрăвĕн, телейлĕ пурнăçĕшĕн пысăк хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн çĕре çити тав тăватăп.

Елена НИКИТИНА,
салтакăн мăнукĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code