Четверг, 3 октября, 2024
Главная > Публикации > Çулсем якалĕç, аварисен тата вĕсенче шар курнă çынсен шучĕ чакĕ

Çулсем якалĕç, аварисен тата вĕсенче шар курнă çынсен шучĕ чакĕ

Раççей — тĕнчери чи пысăк çĕршывсенчен пĕри. Пĕр регионтан теприне çÿреме, тавар турттарма тата экономикăна аталантарма пур енĕпе те тивĕçтерекен çулсем кирлĕ. Çавна май çак çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе çул-йĕре çĕршыври Наци проекчĕсен йышне кĕртнĕ.
«Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» Наци проектне 2019 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă. Вăл 2024 çулчченех пырĕ. Чăваш Ен асăннă Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регион шайĕнчи «Çул-йĕр сечĕ», «Çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвĕн пĕтĕмĕшле системин мерисем» тата «Çулсем çинчи хăрушсăрлăх» проектсене пурнăçлать.
«Çул-йĕр сечĕ» проектра пурте усă куракан, регион тата муниципалитет шайĕнчи 1539,9 километр çула йĕркене кĕртме пăхса хăварнă. Çавăн пекех Шупашкар агломераци йышне кĕрекен 920,2 километр çулăн сăн-сăпачĕ улшăнĕ. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле якалса çĕнелнĕ çулсем çинче çуран çынсене каçса çÿремелли вырăнсем, çутă хатĕрĕсем тата хÿтĕлÿ барьерĕсем хута кайĕç.
«Çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвĕн пĕтĕмĕшле системин мерисем» проектпа килĕшÿллĕн çулсем çинче автоматпа робот технологийĕсене ĕçе кĕртĕç. Вĕсем водительсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене еплерех пăхăннине пăхса сăнаса тăрĕç. 2019 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне республикăра фото тата видеофиксацийĕн стационарлă 372 камерине шута илнĕ. Камера лартнă вырăнсенче водительсем йĕркене пăснă тĕслĕхсен тата аварисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Çавăнпа та 2024 çул вĕçленнĕ тĕле республика çулĕсем çинче тата 135 камера вырнаçтарĕç.
«Çулсем çинчи хăрушсăрлăх» проект çуран çынсене пырса тивет, уйрăмах — ачасене. Пĕчĕкскерсене çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене вĕрентес ĕç патне çĕнĕлле пырĕç, электрон технологийĕсемпе анлăн усă курĕç. Ачасене çĕрлехи вăхăтра çутта каялла тавăракан хатĕрсемпе тивĕçтерĕç. Конкурссемпе профилактика мероприятийĕсем ытларах ирттерĕç
Наци проекчĕ пурнăçа кĕрсен: çулсем якалса çĕнелĕç, водительсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăсас статистика лайăхланĕ, çуран çынсем, уйрăмах ачасем, сусăрланасси чакĕ. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе çитериччен вăхăт пур-ха, халĕ хамăр районта çак тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем туса пынипе паллашар. Çакăн çинчен тĕплĕнрех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Екатерина Филиппова каласа кăтартрĕ:
— Пирĕн районта «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» Наци проектне 2020 çулта пурнăçа кĕртме 57988,53 пин тенкĕ укçа пăхса хăварнă, вĕсенчен 50296,9 пин тенкине республика бюджетĕнчен, 6750,0 пин тенкине вырăнти бюджетран уйăрĕç. Çак асăннă суммăн пĕр пайĕ çулсене тытса тăма, тепĕр пайĕ вара юсав ĕçĕсем валли кайĕ. Районти çулсене тĕпрен юсаса йĕркене кĕртмелли проект хальхи вăхăт тĕлне çук, çакă укçа-тенкĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Юсав ĕçĕсене пуçăнма подрядчиксене палăртнă та ĕнтĕ, вĕсем «Канаш — Вырăскас Пикших», «Аниш — Вăрăмпуç — Пĕршенер», «Канаш — Туçа — Славаш — Атăл» автоçулсен ятарласа уйăрнă лаптăкĕсене юсассипе ĕçлĕç. Асăннă объектсене çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута ямалла. Кăçал çавăн пекех килес çул юсаса йĕркене кĕртмелли çулсен проектпа смета документацине хатĕрлесе Чăваш Енри транспорт министерствине тăратнă. Вĕсем федерацин ятарлă программине кĕрсен районти çулсем тата килĕшÿл-
лĕрех пулĕç. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти автоçулсем çинчи асăрхаттару паллисене çĕнетнĕ. Çитес вăхăтра районти 10 шкул умĕнче çутă хатĕрĕсем вырнаçтарма палăртатпăр, çак тĕллевпе вырăнти бюджетра 700 пин тенкĕ пăхса хăварнă.

Артемий МЯСНИКОВ

 

Сергей ШАМБУЛИН,
районти ГИБДД начальникĕ:

— «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» Наци проекчĕ çулсене якатса çĕнетессине кăна палăртмасть. Çав вăхăтрах водительсен çул çинчи «культурине» йĕркене кĕртессине, çуран çынсемпе ачасем сусăрланас хăрушлăха сирсе ярассине те пăхса хăварать.
Такăр çулăн тепĕр енĕ те пур, çакăн пек лаптăксем çинче водительсем автомашина хăвăртлăхне ÿстерме пăхаççĕ. Хăвăртлăх режимĕ авари сăлтавĕ ан пултăр тесе (трасса çинче автомашинăсем интенсивлă куçнă тапхăрта, калăпăр, кану тата уяв кунĕсенче) час-часах инспекторсене кăларатпăр, стационар камерисем лартатпăр. Кун пек чухне водительсем газ педальне хыттăн пусма тăхтаса тăраççĕ.
Çуран çынсемпе ачасен сусăрлану статистикине йĕркене кĕртесси профилактика ĕçĕсенчен нумай килет. Çулсерен шкулсемпе ача сачĕсене лекцисемпе, вăйă-конкурспа тухса çÿреме план хатĕрлетпĕр. Унпа килĕшÿллĕн шăпăрлансемпе вырăнта калаçусем ирттеретпĕр, çĕрлехи вăхăтра çутта каялла тавăракан хатĕрсем валеçсе паратпăр.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн палăртнă тĕллевсене тата та вăйлатса пырăпăр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартнă задачăна туллин пурнăçласа лайăх кăтартусем патне тухасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *