Альбина ГРИГОРЬЕВА,
Яманкасси ялĕн хастарĕ:
— Раççей Федерацийĕн Конституцине кĕртме йышăннă улшăнусемпе чылай малтан паллашрăм, хама, пирĕн çемьене, ял-йыша тата çĕршыв халăхне тÿрремĕнех пырса тивекен вырăнсене уйрăммăн палăртрăм. Çак улшăнусене çывăх çынсемпе сÿтсе яврăм, вĕсем те суйлава каяссине пĕлтерчĕç.Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче, сасăлав участокĕсем ĕçе пуçăнсассăнах, унта пĕрремĕш çитсе хамăн гражданла позицие палăртрăм. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăхăт пур-ха, ытти çынсене те çĕршыв шăпине палăртакан яваплă ĕçрен айккинче пăрăнса ан юлăр тесе чĕнсе каласшăн.