Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Ял хуçалăх çĕрĕсем çинче вăрман кашламалла мар

Ял хуçалăх çĕрĕсем çинче вăрман кашламалла мар

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Кăшнаруй тата Кипечпе Ăнтавăш тăрăхĕсенче вăйлă хуçалăхсем ĕçленĕ. Вĕсем пысăк лаптăк çĕр çинче тыр-пул туса илнĕ. Çак хуçалăхсем саланнă хыççăн вырăнти çĕрсем çинче ĕçлекенсем тупăнман.

Пысăках мар хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркеленнĕ-ха, анчах та ака-суха ĕçĕсене пĕчĕк лаптăксем çинче кăна туса ирттернĕ. Çак сăлтава пула ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче çум курăк кашланă, каярах вĕсене вĕтлĕх вăрман пусса илнĕ. 25 çул хушшинче çак йывăçсем чăн-чăн вăрмана çаврăннă.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли патшалăхăн тĕллевлĕ программине пурнăçлама тытăнсан пирĕн район республикăра чи кайра пынă. Халĕ лару-тăру пачах урăхла, инвесторсем тупăннă хыççăн «çерем уçассипе» канашсем Чăваш Енре малти вырăнта пыраççĕ. Вăрман кашланă çĕрсем çинче паянхи кун ял хуçалăхĕн тĕрлĕ культури çитĕнет.

Енчен те пилĕк çул каялла пирĕн районта усă курман çĕрсен лаптăкĕ 12 пин ытла гектарпа танлашнă пулсан, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 770 гектар юлнă. Инвесторсем çулсерен 2-3 пин гектар çĕре йĕркене кĕртсе пынине асăнса хăвармалла. Кăçал планпа 385 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме пăхса хăварнă. Хальхи вăхăт тĕлне Кипеч енче 175 гектар лаптăка йывăç-хунавран тасатнă, унта ку енĕпе «КАНАШАГРО» агрофирма ĕçлет. Кăшнаруй тăрăхĕнче «Канаш-Агро» тулли мар яваплă пĕрлĕх тимлет, вĕсен кăтартăвĕсем те кунсерен ÿссе-хушăнсах пыраççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code