Суббота, 12 октября, 2024
Главная > Публикации > «Уй-хир карапĕсем» ишеве тухрĕç

«Уй-хир карапĕсем» ишеве тухрĕç

Уй-хирте тинтерех кăна ака-суха кĕрлетчĕ. Сисмесĕрех тырă анисем сарă тĕспе витĕнчĕç. Çакă кĕрхи культурăсем пиçсе çитнине палăртать. Енчен те районти чылай хуçалăх вырмана тухма хатĕрленет кăна пулсан, «Канмаш» агрофирмăра, сăмахран, ĕççи хĕрсех пырать.

Уй-хирти «ишеве» асăннă хуçалăхăн виçĕ «карапĕ» тухнă. Пĕри Сухайкасси ял тăрăхĕн- че ĕçлет. Унта комбайнерсем горчица çапаççĕ, тухăç кашни гектартан 10 центнер тухать. Тепĕр икĕ комбайнĕ Катек ялĕ çывăхĕнчи уйра ĕçлет. Çĕр ĕçченĕсем Ачча ял тăрăхĕн-че кĕрхи вика çитĕнтернĕ. Кашни гектартан илекен тухăç 22 центнерпа танлашать.

Çакна та палăртса хăвармалла, «Канмаш» агрофирма пирĕн районти çичĕ ял тăрăхĕнче ĕçлет, 13300 гектар çĕрпе тухăçлă усă курать. Уйсен тасалăхĕпе тата ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илнипе палăрса тăрать.

Аса илтеретпĕр, кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 19778 гектар çинче пуçтарса кĕртмелле. Çак яваплă ĕçе 51 комбайн хутшăнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *