Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Сиплев учрежденийĕсем çĕнелеççĕ

Сиплев учрежденийĕсем çĕнелеççĕ

Чÿкĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Канаш районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май райадминистрацире сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсассипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.

Сăмах май, 2020 çулта федераци тата республика бюджечĕсенчен регионти пуçламăш медицина-санитари пулăшăвне аталантарма 32,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе кăçал пилĕк фельдшерпа акушер пунктне хута янă: Канаш, Елчĕк, Пăрачкав районĕсенче. Перекетленнĕ укçапа тата виçĕ ФАП строительстви пырать: Патăрьел, Шупашкар, Етĕрне районĕ- сенче. Вĕсене раштав уйăхĕ вĕçлениччен туса пĕтерĕç.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта кăçал виçĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тунă: Асхвара, Аслă Мамире, Вăрман Енĕшре. Палăртрăмăр ĕнтĕ, Аслă Мамири сиплев учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе ытларикун республика Пуçлăхĕ паллашрĕ. Перекетленнĕ укçа-тенкĕпе тепĕр ФАП тума палăртнă, вăл Тури Сурăмра пулĕ.

Кăçал, ларура пĕлтернĕ тăрăх, республикăри медицина организацийĕсенче 889,7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Çак укçа-тенкĕ 44 объекта çĕнĕ сăн кĕртме май парĕ.

— 2020 çулта пуçланă ĕç тепĕр çул малалла тăсăлĕ. Эпир хамăр ума тĕллев лартрăмăр — социаллă-культура сферинчи мĕнпур объекта, çав шутра сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче те, пулас пилĕк çуллăхра çĕнетмелле, хальхи вăхăт ыйтнипе килĕшсе тăракан шая çитермелле. Çитменлĕхсемпе йывăрлăхсене шута илмелле. Кунта, чи малтанах, проектпа смета докуменчĕсене пахалăхсăр хатĕрлени, яваплăха туйман подряд организацийĕ лекни, вĕсем ĕçсен срокне вăраха яраççĕ, пахалăхне чакараççĕ.

Хальхи вăхăтра Республикăри заказчиксен пĕрлехи службинче строительство ĕçĕсене централизацилессине хута янă. Çакнашкал ĕçе капиталлă юсав тата реконструкци енĕпе те йĕркелĕç. Учрежденисем тунă е юсанă чухне вĕсем патне пымалли çулсем, автотранспорт лартмалли вырăнсем тăвас, территорие хăтлăлатас ыйтусене те шута илмелле, — терĕ Олег Николаев.

Палăртмалла, пуçламăш звенона 2020-2025 çулсенче çĕнетмелли регион программипе тата 103 ФАП, 19 врач амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 офисне тума палăртнă. Республика бюджечĕ пулăшнипе 2021 çулта сывлăх сыхлавĕн 26 учрежденийĕнче 658,6 миллион тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ирттерме планланă. Кунсăр пуçне 40 учреждение тĕпрен юсама (1,2 миллиард тенкĕ) Чăваш Ен Финанс министерствине хушма заявка тăратнă.

Олег Алексеевич шучĕпе, больницăсене юсаса çĕнетнĕ чухне ĕçе комплекслă пурнăçламалла: вĕсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе тивĕçтермелле, территорие тирпей-илем кĕртмелле, больницăна кĕрсе тухма меллĕ пултăр.

Сывлăх сыхлавĕн отраслĕ умĕнче виçĕ тапхăрлă медицина пулăшăвне аталантарассипе пысăк задачăсем тăраççĕ. «Пуррисене юсамалла, çĕнĕ объектсем тумалла. Çĕнĕ медицина центрĕ-сем хута яма та палăртатпăр. Вĕсене нумай функциллĕ центрсем пек тумалла, кирлĕ вăхăтра вĕсен профильне улăштарма май пултăр», _ палăртрĕ регион ертÿçи.

Малалла Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ.

— Паянхи кун республикăра 511 стационарлă тата 21 мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. 46 ФАПра интернет пур. 2021 вĕçленнĕ тĕле медпунктсене пурне те интернет çыхăнăвĕ- пе тивĕçтермелле. ФАПсенче ĕçлекен фельдшерсемпе медсестрасем электронлă медицина карттисемпе ĕçлеме, врач пациента мĕнле эмел çырса панине онлайн майпа курма, чирлĕ çынна вăхăтра пулăшу пама пултараççĕ. Çавăн пекех ФАПсенче республика больницисенчи врачсем патне те онлайн çырăнма пулать, — терĕ Владимир Геннадьевич.

Хальхи вăхăтра министерство сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тĕпрен юсассипе пилĕк çуллăх программа хатĕрлет. Çакнашкал комплекслă юсавсене чи малтанах больницăна хута янăранпа та пĕрре те юсав ирттермен больницăсемпе поликлиникăсенче тăваççĕ.

Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ район больницин тĕп врачĕ Сергей Шерне вырăнти учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Сергей Александрович каланă тăрăх, 2013 çултанпа районта 25 çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса хута янă. 2020 çулта сывлăх сыхлавне аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн 7 ФАПа тĕпрен юсанă. 54 медпунктран 32-шне çĕнĕрен тунă тата юсанă (59 проц.). Хальхи вăхăтра ача-пăча поликлиникин çуртне юсаççĕ. Укçа-тенке сентябрьте уйăрнă. Контракт хакĕ 10 млн та 455 пин тенкĕ. Ĕçсене декабрьте вĕçлемелле.

2022 çулта больницăн çĕнĕ поликлиника çуртне тума пуçлаççĕ. Кăна район çыннисем тахçантанпах кĕтеççĕ. Халь йышăнакан поликлиникăна 1954 çулта тунă, хăй вăхăтĕнче унта райĕçтăвком вырнаçнă пулнă. Паян вăл СанПиН ыйтăвĕсене тивĕçтермест, больница комплексĕпе поликлиника хушши 620 метр. Çынсене пĕр корпус- ран теприне çÿреме меллĕ мар. 2021 çулта райбольницăра тĕплĕ юсав малалла тăсăлĕ.

Людмила ШУРЕКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code