Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çамрăк волонтерсем палăксене юртан тасатаççĕ

Çамрăк волонтерсем палăксене юртан тасатаççĕ

Районти шкулсенчи волонтерсем хĕллехи каникул кунĕсене ахаль ирттермен.
Вĕсем хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ: вырăнти асăну вырăнĕсене — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне — юртан тасатма. Ку пĕр хутчен кăна тумалли ĕç мар. Кăçал, ав, юр тăтăшах çукалать те, ăна вăхăтра хырса тăмалла. Çулленех кĕркуннепе çуркунне ачасем палăк территорине типнĕ курăк-çулçăран, çÿп-çапран тасатаççĕ; клумбăсене илемлĕ чечексем лартаççĕ; палăксене юсаса сăрлаççĕ.
Ял-йыш кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче палăк патне пуçтарăнать, вăрçăра пуç хунă паттăрсене пуç таять.
Хучел, Вăтапуç, Уçырма, Шăхасан шкулĕсен вĕренекенĕсем хăйсен ялĕнчи мухтав палăкĕсен тавра юр уçрĕç, ачасем пурте хавхаланса, тăрăшса ĕçлерĕç.

Алина ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code