Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Чи малтан медицина ĕçченĕсене вакцинациленĕ

Чи малтан медицина ĕçченĕсене вакцинациленĕ

Кăмăл пуррисем прививка тума телефонпа 122 номерпе, сиплев учрежденийĕсен регистратурисене шăнкăравласа е патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă çырăнма пултараççĕ. Граждансенчен 2 пине яхăн заявка йышăннă та ĕнтĕ. Вакцинаци тумашкăн çырăннă çынсем сиплев учрежденийĕсене вăл е ку сăлтава пула пыраймаççĕ пулсан кун пирки маларах шăнкăравласа асăрхаттармалла, çакă вакцинăпа тухăçлă усă курассине тивĕçтерме кирлĕ.

 Тунтикун районти медицина учрежденийĕсенче коронавирусран сыхланса халăха массăллăн вакцинацилес ĕç пуçланнă. Вакцинаци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш хут прививка тунă хыççăн 21 кун иртсен ăна тепре тăваççĕ, çакă иммунитета вăйлатма кирлĕ. Икĕ-виçĕ эрнере çынсен антитело çирĕпленет. Хальхи вăхăтра медицина тата социаллă учрежденисенче ĕçлекенсене прививка тăваççĕ. Гамалей ячĕллĕ центрăн ученăйĕсем кăларнă Спутник V вакцинăна 60 çултан иртнисене те тума юрать.
Район больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне çак прививкăна тутаракансенчен пĕри пулчĕ.
— Кăрлачăн 15-мĕшĕнче коронавирус инфекцийĕнчен прививка тума пирĕн больницăна 110 доза вакцина илсе килчĕç, 16-мĕшĕнче вакцинацие пуçăнтăмăр. Больницăри медĕçченсем сахалрах чирлеччĕр тесе, пирĕн 145 вырăнлă ковид центр та пур-çке-ха, прививка тутарчĕç. Хам та тутартăм. Хама аван туятăп, пуç çаврăнмасть, веçех йĕркеллĕ.
Планпа палăртнă тăрăх, çулталăкра районти халăхăн 50 процентне вакцинаци тумалла.
Пирĕн ковид центрта хальлĕхе 126 пациент сипленет. 20-26 пушă вырăн пур, — тет Сергей Александрович.
— Хамăрăн сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла. Пире патшалăх пулăшать. Эпĕ халăх хушшинче ĕçлетĕп. Питĕ нумай çын чирлет, нумаййăн вилеççĕ, çавăнпа чиртен сыхланас тетĕп, — калаçăва хутшăнчĕ тĕп больницăра ĕçлекен Надежда Евгеньева.
— Прививка тăвиччен пациентсем терапевт патĕн-че пулаççĕ. Эпир вĕсен ÿт температурине, юн пусăмне виçетпĕр. Икĕ эрне каялла коронавируспа чирлемен, вăраха кайнă чирсем çук пулсан 25-мĕш пÿлĕме прививка тума яратпăр. Прививка хыççăн çур сехет коридорта лармалла. Веçех йĕркеллĕ пулсан виçĕ эрнерен тепре вакцина тăватпăр, — терĕ пĕтĕмĕшле практикăн терапевт врачĕ Тамара Осипова.
Коронавирус инфекцийĕнчен прививка туни хÿтĕлев хатĕрĕсемсĕр çÿреме юрать тенине пĕлтермест: халăх йышлă çÿрекен вырăнта маска тăхăнмалла, дистанцие пăхăнмалла.

Галина ХАРИТОНОВА,
район больницин тухтăрĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code