Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Юр кайĕ ирĕлсе кĕçех уйра, трактор сасси илтĕнсе тăрĕ хăлхара

Юр кайĕ ирĕлсе кĕçех уйра, трактор сасси илтĕнсе тăрĕ хăлхара

Çанталăка пĕлме çук

    Çанталăк кăмăлĕ вылянчăк. Çавна май çулпа çул та пĕр килмест. Хăш чухне уй-хирте ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех техника сасси хавассăн илтĕнет, тепрехинче çу уйăхĕнче те анасем çинче сеялка çаклатнă тракторсене йышлăн курма çук. Кăçалхи çул еплерех пулассине татăк- лăн калама пултараймастпăр. Синоптиксем те инçет прогноз хатĕрлеме васкамаççĕ.
    Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем вара яланхиллех хăйсен ĕç йĕркине пăхăнса ĕçлеççĕ. Кăрлач сиввисем иртнĕ хыççăн вăрлăх алама, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, техника валли саппас пайсем кÿрсе килме тата трактор-машина хыççăн çаклатса ĕçлеттермелли хатĕрсене юсама тытăнаççĕ.
    Çур аки тухăçлăхĕпе унăн хăвăртлăхĕ çак çÿлерех асăнса хăварнă тĕп факторсене тĕплĕн тата кĕске вăхăтра ĕçе кĕртнинчен нумай килет. Хуçалăх ертÿçисем çавăнпа та ку чăнлăх патне пысăк яваплăхпа пыраççĕ. Уй-хир хулăн тата кăпăшка юр айĕнче канлĕ çывăрать пулин те машина-трактор паркĕсенче хускану пур. Ăçта трактор-машина двигателĕ пуçтараççĕ, сеялкăсене юртан тасатса ăшă гаража илсе кĕреççĕ (вĕсен ĕçлев характеристикине хак параççĕ), культиваторсемпе дискаторсене йĕркене кĕртеççĕ, сÿре шăлĕсене çивĕчлетеççĕ. Пĕр сăмахпа, ĕç вырăнтан тапраннă, анчах та хальлĕхе район тата республика шайĕнче кăтартуллă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенче кăна.
    Ыттисен, тен, хальлĕхе чăн та майĕ те çук. Гайкăпа болта сивĕ çанталăкра пăрма хĕн, уçă сывлăшра е хутăнман ангарсенче механизаторсем ик-виç кунтанах чирлесе кайма пултараççĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăннăран ăшă гаража вара пурте тытса тăма пултараймаççĕ. Çавăнпа та «вăйсăртарах» ял хуçалăх предприятийĕсенче мăлатукпа ключ сасси пĕрремĕш тумла ташшипе кăна илтĕнме пуçлать. Хальлĕхе кун пек хуçалăхсен мехпаркĕнче хуралçă хывнă сукмак йĕрри çеç тунсăхлăн палăрать.

 

Тĕллевсем пысăк

Районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов палăртнă тăрăх, кăçал Канаш енре çурхи культурăсене пĕтĕмпе 32 пин те 75 гектар çинче акса хăварма планланă. Пĕрчĕллĕ культурăсен уйĕсем 14 пин те 550 гектар йышăнĕç. Вăл шутран çурхи тулă — 5900 гектар, урпа — 7200 гектар, сĕлĕ — 950 гектар, пăрçа йышшисем — 550 гектар. Çав вăхăтрах техника культурисем валли — 4900 гектар, çĕр улми валли — 100 гектар, пахча çимĕç валли 15 гектар пăхса хăварнă. Выльăх- чĕрлĕхе апатлантарма тата тутă хĕл каçарма 8900 гектар курăк акĕç.
    Çак палăртнă ĕçсене туса ирттерме юсавлă техника кирлĕ. Хальхи вăхăт тĕлне районта 114 трактор, 110 сеялка, 106 культиватор тата дисклă 85 сÿре шутланса тăраççĕ. Асăннă техникăсенчен 85 проценчĕ паянхи куна юсавлă, ыттисене пĕчĕккĕн хатĕррисен ретне лартса пыраççĕ. Трактор-машина, паллах, заправкăсăр хăй тĕллĕн чупаймасть. Çур акине ирттерсе яма районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене пĕтĕмпе 600 тонна дизтопливо, 85 тонна бензин кирлĕ. Хальлĕхе ял хуçалăх ĕçченĕсем çунтармалли тата сĕрмелли хатĕрсене кирлин 80 проценчĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ.

 

Хастаррисене палăртар

    Халĕ çурхи ĕçсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе чи малтан хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçăннă хуçалăхсене асăнса хăварăпăр. Макаров хресчен-фермер хуçалăхĕ районта 717 гектар çĕрпе ĕçлет. Фермер уйĕсем Вăтакас Кипеч (296 гектар) тата Ăвăспÿрт Кипеч (421 гектар) ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Çакна палăртма кăмăллă, икĕ çулта çум курăк тата вĕтлĕх вăрман пусса илнĕ 150 гектара яхăн çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă. Мал ĕмĕтлĕ фермерăн машинăпа трактор паркĕ те çулленех çĕнелсе пырать, иртнĕ çулта вĕсем çĕнĕ трактор, акмалли ятарлă комплекс, плуг, им-çама пĕрĕхтерекен тата курăка вĕтетекен хатĕрсем, культиватор тата ытти агрегат туяннă. Ку енĕпе кăçал та çине тăрса ĕçлеме палăртать. Кунта çĕнĕ техника туянакансене патшалăх витĕмлĕ пулăшу кÿнине те асăнса хăвармалла (техника хакĕн 40 процентне каялла тавăрса параççĕ).
    «Канмаш» агрофирма 3200 гектар çинче ял хуçалăх культурисене туса илет. Çĕрĕсем Асхва, Ачча, Вăтапуç, Ухман тата Янкăлч ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Техникăна асăннă хуçалăхра çур аки валли юсаса çитернĕ, тепĕр хутчен тĕплĕн тĕрĕслесе хатĕррисен ретне лартса пыраççĕ. Механизаторсем çителĕклĕ, вĕсем хăватлă техникăна тапратса юр кайнă-кайман хĕрÿ ĕççие пуçăнма хатĕр.
    Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче те ĕç вĕрет. Паллашма пынă тапхăрта тимĕрçĕ лаççинче тимĕр чанклатнă сасă таçта çитиех ян каятчĕ. Унта сÿре шăлĕсене йĕркене кĕртессипе тимлеççĕ. Ăшă гаражра трактор-машина юсаççĕ. Хуçалăх çĕрĕсем Атнаш, Шăхасан тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранăран апат хатĕрлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ унта. Çак тĕллевпе кировецсем 1221 гектар çинче сĕтеклĕ курăк çитĕнтереççĕ. Кунсăр пуçне кăçал тĕш тырра 900 гектар çинче туса илме палăртаççĕ.
    Çулсерен район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов çурхи ĕçсем пуçланиччен ятарлă хушу кăларать. Унпа килĕшÿллĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн специалисчĕсем вырăна тухса ку енĕпе ĕç-пуç еплерех пынипе палашаççĕ. Çак тĕрĕслев ĕçĕ районта пуçланнă тесен те йăнăш пулмĕ, кĕçех яваплă комисси ытти хуçалăхсене те çитсе килсе тивĕçлĕ хак парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *