- СССР Шалти ĕçсен министерствин приказĕпе 1974 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Патшалăх автоинспекцийĕн (ГАИ) регистраципе экзамен подразделенийĕсене туса хунă. Вĕсен тĕп ĕçĕ транспорт хатĕрĕсене шута илсе регистрацилесси, регистраци докуменчĕсене хатĕрлесси, транспорт хатĕрĕпе çÿреме тата çул-йĕр правилисене пĕлнине тĕрĕслеме экзамен тыттарасси, водитель удостоверенийĕ парасси пулнă.
1992 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче РФ ШĔМĕ кăларнă указпа водитель удостоверенийĕн çĕнĕ тĕслĕхне — пластик карточкăна — хута янă. 1994 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ ГОСТ вăя кĕнĕ. Раççейĕн кашни субъекчĕ уйрăм цифра кодне — автотранспорт паллине тивĕçнĕ. Чăваш Республикин ку код — 21.
Регистраципе экзамен подразделенийĕсен (РЭП) ĕçĕ паян — патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе, информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса водительсене патшалăх пулăшăвĕ кÿресси.
ПАИн çак пайĕпе кашни водитель çыхăннă, мĕншĕн тесен вĕсем кунта транспортпа çÿреме ирĕк паракан права илеççĕ, экзамен тытаççĕ. Инспекторсем «аманнă» кузовлă, номерлĕ, двигательлĕ, суя документлă пĕр транспорта та куçран вĕçертмеççĕ.
Районсем хушшинчи РЕП пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Георгий Петров çак кунсенче редакци тĕпелĕнче хăнара пулчĕ.
— Регистраципе экзамен подразделенийĕнче эпир, уçырмасем, тăваттăнтан ĕçленĕ. Çавăнпа ман вĕсемпе паллаштарас килет, — тет шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕ Георгий Георгиевич. — Çитменнине тата çак тытăмра ĕçлекенсем ыранхи кун хăйсен уявне паллă тăваççĕ.
Мĕншĕн паллаштарас мар, хаваспах. Георгий Петров ялти шкулта 8 класс пĕтерсен Тутарстанри Васильевскри автомобиль техникумĕнче вĕреннĕ. Унтан вара Пĕтĕм Раççейри комсомолецсен Çĕпĕрти ударлă стройкинче (Томск облаçĕнче) ĕçленĕ. Çара та кунтанах кайнă. Служба вĕçленсен яш каялла стройкăна таврăннă. Мăшăрланнă. Арăмĕ Мордва Республикинчен пулнă, çамрăк çемье унта куçса кайнă. 1977 çулта Георгий кунта Патшалăх автоинспекцине инспектора вырнаçнă. Вунă çул ĕçленĕ хыççăн тăван яла куçса килнĕ. Канашри РЭПра ĕçлеме пикеннĕ. Служба картлашкипе капитана çитнĕ.
— Пирĕн пая республикăри тăхăр район пăхăнса тăнă. 1985 çулта мана автобус шанса пачĕç. Унăн салонĕн- че 5 аппарат лартнă. Çав автобуспа ялсем тăрăх çÿресе водительсене экзамен тыттараттăмăр, машина номерĕ параттăмăр. Çынсене права илес тĕлĕшпе çăмăллăхсем туса пама тăрăшнă ĕнтĕ çапла майпа. Ун чухне транспорт шучĕ те, транспорт куçăмĕ те хальхи пек пулман вĕт. Аякри ялсенчен Канаша килсе кайма йывăртарах пулнă, — тет Георгий Георгиевич.
Шăхасанта районти шалти ĕçсен пайĕ уçăлсан унта куçнă. Ăна Сиккасси, Шелттем ял Совечĕсен участковăйне лартнă. Георгий Петров 1997 çулта майор званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ун хыççăн тата вунă çул район администрацийĕнче оперативлă служба диспетчерĕнче ĕçленĕ. «За безупречную службу» медалĕн виçĕ степенĕпе, «Отличник милиции» медальпе, Раççей ШĔМĕн «За активную работу по патриотическому воспитанию» хисеп паллипе наградăланă.
Пенсире те ахаль лармасть ветеран. Районти шалти ĕçсен пайĕн общество канашĕн пайташĕ, ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ. Яланах халăх хушшинче.
Георгий Петровăн ентешĕ тата ĕçтешĕ Анатолий Алексеев ПАИне 1979 çулта ĕçлеме вырнаçнă. Регистраципе экзамен пайĕнче 10 çул тăрăшнă. Аслă инспектор, асăннă уйрăмăн начальникĕн çумĕ пулнă. Майор. 1985 çулта «Чăваш АССРĕн ПАИн чи лайăх инспекторĕ» ята тивĕçнĕ. «За безупречную службу» медалĕн виçĕ степенĕпе, «Отличник милиции» медальпе чысланă Анатолий Алексеевича.
Çамрăк ăрури Александр Иванов ку тытăма аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1993 çулта вырнаçнă. Шырав енĕпе аслă инспектор пулнă. 1998-2003 çулсенче Александр Аркадьевич Шупашкарта аслă оперуполномоченнăй, ун хыççăн 2007 çулччен Сургутра уголовлă шырав системинче службăра тăнă. Пенсие тухсан тăван Уçырмана таврăннă. «За безупречную службу» медалĕн виççĕмĕш степенĕпе наградăланă.
Алексей Яковлев лейтенант та 1993 çулта ĕçлеме тытăннă регистраципе экзамен подразделенийĕнче. Вунă çул ĕçленĕ хыççăн 2015 çулта Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав пайне куçнă. Подполковника çитнĕ.
— Йĕрке хуралĕн пĕр тытăмĕнче пĕр ялтан çакăн чухлĕн ĕçленипе мăнаçланатăп эпĕ. Службăра пĕрле тăнă юлташсене, ветерансене, паян ĕçлекенсене хамăрăн уявпа саламласа ыррине сунатăп», — тет милици ветеранĕ Георгий Петров.