Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Ветерансем ялан стройра. Хисеп туни çĕклетĕр кăмăла

Ветерансем ялан стройра. Хисеп туни çĕклетĕр кăмăла

  • Çак кунсенче район администрацийĕнче агропромышленность комплексĕн ветеранне Геннадий Степанович Степанова чысланă. Вăл тунтикун 85 çулхи юбилейне паллă тунă. Юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов саламланă, тав çырăвĕ тата парне парса хисеп тунă. Салам сăмахĕсем тухса калакансен йышĕнче администраци пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçи Сергей Михайлов тата районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Валерий Долгов та пулнă.

     Геннадий Степанович Тури Сурăм ялĕнче çуралнă. 1951 çулта çичĕ класлă пĕлÿ илнĕ. 1979 çулта Дмитровградри маштехникумран вĕренсе тухнă. Шкул хыççăн ял каччи Мускава тухса кайнă, унта вăл КПСС Тĕп комитечĕн ĕçне йĕркелесе пыракан строительство секторĕнче рабочий пулса ĕçленĕ (1952-1955 çулсем).
Унтан Геннадий Степанов слесарь ăсталăхне алла илнĕ, ĕç йĕркине хăнăхса çитсен укçа-тенкĕ йывăрлăхĕнчен тухнă. Унтан каччă салтака кайнă, служба виçĕ çул та тăватă уйăха тăсăлнă. Хĕсмет-ре пулнă вăхăтра салтак водитель удостоверенине илнĕ, сержанта çитнĕ, инструктор пулса тин килнĕ салтаксене автомашинăпа çÿреме вĕрентнĕ, автотранспорт взвочĕн командирĕн пулăшуçи пулнă.
     1958 çулта, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн, ĕнерхи салтак çуралнă киле таврăннă. Канашри АТКра тата ПАХра водительте тăрăшнă, водительсен бригадине те ертсе пынă. Канашри ПАТПра 30 çул ытла тĕрлĕ должноçра вăй хунă, «Чăваш АССРĕн Транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. Тата ытти награда та нумай унăн.
     1989 çулта Геннадий Степановича «Агроснаб» предприятие ертсе пыма шаннă. Вăл обществăлла ĕçре те хастарлăх кăтартнă, çавна май ăна пĕрре мар хула депутачĕсен йышне суйланă.
     Геннадий Степанович мăшăрĕпĕ Алевтина Варфоломеевнăпа икĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ мăнукĕсем те ÿссе çын пулнă.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code