Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Виталий АНДРИЯНОВ: «Эпĕ пурнăçра яланах çыншăн тăрăшнă»

Виталий АНДРИЯНОВ: «Эпĕ пурнăçра яланах çыншăн тăрăшнă»

(Вăтапуçĕнчи чиркÿ старостипе калаçни)
Ун çинчен Канаш районĕн энциклопедийĕнче çапла çырса хунă:

  • «Андриянов Виталий Михайлович (Канаш районĕнчи Вăтапуç салинче 1956 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче çуралнă) — почта çыхăнăвĕн службин ертÿçи. Вăтапуçĕнчи вăтам шкултан (1973), радиотелеграфистсен шкулĕнчен (1974), Канашри финанс техникумĕнчен (1992), Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнчен (2003) вĕренсе тухнă. СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче хĕсметре тăнă (1974-76). Канашри электропогрузчиксен заводĕнче слесарьте ĕçленĕ (1978-87). 1987 çултан пуçласа «Раççей почтин» Чăваш Республикинчи управленийĕн Канашри почтамт начальникĕ. Канашри электропогрузчиксен завочĕн футбол командин йышĕнче Канаш хулин чемпионĕн ятне (1983, 1984, 1986), «Раççей почтин» Хисеп хутне илме тивĕç пулнă (2007). Ăна «Раççейĕн çыхăну ăсти» ят панă».

     — Виталий Михайлович, кунта эсир ял старостинче ĕçленине кăтартман-çке?
     — Ку ĕнтĕ манăн обществăлла ĕç те-ха, ăçта пурне те кĕнекене кĕртсе пĕтерĕн.
     — Сăмах май ыйтам-ха: Вăтапуç пысăк ял-и?
     — Ял пĕчĕк мар. Тăватă çĕр ытларах килте 807 çын пурăнать. Çавăнпа ял старостин те ĕçĕ тупăнсах пырать. Акă ялти пуçаруллă çын Васильев Леонид çине тăнипе çырмара çынсене шыва кĕмелли вырăн, вырăсла каласан — купель, туса лартрăмăр. Ăна 2017 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче сăвапласа ял халăхĕпе пĕрле уçрăмăр. Тĕне кĕртекен Иоанн ячĕллĕ çăл куçĕнчен шăнкăртатса юхса выртакан сиплĕ шывра çăвăнса çан-çурăма кантарма çуллахи кунсенче кунта çын йышлă пухăнать. Канашран та килеççĕ. Пÿрте электричество та кĕртнĕ. Январĕн 19-мĕшĕнче, Турра тĕне кĕртнĕ кун, халăх питĕ нумай пулчĕ. Ман арăм чиркÿре çынсене çветтуй шыв парса тăнă та: «Çветтуй шыв илтĕмĕр, халĕ ĕнтĕ купеле шыва кĕме каятпăр», — тенине темиçе хутчен те илтрĕм терĕ.
     — Виталий Михайлович, купель туса лартасси — пĕччен тумалли ĕç мар…
     — Çапла. Строительство ĕçĕсене Иван Васильевичпа Альбина Германовна Гордеевсем ертсе пычĕç. Çак сăваплă ĕçе хастар хутшăннă ял-йыша та асăнса хăвармалла: Александр Павлов ял депутачĕ, Павел Глухов, Андрей Кужаков, Павел Сергеев, Владимир Иванов, Александр Григорьев, Анатолий Григорьев тата ытти нумай-нумай çын. Укçа-тенкĕпе пурĕ 164 çын пулăшрĕ. Ку çăл куçĕнчен эпĕ ача чухнех утă çулнă, тырă вырнă вăхăтра пичкепе уя шыв турттаратчĕç. Ачалăх кунĕсене аса илес пулсан ку çăл куç умне вырăссем (Вăтапуçĕнче пĕр урамра вырăссем пурăнаççĕ — В.Л.) Кăшарни кунĕ мăйĕсенчен пит шăллисем çакса шыва кĕме анатчĕç.
     Çак купеле тума пулăшнăшăн Мами ачине Леонида (хушаматне пĕлместĕп) пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пура валли бруссене, урай-мачча хăмисене пурне те вăл панă. Чăннипе каласан, вăл кунта хăй пĕрре те шыва кĕрсе курман. Иртнĕ кĕркунне калаçнăччĕ унпа, кăштах чирлекелетĕп тенĕччĕ вăл. Турă ăна вăй-хăват, сывлăх патăр.
     — Виталий Михайлович, эсир чиркÿ ĕçне те хутшăнмастăр пулĕ те?
     — Канашри почтамт ертÿçи пулнă чухнехи çулсенчех эпĕ Вăтапуç чиркĕвĕн прихут канашĕн председателĕ пулнă. Халĕ эпĕ чиркÿ старости тата алтарник — пачăшка алтарьте пулăшатăп.
     — Сире партирен мĕнле кăларман тата; Совет влаçĕ чухне парти членĕсен чиркÿре ĕçлеме кăна мар, ачисене тĕне кĕртме те юраман.
     — Канашри электропогрузчиксен заводĕнче слесарьте ĕçленĕ чухне эпĕ яланах малтисен ретĕнче, активист, спортсмен, футболла, волейболла выляса хула чемпионĕ пулнă. Пĕррехинче мана заводăн парторганизаци секретарĕ хăй патне чĕнсе илчĕ те партине кĕме заявлени çырма ыйтрĕ: «Виталий, эсĕ коммунист пулмалли хатĕр çын, — терĕ, — çыр заявлени». «Виталий Петрович, коммунистăн таса чĕреллĕ, пĕр кăлтăксăр пулмалла, эпĕ парти членĕ пулма пиçсех çитеймен-ха», — терĕм. Ун хыççăн перестройка пуçланса кайрĕ, партине çаплах кĕреймерĕм.
     Эпĕ хĕсметре стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсен прапорщиксемпе сержантсене хатĕрлекен вĕренÿ цент- рĕнче пулнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн мана çавăнтах инструктора хăварчĕç. Хĕсметре çулталăк тăнă хыççăн атте вилчĕ. Ăна пытарма отпуска килсе кайрăм. Каялла чаçе таврăннă хыççăнах Мускавран тĕрĕслев комиссийĕ килчĕ. Пирĕн дивизионта 350 ачаччĕ, вĕсен 90 проценчĕ техникумсемпе институтсенче пĕлÿ илнĕскерсем. Вунă класс кăна пĕтернĕскер, эпĕ унта мĕнле лекнĕ, хам та пĕлейместĕп. Çав 350 ача хушшинче комисси мана кăна «питĕ лайăх» паллă лартса пачĕ. «Строевая подготовка», «Физическая подготовка», «химзащита» тата нумай-нумай енĕпе эпĕ пуринпе те «пиллĕк» палла кăна тивĕç пулнă. Дивизион командирĕ чĕнсе илчĕ те хăй патне: «Андриянов, киле отпуска кайма хатĕрлен», — терĕ. «Эпĕ аттене пытарса килнĕренпе икĕ уйăх та çитмен, Володя Дьяконов тăлăх ача, ашшĕ- амăшĕсĕр, асламăшĕпе кăна пурăннă, çав кайса килтĕр», — терĕм. Çакăн хыççăн мана командирсем пушшех хисеплеме пуçларĕç.
     Тата сире çакна каласа парам-ха: салтака каяс умĕн анне ман укçа енчĕкне шалтан çурчĕ те мăйран çакмалли хĕресе унта хурса каялла çĕлесе лартрĕ: «Ывăлăм, — терĕ анне, — хĕресе мăйран çакма юрамасть, эс çак енчĕке нихăçан та хăвăнтан ан хăвар». «Анне, — тетĕп, — пире Канашра мунча кĕртеççĕ вĕт-ха». «Мунчара енчĕке алăпа хытă чăмăртаса тыт та пуçна çукаласа тух». Çапла анне пиллесе панă енчĕке эпĕ салтакран каялла киле илсе килтĕм. Кайран мана анне каласа панăччĕ: çак хĕреспех ман пиччесем Валерипе Сергей, эпĕ тата Толик шăллăм салтака кайса килнĕ.
     — Виталий Михайлович, çав купель патĕнчех вăрăм саксем лараççĕ. Шыва кĕрсе тухсан выртса канмалли саксем мар пулĕ те вĕсем?
     — Кунта питĕ илемлĕ вырăн. Çулла уявсем ирттерме питĕ меллĕ. Ку айлăмра яланах çын йышлă, çавăнпа саксем кирлех. Юнашарах ача-пăчана йывăçсен сулхăнĕнче выляма площадка туса патăмăр.
     Масар çинчи çурт та юхăннăччĕ. Ăна юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Халĕ ялта темиçе çĕрте çÿп-çап пухма контейнерсем лартса тухнă пулин те çуркунне, юр кайсан, тасатмалли тупăнатех. Чиркÿ старости пулнă май, ăна кăçал тĕпрен юсас тетпĕр. Турă çурчĕн таса та тирпейлĕ, хăтлă пулмалла.
     Тата мĕн-мĕн турăмăр-ха эпир? Хальхи шкул вырăнĕнче 1890-1936 çулсенче Тĕне кĕртекен Çветтуй Иоанн пророк чиркĕвĕ пулнă. Ун çинчен хальхи çамрăксем пĕлмеççĕ те. Унта Александр, Сергий, Козьма пачăшкăсене пытарнă. Çав вырăна обелиск вырнаçтартăмăр, ун çине ку вырăнта çав çулсенче чиркÿ пулнă, çавна-çавна пытарнă тесе çырса хутăмăр. Ку вăл — Вăтапуç ялĕн историйĕ, ăна пирĕн яланах асра тытмалла. Йĕри-тавра тимĕртен пĕчĕк карта тытрăмăр. Çуркунне çитсен шкул ачисем чечек лартса ку вырăна пушшех илем кĕртеççĕ.
     — Виталий Михайлович, халăх чиркĕве йышлă çÿрет-и?
     — Пĕр-икĕ çул каялла халăх йышлăрах çÿретчĕ. Шкулта учительсемпе калаçса татăлса вĕренекенсене классемпе илсе килетчĕç. Халĕ ун пекки çук. Чăнласа калатăп: кашнинчех, чиркÿре служба пуçланиччен, паян çынсем килеççĕ-ши тесе алтарь алăкне уçса пăхатăп. Ман çынсемшĕн чун ыратать. Владимир атте те çаплах калать: «Турă çынсем валли чиркÿ алăкĕсене уçать, эпĕ вĕсене яланах пулăшма хатĕр, темшĕн халăх çавна ăнланмасть», — тет. «Пире халĕ Турă кирлĕ мар»,- тесе шутлаççĕ-ши? Эпир Турăсăр пурăнаймастпăр.
     — Виталий Михайлович, эсир çак кунсенче 65 çул тултаратăр. Сире никам та ку çула памасть. Сирĕн-те вăй-хăват вĕресе кăна тăрать…
     — Эпĕ мĕн ачаран спортпа туслă пулнă, футболла вăйлă вылянă. Волейболла… Ун чухне «Гвардеец» колхоз председателĕ Петр Степанович Михайловччĕ. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех Вăтапуçĕнче стадион уçас тесе ун патне кайнăччĕ эпĕ. Спорт сооруженийĕ валли вырăнĕ те пурччĕ. «Çамрăксене стадион питĕ кирлĕ», — тесе ÿкĕтленĕччĕ эпĕ колхоз председательне. Тĕрлĕ сăлтава пула стадион тăваймарăмăр. Пĕтĕм пурнăçа эпĕ çынсене ырă тăвассине халалланă. Канашри почта начальникĕнче 24 çул ĕçлерĕм. Унта та хамăр коллектившăн, кашни уйрăм çыншăн тăрăшнă.
     — Халĕ, утмăл пиллĕк тултарнă май, мĕнле те пулин спорт вăййипе интересленетĕр-и?
     — Темиçе çул каялла пирĕн çемьене пысăк инкек килсе çапрĕ: автоаварире хĕрачан упăшки Виталий вилчĕ, нумай та вăхăт иртмерĕ, мана рак чирĕ пирки операци турĕç — пĕр пÿрене касса илчĕç. Çавăнпа спорта манма тиврĕ.
     — Виталий Михайлович, пысăк тав сире ăшă калаçушăн. Сывлăх, килте — килĕшÿ, ĕçре — ăнăçу сунатăп. Турăпа пĕрле çÿрĕр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *