Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Удобренипе пĕлсе усă курсан тухăç тени те ăнса пулĕ сан

Удобренипе пĕлсе усă курсан тухăç тени те ăнса пулĕ сан

Кирек мĕнле организма та тĕрĕс-тĕкел çитĕнме пулăхлă «апат» кирлĕ. Паянхи кăларăмра эпир ÿсен-тăран тĕнчине пăхса тухăпăр. Унăн вăрттăнлăхĕсене районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов уçса парĕ.

     — Валерий Васильевич, мĕншĕн пĕр вăрлăхах тĕрлĕ уйра тĕрлĕрен çитĕнет, тухăçĕпе те палăрмаллах уйрăлса тăрать?
     — Ку ыйту чăнласах та питĕ кăткăс, ăна уçăмлатас тесессĕн тĕрлĕ фактора шута илмелле. Чи малтанах тăпра пулăхлăхне, мĕншĕн тесен тĕрлĕ вырăнта вăл микроэлементсен шайĕпе палăрмаллах уйрăлса тăрать. Е тата, калăпăр, уйрăм хуçалăхăнах пĕр енчи уйĕсем хĕрлĕ тăмлă, тепĕр енчисем хăйăрпа витĕннĕ, çавăн пекех хура тăпралли те пур.
     — Кун пек чухне ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес тесен чи малтанах мĕне пăхăнса ĕçлемелле-ха?
     — Кашни хуçалăхăн çĕрсен картограмми пулмалла. Çак документа пилĕк çулта пĕр хутчен тăваççĕ. Пирĕн республикăра ку енĕпе Çĕрпÿри Опытлă станци çумĕнчи лаборатори ĕçлет. Унта тăрăшакан специалистсем вырăна тухса пробăсем илеççĕ. Кашни гектар пуçне 20 анализран кая мар тунă хыççăн вăтам кăтартăва палăртаççĕ те карттă çине кĕртеççĕ.
     — Картограммăна пилĕк çулта пĕр хутчен тумаллине асăнса хă-вартăр-ха, юлашки хут пирĕн районта çак процедурăна хăçан пурнăçланă?
     — Пирĕн районта çĕрсен картограммине юлашки хут 2017 çулта тунă пулнă. Эппин, килес çул хуçалăх ертÿçисемпе фермерсен çĕр карттисене çĕнетме тивĕ. Енчен те пилĕк çул каялла кам картограмма тума ĕлкĕрнĕ, вĕсен çĕннине тутарттарнăшăн тăкакăн 20 процентне çеç тÿлемелле пулĕ, ыттине патшалăх саплаштарĕ. Çĕнĕрен тăвакансен çак ĕçсен тăкакне хăйсен кĕсйинчен кăларма тивĕ.
     — Çак карттăн пĕлтерĕшне уçăмлатăр-ха?
     — Картограмма çĕр пулăхлăхĕн шайне (унти гумуса) палăртакан документ. Ÿсен-тăрана тĕрĕс-тĕкел çитĕн-мешкĕн тăпрара унăн виçи 6-7 процент пулмалла. Хура тăпра çинче гумус 6 процентран ытларах тĕл пулать. Ку питĕ аван кăтарту, анчах та пирĕн тăрăхра хĕрлĕ пылчăка пула çак виçе 4-5 процентран иртеймест.
     — Çĕр карттинче тата мĕн-мĕн курма пулать?
     — Унта çавăн пекех тăпран йÿçек шайне, азот, фосфор тата кали мĕн чухлĕ упраннине палăртса хăвараççĕ. Картограммăри кăтартусене шута илсе шăпах вырăнти ертÿçĕсемпе агрономсен çĕр ĕçне йĕркелесе пымалла та.
     — Тĕслĕх илсе кăтартăр-ха?
     — Калăпăр, тăпрана çулсерен удобрени хывса тăрсан унти йÿçек шайĕ ÿссе каять. Ял хуçалăх культурисене кун пек условисенче çитĕнме хĕн, вĕсем имшер те шуранка шăтса тухаççĕ, пысăк тухăхăçĕпе савăнтарасси те иккĕленÿллĕ.
     — Кун пек чухне мĕн тумалла?
     — Çĕре каялла йĕркене кĕртес тесессĕн унта извеç хывмалла. Мĕнле виçепе хывассине шăпах картограммăра курма пулать. 2017 çулхи кăтартусем тăрăх, пирĕн районти 17 пин гектара яхăн çĕр йÿçĕ пулни паллă. Вĕсене извеç хывассипе Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ, «Канмаш» тулли мар яваплă пĕрлĕх тата Марков хресчен-фермер хуçалăхĕ хастар ĕçлесе пыраççĕ. Ыттисем ку енĕпе хальлĕхе юлхавлăрах-ха. Çакна та палăртса хăварни вырăнлă, çĕре извеçленĕшĕн патшалăх тăкаксен 90 процентне каялла тавăрса парать. Çĕр çинче технологие çирĕп пăхăнса ĕçлекенсемшĕн кашни гектар пуçне тивекен субсиди виçи 20 процентпа танлашать. Эппин, шутласа пăхмалли пурах.
     — Халĕ тăпрари микроэлементсем çинче чарăнса тăрар-ха?
     — Картограммăра вĕсен виçине те палăртса хăвараççĕ. Калăпăр, азот. Ăна пăрçа йышши культурăсем сыв-лăшран илсе тымар вăйĕпе çĕре хываççĕ. Азота ытларах чухне çуркунне калчасене апатлантарма усă кураççĕ, вăл вĕсене ÿссе вăй илме пулăшать. Çакнашкал удобрени хывнă чухне каллех картограммăна уçса пăхма ÿркенмелле мар, мĕншĕн тесен ÿсен-тăран çак микроэлемента хăйĕн- чен ытла илмест, унăн ытлашши пайĕ укçа-тенкĕпе пĕрле сывлăша çеç тухса каять. Халĕ ăнлантăр, ахăртнех, картограммăн пĕлтерĕшне.
     — Фосфорпа кали çинчен те кĕскен каласа хăварăр-ха…
     — Вĕсем тухăçа ÿстерме кирлĕ, виçине пĕлсе хывсан тыр-пул тухăçĕ ăнса пулать. Удобрение ытлашши хывни каллех укçана усăсăр çĕр ăшне варни çеç пулĕ. Çавăнпа та каллех картограммăна уçса унăн виçине ятарлă формулăпа шутласа кăлармалла пулĕ.
     — Çур аки валли удобрени мĕн чухлĕ кирлĕ тата ăна кÿрсе килес ĕç районта еплерех пулса пырать?
     — Çурхи ĕçсем валли 1050 тонна (ĕç витĕмĕ шайĕпе) минераллă удобрени кирлĕ. Хальлĕхе района 650 тонна (виçе калăпăшĕпе) удобрени турттарса килнĕ. Пĕтĕмпе кирлин 26 проценчĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕç малалла пырать. Ял хуçалăх культурисене çитĕнтернĕ чухне удобрени хывассипе районта «Канаш» АСК, Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Путь Ленина» ЯХПК тата Владимировпа Герасимов фермерсем лайăх ĕçленине палăртса хăварас килет.
     — Удобрени туянма укçа-тенкĕ çитсе пыманнисен мĕн тумалла-ха?
     — Чăнахах та удобрени хакĕсем çыртаççĕ. Кун пек чухне сидерат — донник, клевер, горчица акса хăварма тăрăшмалла. Çак анасене кĕркунне сухаласа хăварсан пĕр гектар çĕр çине 200 тонна тислĕк хывнипе танлашать. Килес çул çак çĕрсем çинче çĕр улми çитĕнтерни вырăнлă. Тухăçĕ ăнса пулать, крахмал виçи пысăк пулнипе «иккĕмĕш çăкăр» управра та хăйне лайăх туять. Енчен те техника культурисемпе ĕçлеме май килмесен удобрение кивçен мелпе кÿрсе килме пулать. Республикăри продовольстви фончĕ хуçалăхсемпе ятарлă килĕшÿ тăвать, кĕркунне вĕсен тырă е аш-какай тавăрса памалла пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code