Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Хăнара – спортмен тата çыравçă

Хăнара – спортмен тата çыравçă

Раççейри шкул ачисен юхăмĕ йĕркеленĕ «Класри тĕлпулусем» проекта Шуркасси шкулĕ те хутшăнать.

     Çавна май çуркуннехи кану кунĕсем пуçланиччен пирĕн пĕлÿ çуртне хăнана армрестлинг енĕпе Раççей спорт мастерĕ, çамрăксем хушшинче Европа чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ Олеся Михайлова (хĕр чухнехи хушамачĕ Игнатьева) килчĕ. Вăл Шуркасси шкулĕнче вĕреннĕ, 2010 çулта алла аттестат илнĕ.
     Паллă спортсменпа йĕркеленĕ тĕлпулăва 4-11-мĕш классенчи ачасем хутшăнчĕç. Пирĕн ентеш спортри çитĕнĕвĕсемпе кăна мар, хăйĕн пултарулăхĕпе те паллаштарчĕ. Вăл кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех сăвă-калав çырма юратнă иккен. Хăнапа пĕрле «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» тата «Пирĕшти патне янă çыру» кĕнекесенче пичетленнĕ хайлавсене сÿтсе яврăмăр. Унта Олеся Михайлован «Ешкилт ялĕнче» сăвви тата «Виçĕ кăвакарчăн» калавĕ кун çути курнă. Авторпа пĕрле хайлавсемпе паллашма тата интереслĕ- рех. Çамрăк çыравçă сăвă тата калав йĕркисем епле çурални пирки каласа пачĕ, литературăпа туслă пулни пурнăçра мĕнле витĕм кÿнине пĕлтерчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Калаçу кăсăклă пулнăран вăхăт иртни те сисĕнмерĕ.
     «Виçĕ кăвакарчăн» калава эпĕ хĕлле Чăваш наци радиовĕпе те итленĕччĕ. «Литература вулавĕ» кăларăмра ăна пирĕн ентеш — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ — Ирина Архипова вуларĕ. Çамрăксем çинчен пулнăран хайлав чуна килчĕ. Калаври тĕп сăнар Нюта пекех хам та кăçал шкулпа сывпуллашма хатĕрленетĕп. Умра — чи пĕлтерĕшлĕ вăхăт, экзаменсем. Калав ĕмĕте пурнăçлас тесен çанă тавăрса тăрăшма вĕрентет. Чи кирли — парăнмалла мар.
     «Шкулта илнĕ пĕлÿ пурнăçра çул уçса пырать. Хăюллă пулăр, хăвăр тăрăшсан ĕмĕтĕрсем пурнăçланаççĕ. Ырă пирки шутлăр», — терĕ çамрăк çыравçă ачасене ăнăçу сунса.
     Пĕрле илсе килнĕ кĕнекесене Олеся Михайлова тăван шкула парнелерĕ. Халĕ эпир ытти калавсемпе те хаваспах паллашатпăр.

Вероника АЛЕКСАНДРОВА
Шуркасси шкулĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code