Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > «Çурхи десант» — «Космонавтра»

«Çурхи десант» — «Космонавтра»

Иртнĕ канмалли кунсенче «Çурхи десант» ятпа Ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли «Космонавт» лагерьте чăваш Республикинчи Ĕçлекен çамрăксен канашĕсен спорт фестивалĕ иртнĕ. 12 муниципалитетран 30 команда хутшăннă унта. Командăсен йышĕнче çамрăк та пултаруллă, хастар, спортпа туслă 200 ытла çын вăй виçнĕ.

     Фестивалĕн йĕркелÿçисем: Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ, «Раççейри Студентсен Отрячĕсем» общество организацийĕн республикăри уйрăмĕ, Чăваш Республикинчи ĕçлекен çамрăксен Координаци канашĕ. Уяв-ăмăрту Канаш районĕн администрацийĕ тата Канаш хулинчи ĕçлекен çамрăксен канашĕ пулăшнипе иртнĕ.
     Районти çамрăк педагогсен командин йышĕнче Хучел тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсем Светлана Петровăпа Владислав Кондратьев, Шăхасан вăтам шкулĕн учителĕ Клавдия Сергеева, Сиккасси тата Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕсен педагогĕсем Александр Тимофеевпа Станислав Захаров ăмăртнă. Команда ертÿçи — районти Çамрăк педагогсен канашĕн председателĕ Вера Игнатьева (Шăхасан вăтам шкулĕ).
     Фестиваль пилĕк тапхăртан тăнă. «Тĕл перекен» ăмăртура пирĕн педагогсен команди малти пилĕк ушкăн йышне лекнĕ. «Эльбруса парăнтарасси» те вĕсемшĕн чăрмавлă пулман. Кунта «ватрушкăпа» тăвайккинчен май пур таран аяккарах ярăнса анса каялла унта чупса улăхмалла пулнă. Виççĕмĕш тапхăр — «Çурхи вăйă-кулă» спорт ăмăртăвĕ, хаваслă стартсем. Команда кунта 1-мĕш вырăна тухса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. «Пенальтире» пултарнă таран ытларах гол çапса кĕртсе очко пухасси пулнă. Пиллĕкмĕш тапхăр — Наукăпа технологи тата Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ-
сене халалланă интеллектуаллă конкурс.
     Мĕнпур тапхăр витĕр ăнăçлă тухса районти çамрăк педагогсен команди сумлă 3-мĕш вырăна йышăннă. Бронза медальпе саламлатпăр вĕсене.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code