Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Йывăр пулсан та тÿснĕ

Йывăр пулсан та тÿснĕ

Çак кунсенче Калиновка ялĕнче пурăнакан Евдокия Павловна Павлова 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çуралнă кунпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Михайлов тата Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Антон Мартынов саламланă, çирĕп сывлăх, телей тата вăрăм кун-çул суннă.

     Юбиляр Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Туслă çемьере тăватă хĕр çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ.
     Ашшĕ хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Вăрçăра лашапа снарядсем турттарнă. Киле таврăннă чухне Германирен ула ĕнесем хăваласа килнĕ. Çак çул çÿ-рев виçĕ уйăха тăсăлнă. Выльăх-чĕрлĕхе пысăк шывсем урлă караппа илсе каçни те пулнă. Шăпа тĕрлĕрен çаврăнса килет çыннăн, киле таврăнсан фронтовикăн чĕри ир енне тапма чарăннă. Ун чухне вăл 44-ра пулнă.
     — Пирĕн ачалăх çулĕсем çăмăл пулман, — калаçăва хутшăнать тăхăр теçетке урлă каçнă тыл ĕçченĕ Евдокия Павловна. 14 çулта чукун çул çине ĕçлеме кайрăм, унта 12 çул тăрăшрăм. Путевой та, аслă рабочи те… пулнă. Вăрçă çулĕсенче кашкăрсем пирĕн тăрăха йышлăн куçса килнĕччĕ. Вĕсем чукун çул хĕрринче пирĕнпе юнашарах çÿретчĕç. Хăранă вĕсенчен паллах, анчах та хамăра шаннă ĕçе пурнăçланă. Кайран колхозра ĕçлеме пуçларăм, чăх ферминче кайăк-кĕшĕк пăхрăм.
     Евдокия Павловна 1951 çулта çемье çавăрнă. Мăшăрĕ колхозра платник пулса ĕçленĕ. Вĕсем ултă ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code