Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Космосăн хура ĕçне тăвакансем

Космосăн хура ĕçне тăвакансем

Апрелĕн 12-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчешĕн паллă кун — 60 çул каялла этемлĕх историйĕнче пуçласа Юрий Гагарин космоса вĕçнĕ. «Восток» корабль Мускав вăхăчĕпе 9 сехет те 7 минутра Байконур космодромран старт илнĕ. Çын тĕнче уçлăхне парăнтарнă мăнаçлă, çĕнĕ самана пуçланнă.

     Космоса тĕпчесе алла илес ĕçе пирĕн ентешсем те пысăк тÿпе хывнă. Дмитрий Тимофеев полковник Байконурта вун пĕр çул, 1983 çултанпа, службăра тăнă — инженер, станци начальникĕ, çар подразделенийĕн начальникĕ. Дмитрий Степанович нумай хутчен усă курмалли «Буран» космос аппарачĕпе ĕçлемелли программăна хатĕрленĕ çĕре хутшăннă. Шупашкара куçсан Раççей МЧСĕн оперативлă реагированин Чăваш Республикинчи Тĕп Управленийĕн начальникĕ пулнă.
     Байконурти кăткăс, анчах тулăх та интереслĕ служба, «космос» пурнăçĕн хăйне евĕрлĕхĕ тата Казахстанăн тĕлĕнмелле çут çанталăкĕ çинчен Дмитрий Тимофеевпа Космонавтика кунĕ умĕн илнĕ интервьюра вуласа пĕлĕр.

Байконур

     Байконурта службăра тăнă тапхăрта космоспа çыхăннă интереслĕ, ĕмĕрлĕхе аса кĕрсе юлнă пулăм нумай. Эпĕ унта нумай космонавта курнă кăна мар, вĕсемпе калаçнă та, каярахпа туслă çыхăну та тытнă. Пĕлетĕр-и, космонавтсем нихăçан та мăн кăмăлланса пуç каçăртса çÿреместчĕç, уçă кăмăллă, сăпайлă çынсемччĕ. Пирĕнпе, хамăр алăпа космоса вĕçмелли ракета-носитель хатĕрлекен техника службин офицерĕсемпе, хисеплесе калаçатчĕç. Эпир хамăра космосăн хура ĕçне тăвакансем теттĕмĕр, çакăнпа питĕ мăнаçланаттăмăр.
Байконур таврашĕнчи çут çанталăк питĕ хăйне евĕрлĕ — хĕвелпе ĕнсе кайнă çеçен хир, унта тĕвесем çиекен йĕплĕ тĕмĕсĕр пуçне нимĕн те ÿсмест. Çуркунне пуçламăшĕнче çеç çут çанталăк тулăх парне кÿрет — кавир евĕр сарă, хĕрлĕ, хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ тюльпан уйĕсем куçа илĕртеççĕ. Çĕре лайăх шăварса тăрсан пахча çимĕç, арбуз-дыня туса илме пулать. Эпĕ ял çынни пулнă май пахча тытаттăм. Çуркаланса пĕтнĕ çĕр çинче çимĕç туса илме çăмăлах марччĕ: тăмлă хытă тăпрана «парăнтарма» сваркăпа лум çумне пуртă çыпăçтартăм. Кайран вара тулăх тухăç пуçтараттăм _ шултра, сĕтеклĕ, тачка помидора темиçешер витре туса илеттĕм, арбузсем, дыньăсем. Чечексем те ÿстереттĕм _ илемлĕ, юмахри тĕслĕ хризантемăсемпе астрăсем октябрь вĕçĕчченех çеçке çуратчĕç. Казах çеçен хирĕн чĕр чун тĕнчийĕ, пирĕн тăрăхри пекех, пуянах мар, анчах хутран-ситрен питĕ интереслĕ тĕлпулусем пулатчĕç.   

     Çеçен хирте тĕвесене, вăрăм хăлхаллă кулăшла чĕрĕпсене, илемлĕ мăйракаллă йăрă сайгаксене час-часах кураттăм. Пĕррехинче вара мăн валашка пысăкăш тимĕр шапа куртăм. Çакна та каласа хăвармалла, май уйăхĕнчен пуçласа августчен сывлăш температури 40 градусран чакмастчĕ, тепĕр чух сулхăнра та 50 градус вĕри пулатчĕ. Çакăн пек условисенче ĕçлеме сĕре йывăр, мунчари пек. Пирĕн хулара Офицерсен çурчĕ, кинотеатр, бассейн, спорт стадионĕ пурччĕ. Байконура паллă артистсем Алла Пугачева, Валерий Леонтьев, Вика Цыганова тăтăшах килетчĕç.

Буран

     «Энергия» ракета-носителе нумай хутчен усă курмалли «Буран» космос хатĕрĕпе 1988 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче пĕртен-пĕр хутчен ячĕç. Мана, телее, «Энергия — Буран» ракетăна вĕçтерсе янă çĕре хутшăнма тÿр килчĕ, вăл асăннă космос карапне орбитăна илсе тухрĕ. Çĕр чăмăрĕ тавра икĕ çаврăм туса «Буран» автомат режимĕпе Байконура анса ларчĕ. Çак машина çав тери ăслă, сывлăшра палăртнă маршрутран пăрăнса (вăйлă çил пулнă) анса лармалли тăрăхăн расчетлă ось йĕрĕ çине çиле хирĕçле анса ларчĕ. «Энергия — Буран» — этемлĕхĕн наукăпа техникăри çитĕнĕвĕсен чи çÿллĕ тÿпийĕ, чи мăнаçлă, нумай функциллĕ, сиенлеме май çук ракета. Унра пирĕн çĕршывăн пĕтĕм хăвачĕ тата вăйĕ. Шел пулин те, «Буранăн» шăпи синкерлĕ килсе тухрĕ. Политика хушша-хуппа кĕрсен çапла çав вăл… Апла пулин те эпĕ наукăпа техникăн малти линийĕнче пулса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланишĕн паян та мăнаçланатăп.

Пысăк космос çулçÿревĕ

     Эпĕ Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Манăн атте Степан Тимофеевич Тимофеев — математикăпа физика учителĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăл питĕ нумай хаçат çырăнса илетчĕ, килте пуян библиотека пулнă. Атте совет космонавтикин черетлĕ çитĕнĕвĕсем çинчен хаçатра çырнă статьясене сасăпа вуланине лайăх астăватăп. Космоса ракета яма хатĕрленине телевизорпа тÿрĕ эфирта кăтартнине курма йышлăн пуçтарăнатчĕç (ун чухне телевизор пур килте те пулман). Ытти чухне ял Совечĕн çурчĕ çинчи громкоговорителе яратчĕç, «Тепĕр икĕ минутран ракета космоса вĕçет!» текен сăмахсене пĕтĕм ял илтмелле янрататчĕ. Хумханса та хăпартланса каяттăм çакăн пек самантсенче. Эпĕ космоспа аташаттăм, çар çынни пулассине пĕчĕклех пĕлнĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн А.Н. Туполев ячĕллĕ Хусан авиаци институтне вĕренме кĕтĕм. Ленинградри Можайский ячĕллĕ Çар академийĕнче вĕренĕве малалла тăсрăм. Космонавтика кунĕ — манăн тĕп уяв. Байконурта службăра тăнă юлташсемпе эпир кашни çулах апрелĕн 12-мĕшĕнче çĕр çинчи пĕрремĕш космонавтăн Юрий Гагаринăн палăкĕ умне пухăнатпăр. Чăваш Ене, космоса парăнтарнă виçĕ космонавтăн — Андриян Николаевăн, Николай Бударинăн, Муса Манаровăн — Тăван çĕршывне, космонавтсем, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем час-часах килеççĕ. Кăмăллă та хаваслă тĕлпулусем… Манăн çĕр çинчи космос çул çÿ-ревĕ малалла тăсăлать!

Юлия СЕРГЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *