Суббота, Май 8, 2021
Главная > Публикации > Çынсем ырлатчĕç, вĕсемшĕн усăллă ĕç тунишĕн савăнаттăм

Çынсем ырлатчĕç, вĕсемшĕн усăллă ĕç тунишĕн савăнаттăм

Ял-салари вулавăшсем пурнăç уттипе яланах тан утса пыраççĕ. Унта килекен хăйне кирлĕ литература тупма кăна мар, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курса тĕнче тетелне те тухма пултарать. Кĕнеке çÿлĕкĕсем çинче чун апачĕ тупнипе пĕрлех произведенисенчи тĕп сăнарсемпе пĕрле ырă та çутă ĕмĕтсемпе çунатланать.

     Вулавăшпа тачă çыхăну тытакансемпе хаçат урлă та паллаштарас килет. Сăлтавĕ те пур. Çак кунсенче Раиса Максимовна Шемякина 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл Вăтапуç салин хисеплĕ çынни, пуш уйăхĕн вĕçĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Максим Федорович, вăрман хуçалăхĕнче лесник пулса ĕçленĕ. Вăл Финн вăрçине хутшăннă. Тăшмана хирĕç Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче те çапăçнă. Анчах пĕр тан мар çапăçура хыпарсăр çухалнă. Салтака вăрçăран темччен кĕтсен те вăл тăван тăрăха çаврăнса çитеймен. Амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра механизаторсем валли апат пĕçернĕ. Вăл вăхăтра вĕри апата уя кĕвентепе йăтса тухнă пулнă.
     — Манăн та йĕтем çине питĕ ĕçлеме каяс килетчĕ, — аса илет иртнине Раиса Максимовна, — Анне мана хăйĕнпе пĕрле мĕн пĕчĕкрен столовăйне апат пĕçерме илсе çÿретчĕ. Ура çинче çирĕп тăма тытăнсан, пĕчĕк пулнине пăхмасăр, эпĕ те уйра ĕçлекенсем валли апат йăтаттăмччĕ. Çынсем мана питĕ ырлатчĕç, вĕсемшĕн усăллă ĕç тунишĕн хам та питĕ савăнаттăм. Кайран комбайнерсене уйрăммăн апат çитерме пуçларăм. Хĕлле те алă усса ларман, тантăшăмпа Вальăпа вăрмана йывăç турачĕ иртме çÿреттĕмĕр. Урари çăпатасем кун каçипе пăрлансах ларатчĕç.
     Питрав иртсен Раиса Максимовна уя çурлапа тырă вырма тухнă. Амăшĕ апат пĕçернĕ май уйăрса панă тÿпине вырма пырайман.
     Ялсенче Питрав çитиччен çынсем вăййа тухса савăннă. Юбилярпа çак савăнăçлă та илемлĕ тапхăр пирки те калаçу пуçартăмăр. Сăмах май каласан, Раиса Максимовна ку уява пирĕн тăрăхра çĕнĕрен йĕркелесе яраканĕ пулчĕ. Çулсерен хăйĕн килĕ умне ял халăхне пуçтарса ĕлĕкхи йăла-йĕркепе тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕ. Çак ĕçре ăна салари ветерансен канашĕн ертÿçи Нина Димитриевна Шемякина та нумай пулăшса пычĕ.
     Сăмах çăмхине малалла сÿтнĕ май каллех ачалăха таврăнтăмăр. Рая улттă тултарсан 1947 çулта шкула çÿреме пуçланă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине вĕренме кайнă.
     — Унта пĕр çул ăс пухнă хыççăн тепĕр икĕ тантăшăмпа вĕренме пăрахрăмăр. Самани йывăр пулнă ун чухне, тăхăнмалли çукчĕ, килте ĕç алли çитместчĕ. Атте пулман, анне кашни кун столовăйне тухса утатчĕ. Килте хуçалăх тытса пыракан кирлĕ пулнă.
     Раиса Максимовна тăван хуçалăхра 1995 çулччен вăй хунă.
     — Кил тăрăх сĕт пуçтаракан, анне пек апат пĕçерекен те пулса ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва шăпах повар ĕçĕнчен тухрăм, — каласа парать юбиляр.
     — Эсир вăрман хуçалăхĕнче, салари лавккара техничкăра ĕçленине те астăватăп эпĕ.
     — Килте мĕн туса ларан-ха, ĕçлеме хăнăхнă алăсем кунсеренех ĕç ыйтаççĕ…
     1964 çулта Раиса Максимовнăпа Геннадий Васильевич туслă çемье çавăрнă. Вĕсен пилĕк ача. Асли, Володя, тăван хуçалăхра вăй хунă, халĕ вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет. Юрий Канаш хулинче тĕпленнĕ. Марина, Ирина тата Алина Чулхулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те маттур.
     Раиса Максимовна «Салари сăра ăсти», «Пултаруллă асанне», «Апат-çимĕç ăсти» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. «Вăтапуç салин хисеплĕ çынни» сумлă ятпа чысланăшăн вара уйрăмах хĕпĕртет.

Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code