Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ĕмĕрех мир тÿпи айĕнче пурăнар

Ĕмĕрех мир тÿпи айĕнче пурăнар

                                                                                                                          Мĕнле-ши тÿснĕ, епле чăтнă —
                                                                                                                          Курни кăна ăна пĕлет.
                                                                                                                          Ун чух чăн паттăрлăх кăтартнă,
                                                                                                                          Сире пуçа таяс килет.

     Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем пирĕн халăхшăн — манăçми тапхăр. Вăрçă чарăннăранпа кĕçех 76 çул çитет пулин те хăрушă вăрçă çулĕсем пирĕн асрах. Вăрçă инкекĕ кашни яла, хулана, киле кĕрсе тухнă. Çын куççулĕ, юнĕ пайтах юхнă, пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă.
     Çак манăçми çулсене Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ Таисия Григорьевна Егорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова) асра тытать. Вăл 40 çул ытла Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче вулавăшра ĕçлерĕ. Ял халăхĕн культурине ÿстерес тесе ырми-канми тăрăшрĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕ. Çак ял каччипе çемье çавăрса икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕн-тернĕ. Ял пурнăçне хастар хутшăнса халăх хушшинче чыс, хисеп çĕнсе илнĕ.
     Эпĕ сире, хисеплĕ вулакансем, «вăрçă ачин» Таисия Егорован аса илĕвĕсемпе паллаштарма шут тытрăм. Акă мĕнле аса илет вăл ачалăхри вăрçă çулĕсене. «Эпир виçĕ ача, аттепе анне пĕр туслă çемьере пурăнаттăмăрччĕ. Анчах та çак мирлĕ пурнăçа вăрçă татрĕ. Аттепе пиччене вăрçа илсе кайрĕç. Атте, Иванов Григорий Иванович, тăшмана тĕп тăвас тесе Берлина çитрĕ. Паттăр çĕнтерÿçĕ киле кăкăр тулли медальпе таврăнчĕ. Анчах мирлĕ пурнăçпа нумаях та пурăнаймарĕ — виçĕ çултан çĕре кĕчĕ. Пичче, Иванов Николай Григорьевич сержант, 1921 çулта çуралнăскер, 1943 çулхи февраль уйăхĕнче хыпарсăр çухалчĕ.
     Вăрçă вăхăтĕнче кашни çын ĕçе хастар хутшăннă. Аппана Кирене вăрман касма, Тăвай районне окоп чавма илсе каятчĕç. Аппан тăхăнма ăшă тумтир те пулман. Çире сăхман, урара çăпата. Тул çутăличчен пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕçленĕ. 2 метр тарăнăш шăн çĕре чавма мĕнле йывăр пулнă. Аппа, Иванова Ольга Григорьевна, хă-йĕн ĕмĕрне «За коммунизм» совхозра ĕçлесе ирттерчĕ.
     Анне мана, пĕчĕкскере, пĕчĕк чÿречеллĕ пÿрт умне питĕрсе хăваратчĕ. Вылямалли пĕртен-пĕр пĕчĕк йывăç кашăк пулнă. Çимелли те нимĕн те çукчĕ. Выçăпа шыçăна-шыçăна каяттăмăр. Анне вăрмантан йĕлме хуппи сÿсе килетчĕ те кĕлтен-кĕлтен çыхса типĕтетчĕ. Типсен килĕре кисĕппе тÿсе çăнăхпа хутăштарса пĕçерсе çинĕ. Апачĕ çăтсан та анмастчĕ. Кушак чăкăчĕ, çерçи кĕпçи, ут кăшкарĕ, шăмакка та пирĕншĕн апат вырăнĕнче пулнă. Ял çумĕнчи вăрмантан йĕкел пуçтарса килсе типĕт-се, авăртса çăкăр пĕçерсе çинĕ. Çăкăрĕ шутсăр йÿçĕччĕ. Пĕррехинче тата аппа кăмакаран кăларнă чухне ăнсăртран пĕр курка сĕте тăкса ячĕ. Уншăн пурте хытă йĕтĕмĕр.
     Вăрçă вăхăтĕнче колхозра тырă сортламалли триерсем пулман. Анне çавра алапа тырă аллама çÿретчĕ. Пĕррехинче каç та пулчĕ, анне ĕçрен килмерĕ. Эпĕ хăранипе йĕретĕп. Хĕрарăмсем ун чухне икĕ аркăллă кĕпепе çÿренĕ. Пĕр арки айне пĕчĕк хутаç çĕлесе çакнă. Каçсерен киле таврăннă чухне çав хутаçа тырă ярса килнĕ. Тыр- рине асăм такани çине ярса кăмака айне лартатчĕ анне. Çав кун вĕсене тырă илнипе илменнине тĕрĕсленĕ. Тырă вăрланă тесе темиçе хĕрарăма канцелярине илсе кайса хупнă. Вăл кăна та мар, кăмака айне пытарнă тырра та илсе тухса кайнă. Анне мана ыталаса: «Халĕ ĕнтĕ мана тĕрмене хупаççĕ, мансăр мĕнле пурăнăн?» — тесе йĕрет. Телее, темле майпа çак ĕç-пуç йĕркеллех иртсе кайрĕ.
     Манăн ачалăхăм вăрçăн йывăр çулĕсемпе пĕр килчĕ. Ачалăх кунĕсемпе киленме май килмерĕ. Тырă вырнă чух та, утă çинче те амăшĕ-сем çумĕнче вăрçă ачисем. 6-7 çула çитсен эпĕ те аннепе пĕрле хуçалăх ĕçне кÿлĕн-тĕм. Алăра — çурла. Çурлапа ĕçлеме пĕлмен пирки ал-урана час-часах кастарса пĕтереттĕм. Кĕреплепе утă пуçтараттăмăр, йĕтемре капансем çинчи кĕлтесене тĕшĕлеме иле-иле параттăмăр, çĕр улми, кăшман анисем çинче çум курăк çумлаттăмăр, уйра пучах пухаттăмăр. Ачасем хастар ĕçленĕ. Çакă фронта питĕ пысăк пулăшу кÿнĕ.
     Вăл вăхăтра халăх питĕ туслă пурăннă. Йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр пулнă. Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах килмерĕç. Патшалăха какай, çăмарта, шăратнă çу, çăм памалла пулнă. Хресченĕн хăйне çиме те юр-вар юлман та. Çапах çак асапа пĕрле тÿссе ирттернĕ», — тет Таисися Григорьевна куççульне шăлса.
     Ача чухне Таисия Егорова вĕренсе пысăк çын пулма ĕмĕтленнĕ, ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ. Çичĕ класа ялтан виçĕ çухрăмра вырнаçнă Кивĕ Шелттеме çÿренĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ, чăваш тата вырăс чĕлхисемпе кăна «4», ытти предметпа «5» паллă пулнă. 1953 çулта Сиккассинчи вăтам шкулта вĕренме тытăннă. Вĕренÿ укçалла пулнă. Çулталăкне 150 тенкĕ тÿлемелле тунă. Ашшĕсем вăрçăра вилнĕ ачасем тÿлемен. «Хамăр ялтан çичĕ хĕрачапа пĕр арçын ача çÿренĕ эпир вĕренме. Пичче вăрçăра вилнишĕн аннене 12 тенкĕ укçа паратчĕç. Çак укçа тата аппапа йысна пулăшрĕç вĕренсе тухма. Эпĕ 10 класс пĕтерсен тепĕр çулне, 1957 çулта, тÿлевсĕр вĕренмелли саккун тухрĕ.
     Эпĕ хамăр ялти Агния Афанасьевăпа туслăччĕ. Пĕр класра вĕренеттĕмĕр. Çуллахи пĕр шăрăх кун ялта питĕ вăйлă пушар пулчĕ. Ял лавккине краççын килнĕ пулнă. Акăнин амăшĕ краççын илет те кĕлетĕнче савăчĕ тулнипе тулманнине тĕрĕслеме спичка чĕртет. Çав вăхăтра краççын тивсе каять. Хăй те, кĕлечĕ-пÿрчĕ те çунса каяççĕ. Çанталăк шăрăх, çиллĕ пулнăран ялта 25 хуçалăх çунса кĕлленнĕ, çав шутра манăн аппасен килĕ те. Çунса кайнисене пÿрт лартма вăрман уйăрса пачĕç. Эпир те, ачасем, вăрмана каснă йывăçсен вуллисене сĕтĕрме çÿреттĕмĕр. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă, пуртăпа, пăчкăпа ĕçлесе çурт-йĕр çавăрнă.
     Хĕллехи вăхăтра канмалли кунсенче кăштах укçа тупас тесе Канаша утă сутма та çÿренĕ. Анне çуна çине икĕ пăт утă виçсе çыхса паратчĕ. Тăваттăн-пиллĕкĕн пухăнса çĕрле çула тухаттăмăр. Вăрман урлă, Кайăкял, Карăклă ялĕсем витĕр тухса тул çутăлнă çĕре Канаша çитеттĕмĕр. Утă туянас текенсем пире кĕтсе тăратчĕç. Унтан çав çулпах каялла таврăнаттăмăр.
     Ватăлнăçемĕн тăван ен ытларах та ытларах аса килет. Çĕнĕ Шелттем ялĕнче вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ ачалăхăм, шкул çулĕсем, çамрăклăх куç умне тухаççĕ. Этем пурнăçĕнчи чи хаклă çынсен — аттепе аннен сăнарĕсем асрах.
     Манăн анне Матрона Аввакумовна Иванова Тутарстан Республикинчи Хăмăл ялĕнчен (Яманкассипе юнашар) Çĕнĕ Шелттеме качча тухнă. Анчах ирсĕр вăрçă вĕсене савăнса пурăнма паман.
Пире, вăрçă ачисене, алла пăшал тытса тăшмана хирĕç тăма пÿрмен пулин те нушине нумай тÿсме тиврĕ. Тĕнчере ĕмĕр-ĕмĕр мир тÿпи айĕнче пурăнасчĕ.

Ольга ТЕРЕНТЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *