Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хĕвел çаврăнăш уйĕсем кăçал та хăйсен илемĕпе тыткăнлĕç

Хĕвел çаврăнăш уйĕсем кăçал та хăйсен илемĕпе тыткăнлĕç

     Вăрах çумăрсем хыççăн çанталăк тинех йĕркеленсе кайрĕ. Календарь çинче çу уйă- хĕн иккĕмĕш эрни кăна пулин те кăнтăрла хĕвел çуллахи евĕрех хĕртет. Çавна май уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Техника шавĕ çывăхри уйсенчен самантлăха та татăлмасть, ăçта çĕр хатĕрлеççĕ, акаççĕ тата ытти те.
     Оперативлă кăтартусем тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9015 гектар çинче акнă (планăн 62 проценчĕ). Вăл шутран çурхи тулă — 3870 гектар, урпа — 4165 гектар, сĕлĕ — 780 гектар, ытти йышши культура 200 гектар йышăнаççĕ.
     Пĕр çул ÿсекен курăксене 1095 гектар çинче акнă. Техника культурисен анисем те кунсерен ÿссе хушăнса пыраççĕ, «Канаш-Агро» пĕрлĕх рапс вăррине 200 гектар çинче, «Пионер» агрофирма тата «Агрохолдинг Канашский» горчица вăррине 719 гектар çинче çĕре хывнă.
     Асхва ял тăрăхĕнчи çĕрсем кăçал кăнтăр енчи регионсене аса илтерĕç. Унта «Канмаш» агрофирма хĕвел çаврăнăшĕ акать. Асăннă хуçалăх çак культурăна 500 гектар çинче туса илме палăртать. Çурхисем «Канмаш» агрофирмăн планпа 1100 гектар йышăнĕç, паянхи куна планăн çуррине пурнăçланă та ĕнтĕ.
     Кĕрхи культурăсене апатлантарас ĕçе ра- йонта вĕçленĕ. 25 хуçалăх çурхи культурăсене акмалли плана туллин пурнăçланă. Хастаррисен йышĕ кунсерен хушăнсах пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *