Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерÿ паркĕ уçнă

Çĕнтерÿ паркĕ уçнă

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăтапуç ял тăрăхне кĕрекен Кайăкялĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсене асăнса Çĕнтерÿ паркĕ уçнă.

     Паркăн тĕп архитекторĕ тата ĕçсен йĕркелÿçи — медицина наукисен докторĕ, профессор, РСФСРăн тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, çыравçă Николай Григорьевич Григорьев. Вăл çак пархатарлă пуçарушăн чун-чĕрипе çуннă, строительсем патне час-часах пырса çÿренĕ. Парка йĕркелесе яраканĕсем ял халăхĕ тата унăн çывăх çыннисем пулнă.
     Çак хастарсенчен пĕри — Петр Андреевич Михайлов. Вăл Кайăкялĕнче çуралса ÿснĕ, 40 çул ытла Шупашкарти «ЖБК-9» организацире ĕçлет, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕстроителĕ. Асăннă организацин генеральнăй директорĕ Владимир Георгиевич Петрушов паркри монумента тума укçан пулăшнă. Унăн ашшĕ, Георгий Георгиевич, хăй вăхăтĕнче Вăтапуç шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ. Çав тапхăрта пĕлÿ çурчĕ вăтам шкул статусне илнĕ (1962 çул).
     Николай Григорьев академик çак пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме çĕр пин тенкĕ ытла спонсор пулăшăвĕ панă, ку ĕçре ял халăхĕ те айккинче юлман.
     Обелиск плитисем çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 71 хушамат кĕртнĕ, вĕсенчен 50-шĕ — вăрçă хирĕнчен таврăнайман салтаксем. Çĕнтерÿпе таврăннисен йышĕнче Николай Григорьевич Григорьевăн ашшĕ — Григорий Семенович Семенов, Петр Андреевич Михайловăн ашшĕ Андрей Михайлович Михайлов та пур. Григорий Семенович вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çапăçăва кĕнĕ. Вăл Çĕнтерĕве Австрин тĕп хулинче Венăра кĕтсе илнĕ, Румыни, Албани, Югослави, Чехословаки тата Венгри çĕршывĕсене ирĕке кăларассипе йĕркеленĕ операцисене хутшăннă.
     Часавай çинчи куполпа хĕресе вырнаçтарма Шупашкарти «Плазмотех» предприяти директорĕ Виктор Валерьянович Михайлов укçа парса пулăшнă. Техника вăйĕпе йĕркелемелли ĕçсене академикăн тăванĕ Игорь Михайлович Михайлов хăйĕн тракторĕпе пурнăçланă.
     Паркри сооруженисем патне 45 картлашка тăрăх çитме пулать, вĕсем 1945 Çĕнтерÿ çулне палăртаççĕ. Обелиск Мамаев курганĕ çинчи тĕнчипе паллă палăка аса илтерет. Кайăкялĕнче пурăнакансем хăйсен ялĕнче çакнашкал Çĕнтерÿ паркĕ пурришĕн чăннипех те мăнаçланаççĕ. Строительство ĕçĕсене йĕркелесе пыма Владимир Федорович Фарбер та пысăк пулăшу кÿнĕ.
     Паркра Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ кашни паттăра асăна пĕрер йывăç лартнă, кашнин çине вĕсен хушаматне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех 152 мм гаубица та вырнаçтарнă.
     Çĕнтерÿ паркне уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Николай Григорьев академик тата Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Федоров хутшăннă. Хăнасен йышĕнче чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов тата ыттисем пулнă.
     Çĕнтерÿ паркне уçнă хыççăн мероприятие хутшăннисем обелиск умне чĕрĕ чечексем хунă, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă.
     Паркра вăрçă çулĕнчи юрă-кĕвĕ шăраннă, кайран пурте салтак пăтти тутанса пăхнă.

Юрий НИКИТИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *