Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çурхи ака ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ

Çурхи ака ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ

     Кăçал çуркунне чылай кая юлса килчĕ. Çавна май районти çĕр ĕçченĕсем ака ĕçне ытти çулхипе танлаштарсан часах пуçăнаймарĕç. Апла пулин те ĕç хăвăртлăхĕ савăнтарать.
     Хальхи вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Сеялкăллă агрегатсем техника культурисен уйĕсенче ĕçлеççĕ, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарма пĕр çул ÿсекен курăксен анисене вăрлăх хываççĕ.
     Çанталăк тăруках ăшăтса кайнăран калчасене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă ĕрчеме тытăнчĕ. Çĕр ĕçченĕсем ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ-вĕçлемен сăтăрçăсемпе кĕрешме тытăнчĕç, çавăн пекех хими препарачĕсемпе усă курса уйсене çум курăкран та тасатаççĕ.
     Нумаях пулмасть Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятине çитсе килтĕмĕр. Унти уй-хир ĕçĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов паллашрĕç. Кировецсем кукуруза акассипе тимлетчĕç, сĕтеклĕ апат ĕнесенчен пахалăхлă продукци илме май парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code