Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чаршав уçăлнă май…

Чаршав уçăлнă май…

Ял-салара пурăнатпăр пулин те Шупашкарти театрсенче кăтартакан спектакльсен премьерисене пур-пĕр кайса курма тăрăшатпăр.

     Эпĕ хамăн пурнăçăн вунă çулне Краснодар тăрăхĕнчи пĕр ялта ĕçлесе ирттертĕм. Унти ялсене хутор, станица е поселок теççĕ. Çак статьяна çырма ларнă май вырăнта пурăнакан пĕр çын калани аса килчĕ: «Шупашкар хулинче пулса курни ĕмĕр асран тухмĕ. Сирĕн унта кашни урамра тенĕ пекех тĕрлĕрен театр, филармони, кинотеатр вырнаçнă пулĕ. Пур çĕрте те афишăсем çакăнса тăраççĕ. Чăвашла пĕлмесессĕн те Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрне спектакль кĕрсе куртăм, апла пулин те артистсем мĕн калас тенине лайăх ăнлантăм, питĕ асамлă та кăткăс пулчĕ». Çапла, питĕ илемлĕ тата куракансен асĕнче нумайччен юлмалла ăста выляççĕ пирĕн сцена ăстисем.
Артистсем нумаййăн, вĕсем хăйсене шанса панă рольсене тĕлĕнмелле калăплама пултараççĕ. Вĕсенчен чылайăшне çывăхах пĕлетĕп. Кăшнаруй шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Зоя Петровна урокĕсене унăн пĕчĕк хĕрĕ Светлана итлесе ларни халĕ те куç умĕнчех. Акă епле аса илет çав çулсене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн- че тĕрлĕрен сăнар калăплакан Светлана Владимировна Дмитриева:
     — Асаннепе килте юлас килместчĕ, аннепе шкула çÿреме юрататтăм. Пĕрремĕш класа кайичченех çырма-вулама вĕрентĕм. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксен альбомне алла илетĕп те… анне кĕçĕн класран вĕрентсе кăларнă хăш класпа кăна сăн ÿкерĕнмен эпĕ. Тата килте юлма питех те шикленеттĕм эпĕ: пĕрре мана урама уçăлма тухсан тутлă канфетпа илĕртсе лав çине лартнă та вăрласа кайма пуçланă. «Çук, парса ямастăп, ачана ăçта илсе каятăр», — тесе каланă Лисук аппа сăмахĕсем халĕ те асрах. Вăл тамба урамĕн-че пурăнатчĕ, çав кун мана çăлса хăварман тăк шăпа епле çаврăнса тухнă пулĕччĕ-ши — пĕлместĕп. Çав синкерлĕ самант хыççăн шкул çулне çитичченех аннепе унăн ĕçне çÿреме пуçларăмăр.
     Эпĕ Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă çулсенче Зоя Петровна вожатăй тивĕçĕсене пурнăçласа пыратчĕ, класс ертÿçи те пулнă вăл. Ăна эпĕ яланах ырăпа аса илетĕп. Светланăн ашшĕпе амăшĕ тата çывăх тăванĕсем ялти клуб сцени çинчен анма пĕлместчĕç. Мĕн тери илемлĕ спектакльсем лартса куракансене тĕлĕнтермен-ши вĕсем?! Районти драма конкурсĕнче те палăрма пултарнă, чăн-чăн артистсене илсе килсе выляттарнă тесе вĕсен ĕçне хаклава йышăнманни те пулнă. Сцена çинче вĕрентекенсем, уй-хир бригадинче, фермăра тăрăшакансемпе трактористсем вылянине пĕлсен жюри членĕсем хытах тĕлĕннĕ. Çапла, Светлана Владимировнăн пултарулăхĕ ламран-лама куçса пыракан хăватлă йăхри çăл куçран пуçланать.
     Вĕсем хамăр тăван ялти хĕр тантăшĕпе, халĕ чăваш- сен тава тивĕçлĕ артисткипе Ирина Александровна Архиповăпа пĕрле, 1993 çулта М.Щепкин ячĕллĕ театр институчĕн актерсен уйрăмĕн- чен вĕренсе тухнă. Шăпах çав çултанпа пултаруллă артисткăсем Çамрăксен театрĕнче ĕçлеççĕ те. Унтанпа мĕн чухлĕ сăнар калăпламан-ши вĕсем. Светлана Владимировнăнне ятарласа шутларăм та — 86 спектакльти 86 хăватлă сăнар тухрĕ, эпĕ пĕлменни, паллах, тата та пур!
     Ĕçе пуçăнсанах ăна А. Вампилов хайланă «Аслă ывăл» пьесăри Макарская, А. Островскин «Парнесĕр хĕр» пьесăри Цыганка, Б. Чиндыковăн «Аслă ывăл, хайлаври Наташа, унтан Н. Сидоровăн «Юратусăр телей çук» пьесăри Лиля, Б. Васильевăн «А зори здесь тихие» хайлаври Галя Четверток, Н. Арбанăн «Çуллахи каçри» Катя, Н. Сидоровăн «Шупашкарти савни качча каять» пьесăри Наташа ролĕсене выляма шанса панă.
     Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчи артистсем сцена çинче чăвашла та, вырăсла та выляççĕ. Вĕсен пултарулăхне куракан хапăл туса йышăнать, кашни сăнар шăпишĕн чун-чĕрипе пăшăрханать, савăнать…
     Çак кунсенче Светлана Владимировна Дмитриева 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Юбилей каçне артистка сцена çинче ирттерчĕ. Унăн пултарулăхне кăмăллакансем Н. Сидоровăн «Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске» хайлавне курса савăнчĕç. Пирĕн юратнă артистка çак пьесăри Акаççи рольне выляса куракансен кăмăлне яланхиллех тыткăнларĕ.
     Светлана Дмитриевнăна çирĕп сывлăх, телей, театр пурнăçĕнче ăнăçупа ăсталăх сунатпăр.

Юрий НИКИТИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *