Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Ăмăрту вăйлисене палăртрĕ

Ăмăрту вăйлисене палăртрĕ

Пушар хуралĕн ĕçченĕсен, вĕсемех çăлавçăсем те, профессийĕ хăрушлăхпа çыхăннă. Вĕсем кунсерен тенĕ пекех инкекпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. Çак тан мар кĕрешÿре «çĕнтерÿçĕ» пулса тухас тесен професси ăсталăхне туптасах тăмалла. Ăна çÿллĕ шая çитерес, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашас тĕллевпе çулсерен ăмăрту йĕркелеççĕ.

     Çакнашкал ăмăрту пирĕн республикăра 2019 çулта Сĕнтĕрвăрринче (пĕлтĕр эпидеми лару-тăрăвне пула ăмăртăва йĕркелемен) иртнĕ пулсан кăçал ĕçтешĕсене Канашри пушар хуралĕн 15-мĕш чаçĕ йышăнчĕ. Ăмăртусем мĕнле иртнине Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн начальникĕ Валерий Зеленин тата унăн пĕрремĕш çумĕ Алексей Струженков хакларĕç.
     Ăмăртăва республикăри пушар хурал чаçĕсен 8 команди пуçтарăнчĕ. Çăлавçăсем чи малтан пушар хуралĕн 15-мĕш чаçĕн территорийĕнче вырнаçнă вĕренÿ башнине штурмларĕç. Пушар чикмекĕсене этажран этажа хăвăрттăн куçарса пырса чи çÿлти хута лекме васкарĕç. Кашни спортсмен хăйĕн ăсталăхне икĕ хутчен тĕрĕслесе пăхма пултарчĕ. Вĕсем башньăна штурмланине хулари вĕренÿ заведени- йĕсенче пушар хăрушсăрлăх ĕçне вĕренекен студентсем курса тĕлĕнчĕç, ара, çитес вăхăтра хăйсен те çак чикмексене йăтса стена тăрăх çÿлелле кармашма тивет-çке.
     Ăмăртăвăн пĕр тĕсне чаçре вĕçленĕ хыççăн çăлавçăсем Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадиона çул тытрĕç. Унта вĕсем чăрмавлă 100 метрлă дистанцие парăнтарчĕç, унтан ушкăнпа пушар «сÿнтерме васкарĕç». Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене медаль, диплом тата кубок парса чысларĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code