Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ака-суха вĕçлесен чăваш пухать акатуй

Ака-суха вĕçлесен чăваш пухать акатуй

Канаш районĕнче июнĕн 5-мĕшĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — «Акатуй» кĕрлерĕ. Унăн тĕп теми кăçал Раççейри Наукăпа технологисен çулталăкĕпе тата Чăваш Республикинче иртекен Сăрпа Хусан хÿтĕ-лев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа çыхăннă.


     Канашсем Акатуй иртекен «Урожай» стадионра хăнасене улăпла пĕремĕкпе кĕтсе илчĕç. Пĕремĕке Чăваш Республикин, Канаш районĕн тата Канаш енри 24 ял тăрăхĕн гербĕсемпе, районăн карттипе илемлетнĕ. Пылак çимĕçе ятарласа уяв тĕлне Чувашпотребсоюзăн Канаш районĕнчи райпо тытăмĕн «Кооператор» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн кондитерĕсем пĕçернĕ. Вăл республикăри чи пысăк пĕремĕк тесен те йăнăш пулмасть. Вырăнти райпо пуçлăхĕ Валентина Козлова пĕлтернĕ тăрăх, пĕремĕк 200 килограмм ытла таять, тăршшĕ — 6 метр, сарлакăшĕ — 2 метр ытла.
     Канаш районĕн пуçлăхĕ Сергей Шерне тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов уява хутшăнакансене сывлăх сунса Акатуй ячĕпе саламларĕç тата çĕр ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕç. Вĕсем тивĕçлĕ ĕçленĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх кăçал ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче акмалли пĕтĕмĕшле лаптăк 34 пин те 850 гектар, ку иртнĕ çултинчен нумайрах. Кĕрхи тырăсене 7890 гектар акса хăварнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1414 гектар ытларах. Çурхи ака вăхăтĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14442 гектар, техника культурисене 5100 гектар акнă. Плана ирттерсе тултарнă.
     Ял хуçалăх организацийĕсен калчисене коллективлă тĕрĕсленĕ хыççăн комисси «Канаш-Агро», «Агат», Протасов Иван Владимирович хресчен (фермер) хуçалĕхĕсене, Киров ячĕллĕ хуçалăха тата Петров Вячеслав Васильевич хресчен (фермер) хуçалăхĕн уйĕсене уйрăммăн палăртрĕ.
     Уяв сцени çинче малта пыракан хуçалăхсемпе фермерсене патшалăх тата ведомство наградисемпе, сертификатсемпе, дипломсемпе, хисеп хучĕсемпе тата тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.
     Район уявне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Виталий Иванов, Юрий Попов, Валерий Павлов, районсен тата хуласен пуçлăхĕсем килсе çитрĕç.
     Уявра курмалли нумай пулчĕ. Район çирĕп аталанса пынине хальхи вăхăтри ял хуçалăх техникин «Уй-хирĕн мăнаçлă карапĕсем» куравĕ туллин ĕнентерчĕ. Сăмах май, 2021 çулта районти хуçалăхсем 109 миллиард ытла тенкĕлĕх 55 единицина техника туяннă.
     «Наукăпа технологисен тĕнчи» лапамра Уçырма, Шăхасан, Хучел, Сиккасси, Катек шкулĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Ачасем юрларĕç, сценкăсем лартрĕç, опытсем тата проект ĕçĕсене кăтартрĕç.
     «Паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех мухтавлă» лапамра Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилова ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнчи патриот клубĕн, Ача-пăча пултарулăх центрĕнче вĕренекенсен Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕçне сăнлакан презентацине, макетсене вырнаçтарнă.
     Уявра тĕлĕнмелли те нумай пулчĕ. Самолет çинчен Раççей, Чăваш Ен тата Канаш районĕн ялавĕсем çакнă 12 парашютист сикрĕ, тÿпери шоу уява хутшăнакансем çине ÿкнĕ канфет çумăрĕпе вĕçленчĕ. Çак шоу Шупашкарти парашютистсен клубне çÿрекен спортсменсене пула пурнăçа кĕме пултарчĕ.
     Кану зонинче хăнасене авалхи инксен юррисемпе «Руна» ушкăн кĕтсе илчĕ. Эдисон ятлă музыкант сăнарлă инструментсемпе, кенăпа, флейтăпа тата пиакпа илемлĕ кĕвĕсем вĕрсе каларĕ. Кунтах Эквадортан илсе килнĕ ал ĕçĕн сувенирĕсене туянма май пулчĕ. Сцена çинче Азербайджанри Амир Бабаев силач тата йог куракансен чĕрисене тĕлĕнтермĕшсемпе тыткăнларĕ. Амир вичкĕн кинжалсем тăрăх çара уран утса иртрĕ, тĕреклĕ арçын ларакан пукана шăлпа çĕклерĕ, шĕвĕр пăта тата кантăк ванчăкĕсем тăрăх утса та аманмарĕ.
     Хăнасене Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ «Сурпан «ПĔрле» юрăпа ташă композицийĕпе, «Алран кайми аки-сухи» юрăпа, «Çурхи шăнкăрав» музыка саламĕпе савăнтарчĕ. Уяв программине районта иртнĕ «Иксĕлми Канаш ен çăл куçĕсем» фестиваль çĕнтерÿçисем — ялсенчи пултарулăх коллективĕсем тăсрĕç. Канаш районĕнчен тухнă чăваш эстрадин юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе çынсен кăмăлне çĕклерĕç.
     Уявра районти ял тăрăхĕсем хăйсен территорийĕсенче ĕçлекен фермерсемпе тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе паллаштарчĕç.
     Юрха утсен ăмăртăвĕсене республикăри чи ла-йăх лашасем хутшăнчĕç.
     Спортсменсем волейбол, футбол вăййисенче, çăмăл атлетика эстафетинче, кире пуканĕ йăтса, мас-рестлингра, армспортра тупăшрĕç.
    Уявăн çамрăк хăнисем валли аттракционсем, батутсем, илемлĕ каретăпа, капăрлатнă лашасемпе, понисемпе ярăнтарассине йĕркеленĕ. Илемлĕ тата асра юлакан уяв туслă лару-тăрура иртрĕ, пурте савăк кăмăлпа юлчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *