Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > «МолГород» — çамрăксене аталанмалли форум

«МолГород» — çамрăксене аталанмалли форум

Региона аталантармалли çамрăксен «МолГород» форумĕ кăçал 900 çынна пĕрлештерет, вĕсен умне 50 эксперт тухса калаçать.

     Пĕрремĕш смена июнĕн 9-13-мĕшĕсенче ĕçленĕ. Çамрăксене кунта студент, предпринимательство, ыр кăмăллăх, экологи, проект ăсталăхĕ çинчен каласа ăнлантарнă. Иккĕмĕш смена июнĕн 13-17-мĕшĕсенче çамрăксене йышăннă. Хальхинче вĕсем медиа тата массăллă хыпарлав хатĕрĕсем, ИТ тата киберспорт, Атăлçи федераци округĕнче хăвăрт аталанакан волонтер юхăмĕ, карьерăпа ĕçе вырнаçасси, Раççейри шкул ачисен юхăмĕ тĕлĕшпе пĕлĕвне ÿстернĕ.
     Форумра наукăпа кăсăкланакан çамрăксемпе пĕрле регионти мĕн пур аслă шкул ректорĕсем, предприятисен ертÿçисем пуçтараннă.
     Кунтах республикăри студентсен наукăпа пултарулăхри куравне уçнă. Унта 25 проект тăратнă.
     «Çакнашкал стартсем — ятарлă уйрăм продукт. Çакăн пек проектсене чăваш шкул ачисемпе студентсем пурнăçа кĕртнипе мăнаçланмалла кăна», — тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева.
     «МолГорода» йĕркеленĕренпе кăçал 12 çул çитнĕ. Çак вăхăтра форума 12 пин ытла çын, çав шутра Раççейри 27 регион тата тĕнчери 13 çĕршыв представителĕсем, хутшăннă.
     Форумăн иккĕмĕш сменине хутшăнакан Канаш районĕн делегацийĕ 17 çынран тăрать. Унăн йышĕнче Уçырма, Чакаç, Шăхасан, Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăтакас Кипеч, Ухман шкулĕсен вĕренекенĕсем. Ушкăна Уçырма вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ максим Александров ертсе пырать.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *