Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чирлес мар тесе вакцинациленмелле

Чирлес мар тесе вакцинациленмелле

Коронавирус чирĕ ниепле те лăпланасшăн мар-ха. Кунсерен хăйĕн çинчен аса илтерсех тăрать. Маскăпа çÿремелли режим иртет пулĕ-ха тесе савăннăччĕ, çук, каллех чирлекенсем йышланчĕç. Ку чир тĕлĕшпе районти лару-тăру еплереххи çинчен район больницин тĕп тухтăрĕпе Сергей Шернепе калаçатпăр.

     — Пирĕн районта 2020 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи июнĕн 15-мĕшĕччен коронавируспа чирленĕ 623 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 30-шĕ — ачасем. 591 çын сывалнă, мĕн пур йышăн 95 проценчĕ. Пандеми пуçланнăранпа çак инфекцие пула 23 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 11-шĕ кăçал пурнăçран уйрăлчĕ.
     Паянхи куна илес тĕк, 9 çын ковидпа чирлĕ, вĕсенчен иккĕшĕ стационарта сипленет, çичĕ пациент — амбулаторире.
     — Сергей Александрович, пĕр вăхăт район больницин те «ковид центр» режимпа ĕçлеме тиврĕ вĕт-ха.
     — Çак чирпе чирлисен шучĕ республикăра йышланса кайнине пула Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕччен ковидгоспиталь пек ĕçлерĕмĕр. Çавна май хирурги корпусĕнче 145 койка вырăна коронавируспа чирлисем валли уйăртăмăр. Госпитальтен 862 пациент сывалса тухрĕ, 54 çын, шел те, çак муртан çăлăнаймарĕ. Вăраха кайнă чирсемпе ?сахăр диабечĕ, сывлав органĕсен, чĕре чирĕсем/ аптракансене уйрăмах хĕн пулчĕ. Ун пек çынсемшĕн прививка тутарни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
     — Халĕ пур çĕрте те вакцинаци тумалли çинчен калаççĕ. Çакăн çинчен те калаçар-ха…
     — Лару-тăру йывăрри пирки каларăмăр ĕнтĕ. Чире малалла сарăлма парас мар тесен, паллах, прививка тутармаллах. Шел те, çынсем çакна шута илесшĕн мар. «Мĕн тума кирлĕ. Кам пĕлет ăна, мĕнле эмелпе тăваççĕ», — евĕр калаçусене час-часах илтме пулать. Хăй сывлăхĕшĕн тăрăшакан çыннăн çакăн пек çăмăлттай шухăшлав пулмалла мар. Халăха масăллă вакцинаци туни вируспа тата унăн çĕнĕ шамĕсемпе кĕрешмелли чи шанчăклă мел пулса тăрать. Вирус мĕн чухлĕ сахалрах сарăлать, унăн мутациленес шайĕ çавăн чухлĕ пĕчĕкрех пулать.
     Раççейре халĕ коронавирус инфекцийĕнчен прививка тума «ГамКовидВак», «ЭпивакКорона» тата «КовиВак» препаратсемпе усă кураççĕ. Вĕсем икĕ компонентран тăраççĕ: пĕрремĕш тапхăр иммунитет ярать, иккĕмĕшĕ ăна вăйлатать. Çакă иммунитета вăрах вăхăта йĕркелеме май парать. Асăннă вакцинăсенчен пĕринче те чĕрĕ вирус çук.
     Палăртса хăваратăп: вакцинацие район больницин поликлиникинче, Татмăшри, Карăклăри врач амбулаторийĕсенче тăваççĕ. Прививка тутарас тесен 8?83533/ 49-3-43 номерпе шăнкăравласа, «Госуслуги» сайт урлă çырăнма пулать.
     Эпĕ çынсене хăйсен сывлăхне ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ пулăттăм. Хăвăра та, çывăх çыннăрсене те упрăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *