Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Апат пахалăхĕ тĕп вырăнта

Апат пахалăхĕ тĕп вырăнта

Районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем нумай çул ÿсекен курăксене 4195 гектар çулнă, планăн 86 проценчĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 2370 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ (68 проц.).

     Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата асăннă пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев утçи еплерех пынипе тăтăшах вырăна тухса паллашаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятине çитсе килчĕç.
     Нумай çул ÿсекен курăка унта «Е-303» тата «KSU-1» хăйсене тĕллĕн çÿрекен косилкăсемпе çулаççĕ. Типнĕ хыççăн икĕ «RB-15» агрегатпа пуçтарса преслаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 200 тонна яхăн утă хатĕрленĕ.
     Киров ячĕллĕ ЯХПКра выльăх апачĕн пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çавăнпа та хуçалăх ертÿçи Герман Владимиров тата яваплă специалистсем çак ĕçе çирĕп контроллесе тăраççĕ. Мĕншĕн тесен ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче текен каларăш çулла кăна мар, хĕлле те хăйĕн пĕлтерĕшне тÿрремĕнех уçăмлатать.
     Киров хуçалăхра сенаж та хывма тытăннă. Паянхи куна çак сĕтеклĕ апата 400 тонна янтăланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *