Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Орленок» тĕнче курăма пуянлатрĕ

«Орленок» тĕнче курăма пуянлатрĕ

Чакаç вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче тăрăшуллă та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Анна Беллиева, вĕренÿ отличникĕ. Вăл иртнĕ çул «Чăваш пики» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Кăçал вара Аня «Орленок» лагере кайма тивĕçрĕ.

Манăçми çул çÿрев

     Пирĕн çÿллĕрех шайри грамотăсене Шупашкара ярса памалла пулнă. Темиçе кунтан анне ман пата шăнкăравлать: «Саламлатăп, Аня, эсĕ лагере кайма путевка çĕнсе илнĕ. Каятăнах-и вара?» — тет. «Илнĕ япала каятăп ĕнтĕ», — тетĕп. Эпĕ 5-мĕш сменăна лекрĕм. Чăваш Республикинчен эпир 10 ача кайрăмăр. Канаш райо- нĕнчен эпĕ кăна.
     Смена апрелĕн 23-мĕшĕнче пуçланчĕ, 21-мĕшĕнче Канашран поездпа тапрантăмăр. Кунтан кайнă чухне пирĕн патра юр выртатчĕ. Унта çитрĕмĕр те — çуркунне. Пĕтĕмпех шап-шурă çеçкере.
     Орленок — пĕр пысăк лагерь. Унăн территорийĕнче тата вунă лагерь вырнаçнă. Эпĕ «Олимпийская деревня» лагере лекрĕм. Вăл чи çĕнни. Ăна 2012 çулта уçнă. Раççейрен пурĕ 12 делегаци килнĕ. Пĕрремĕш кунхине паллашрăмăр.
     Хам чăваш пулнишĕн, чăвашла пĕлнишĕн мăнаçлантăм. Эпир отряда Чăвашран иккĕн лекнĕ. Республикăпа тивĕçлипе мухтантăмăр. Ун çинчен хăпартланса каласа патăмăр. Чăвашла сăвă каларăм, Çеçпĕл Мишшин «Ти-нĕсе» сăввине те вуларăм. Урăх чĕлхепе калаçнине итлеме питĕ интереслĕ. Нумай ачана чăваш сăмахĕсене, çирĕпленнĕ сăмах çаврăнăшĕсене калама вĕрентрĕм: «Сывлăх сунатăп», «Эпĕ сана юрататăп», «Апачĕ тутлă пултăр» евĕр сăмахсен çыхăнăвĕсене.
     «Родные языки народов» фестиваль пулчĕ. Эпĕ те хутшăнтăм унта. Пире пысăках мар текст пачĕç. Ăна кашни ачан хăйĕн чĕлхине куçармалла пулчĕ. Çав куçарăва вара «Орленок» летопиçне кĕртеççĕ. Эпир те хамăрăн пая летопиçе хăвартăмăр. Хамăр чĕлхепе вăйă выляттартăмăр: чăвашла ыйту парса хуравлаттартăмăр. Манпа пĕр отрядра пулнă Шупашкар районĕн ачи Емельян: «Эпĕ лагерьте чăвашла калаçнă чухлĕ килте те калаçман», — тет. Çакăн пек хутшăнусем чĕлхене лайăхрах пĕлме пулăшнине каларĕ.
     «Орленокра» пулни, унта тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ регион ачипе паллашни мана питĕ нумай çĕннине пĕлме май пачĕ. Манăн шухăшлава улăштарчĕ, тавра курăма пуянлатрĕ. «Орленок» шкулĕнче эпир уроксенче вĕрентĕмĕр. Учительсем питĕ çирĕп ыйтаççĕ. Танлаштарура тăван шкулти вĕрентекенсем чи лайăххисем пулнине ăнлантăм. «Орленока» кайса килме мана çул уçса панăшăн Чакаç вăтам шкулĕн директорне Роза Васильевна Анисимовăна, класс ертÿçине Людмила Аркадьевна Петровăна, Антонина Васильевна Долгова вĕрентекене, атте-аннене питĕ пысăк тав. Ĕмĕрлĕ-хе асра юлмалли çул çÿрев пулчĕ. Хура тинĕс асамлăхĕ, çут çанталăк илемĕ тыткăнларĕ.

Чи хакли — атте-анне

     Килте пире мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçтарнă. Эпир çемьере виçĕ ача: эпĕ, йăмăкăм Мая, шăллăм Сергей. Иккĕшĕ те питĕ пултаруллă. Пурте чăвашла калаçатпăр. Атте туркмен пулсан та чăвашла таса калаçать. Эпир асаннепе пĕрле пурăнатпăр.
     Манăн асанне Нина Афанасьева Беллиева. Шкул вĕренсе пĕтерсен Туркмение çул тытнă. Вăл вăхăтра çамрăксем аякри тăрăхсене ĕçлеме тухса кайнă. Асаттепе тĕл пулса паллашнă. Çемье çавăрса виçĕ ачана çутă кун пилленĕ. Кил-çурт тунă. Самана пăтрашăнма пуçласан, 1996 çулсенче, асанне амăшĕ чирлĕ пулнăран ăна пăхма Чăваш çĕршывне каялла килет. Вăл пире туркмен апат-çимĕçне те пĕçерсе парать. Çав çĕршыв çинчен каласа кăтартать. Асанне хыççăн атте те кунта килет. Шел те, асаттене курма пÿрмен, вăл пиртен ĕмĕрлĕ-хех уйрăлса кайнă.
     2018 çулта пирĕн пата Туркменирен аттен тетĕшĕ хăнана килчĕ. Асаннепе атте унпа туркменла шакăртаттараççĕ кăна. Атте кунта килсен вĕреннĕ чăваш чĕлхине. Тĕрĕсрех, аннепе пĕрлешсен анне вĕрентнĕ. «Мана тăватă кун кирлĕ туркмен чĕлхине аса илме», — тет атте. Вăл пире хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри йăла-йĕрке çинчен каласа кăтартать. Çав тери ăста алăллăскер аттем.
     Анне манăн Ушанар ялĕнчен. Профессийĕпе выльăх тухтăрĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса тăвать. Выльăх çине пăхсах вăл мĕнпе чирлине пĕлет. Аттепе анне пире ачаранах ĕçе, типтерлĕхе вĕрентнĕ. Вĕсем питĕ маттур, пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Эпĕ вĕсене питĕ юрататăп, вĕсемпе мухтанатăп.

Пирĕн туслă класс

     Шкулти дисциплина, пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусем ачашăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ача вăхăта ытларах шкулта ирттерет.
     Пирĕн класс питĕ туслă. Эпир темле конкурса та хутшăнатпăр. Ĕç хушсан тивĕçлипе тăватпăр. Пирĕн класс ертÿçи Людмила Аркадьевна пурнăç майне вĕрентсе пырать. Шкул программине кăна мар, пурнăçра тĕрлĕ лару-тăрăва лексен унтан çаврăнса тухмалли майсене ăнлантарать. Экскурсисене илсе çÿрет. Ача çине пăхса вăл мĕнпе интересленме пултарнине, ăна мĕн шухăшлаттарнине пĕлет. Тĕрлĕ енлĕ аталантарать. Спорт мероприятийĕсене хутшăнма хавхалантарса тăрать.
     Пирĕн класра 14 ача. Пурте питĕ пултаруллă, тăрăшуллă, лайăх вĕренеççĕ. Вĕренÿре те, спортра та, илемлĕ пултарулăхра та ялан малта пирĕн класс. Ĕç хушсан эпир ăна тĕплĕн тума тăрăшатпăр. Хамăн класа питĕ юрататăп.
     Кĕнеке вулама, пахчара тĕрлĕ эксперимент тума, чечек ÿстерме кăмăллатăп. Каннă чухне мелодрама пăхатăп. Хамăн та кино ÿкерес е продюсер пулас ĕмĕт пур.
     Çакăн пек калаçу пулса иртрĕ пирĕн Аньăпа редакци тĕпелĕнче. Тăрăшуллă та çаврăнăçуллă хĕре ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *