Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пулă тытнă, тĕл лектерессипе ăмăртнă

Пулă тытнă, тĕл лектерессипе ăмăртнă

Нумаях пулмасть районти ветерансемпе сусăрсем тата аслă ÿсĕмри çынсем пулă тытассипе, çавăн пекех пневматика винтовкинчен тĕл перессипе ăмăртнă. Мероприятие районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, инвалидсен общество организацийĕсем тата Раççейри ДОСААФ йĕркеленĕ.

     Çут çанталăкра вăхăта усăллă ирттерме пуçтарăннисен умĕнче район пуçлăхĕ С. Шерне, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Сергеева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн В. Ивановăн пулăшуçи Т. Смирнова, хулапа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçин çумĕ Е. Сорокина, Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лазарев, Канаш телевиденийĕн ертÿçи В. Тимофеев тата Пинер ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ П. Федоров сăмах тухса каланă. Кашнине лайăх кăтартусем тума ăнăçу суннă.
     Ăмăртăва спортсменсем вун пĕр ял тăрăхĕнчен тата район администрацийĕнчен командăсем тăратнă. Вĕсен канăвне Энтрияль ял тăрăхĕнчи «Пинер» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем савăнăçлă юрă-кĕвĕ шăрантарса илем кÿнĕ.
     Пулă тытассипе тата мишеньсене тĕл лектерессипе Пайкилт ял тăрăхĕн команди палăрнă, вĕсен — пĕрремĕш вырăн. Вăтапуçсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Район администрацийĕн команди виççĕмĕш вырăна тухнă. Чи нумай пулă тытаканĕ Н. Михайлова (Вăтапуç ял тăрăхĕ) пулнă, чи пысăккине В. Максимов (Хучел ял тăрăхĕ) туртса кăларнă, ăмăрту йĕркелÿçисем чи пĕчĕк пулă тытакана та палăртса хăварнă, хайхискер Г. Иванова вăлтине çакланнă (районти ветерансен хорĕн солистки). Çавалта раксем те сахал мар иккен, вĕсене тытассипе С. Ильин (Пайкилт ял тăрăхĕ) палăрнă. Мишеньсене тĕл лектерсе А. Семенов (Атнаш ял тăрăхĕ) мала тухнă.
     Çĕнтерÿçĕсене хисеп грамотисем тата парнесем парса чысланă. Тытнă пулăсенчен тутлă уха пĕçернĕ, унпа кашни сăйланма пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *