Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Уй кунне çĕр улмине халалланă

Уй кунне çĕр улмине халалланă

Иртнĕ эрнере пирĕн çĕршывра «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пыракансем Комсомольски районне Çĕр улми уйĕн кунне пуçтарăннă. Çак меропрятие «Слава картофелю» компанисен ушкăнĕ чăмăртаннăранпа 20 çул çитнине халалланă. Унта пирĕн район пуçлăхĕ Владимир Степанов та хутшăннă.

     Семинар программипе килĕшÿллĕн уй кунне хутшăннисене хальхи йышши лабораторин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, теплицăсене кĕртсе кăтартнă. Вăрлăха çĕр улми ăстисем çĕнĕ технологисене усă курса ятарлă пробиркăсенче çитĕнтереççĕ. Хăнасем çавăн пекех çĕр улми уйĕсене те çитсе çаврăннă, хранилищĕсене курса хак панă.
     Пысăк тухăç илесси çĕнĕ сортран кăна мар, пахалăхлă удобренисемпе гербицидсенчен те нумай килет. Çавăнпа та мероприятие хутшăннă кашни çын хăйне валли çĕнни тупма, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума пултарнă.
     «Слава картофелю» агрофирма 2001 çулта йĕркеленнĕ, ун чухне вĕсем 35 гектар çĕре тата ятарлă техникăна тара илнĕ пулнă. Хальхи вăхăтра асăннă агрофирма компанисен ушкăнĕ таран ÿссе аталаннă, виçĕ районти тăватă ял хуçалăх предприятине пĕрлештерсе тăрать. Предприятине Хасиятулла Идиатуллин ертсе пырать.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *