Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ял уявĕсем истори кун-çулне уçăмлатаççĕ

Ял уявĕсем истори кун-çулне уçăмлатаççĕ

Питрав уявĕ çинчен чылайăшĕ илтнĕ паллах. Урăхла пулма та пултараймасть. Ăна пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем мĕн авалтан уявласа паянхи кунчченех упраса хăварма пултарнă. Унтанпа Питрав кунĕн йăли-йĕрки кăштах улшăннă пулин те унăн тĕп шăнăрĕ çав-çавах сыхланса юлнă.

     Асăннă уяв кунĕнче Петрпа Павел апостолсене чыслаççĕ, историрен ăна виçĕ кун таранчченех уявлани те паллă. Хальхи вăхăтра Питрав кунĕ пирĕншĕн мĕнпе çывăх-ха; Чăваш Енре пурăнакансемшĕн Питравра ял уявĕсене йĕркелесе ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Çавна май утă уйăхĕнче кашни ялта тенĕ пекех юрă-кĕвĕ сасси илтĕнет, таврана тутлă шÿрпе яшки тата шашлык шăрши сарăлать. Çынсем вырăнти фольклор ушкăнĕ- сен пултарулăхĕпе киленеççĕ, спорт вăййисене хутшăнса мала тухассишĕн тупăшаççĕ. Çавăн пекех ял тата общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакансене Тав хучĕсемпе парнесем парса чыслаççĕ.
     Укçа-тенкĕллĕ ялсем кĕрекене паллă эстрада çăлтăрĕсене йыхравлани те вăрттăнлăх мар. Пĕр сăмахпа каласан, Питрав кунĕнче ял-йыш чун-чĕререн савăнать, аякри тăванĕсемпе пĕлĕш-хурăнташне курма пултарать. Мĕншĕн тесен ял уявне унччен малтан тăван тăрăхран тухса кайнисем кирек мĕнле пулсан та çитсе курма тăрăшаççĕ.
     Вăрăм тăрăхĕнчи ялсенче çакнашкал уявсем Питрав кунĕ тĕлне иртмеллеччĕ. Шел, коронавирус инфекцийĕ çынсем пысăк йышпа пуçтарăнакан уявсене йĕркелесе ирттерессинчен тытăнса тăма хистет. Питрав кунне кăçал Маяк ялĕнче (вăл пирĕн проектра маларах ятарласа палăртнăскерччĕ) епле уявланине хаçат страницинче çутатма май килмест пулин те унăн йăли-йĕркипе паллаштарса хăварăпăрах. Çакăн çинчен тĕплĕнрех вырăнти тавра пĕлÿçе, Владимир Малова каласа кăтартма ыйтрăмăр.
     — Маяк ялĕнче пурăнакансемшĕн Питрав уявĕн пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Историе тĕпченĕ май çакнашкал интереслĕ фактсем тухса тăраççĕ. Маяк ялне 1928 çулта Сиккасси салинчен уйрăлса тухнă ултă çемье йĕркелесе янă. Кил-çурт мăрйинчен чи пĕрремĕш тĕтĕм кăлараканĕ Петр Васильевич Майоров пулнă. Вăл 1927 çулччен Сиккасси вулăсĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ шутланнă. Петр Петрович Петров — çĕнĕ вырăнта тĕпленекенсенчен иккĕмĕш. Вĕсем, Петрсем, шăп та лăп 93 çул каялла утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуçласа Питрав уявне йĕркелесе ирттернĕ.
     1977 çулччен Маяк ялĕнче пурăнакансем вăййа ĕлĕкхи йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса тытса пынă, вăйă картине мăшăрланман каччăсемпе хĕрсем çеç тăма пултарнă. Çамрăксен йышĕ чакса пынăран вăййа тинтерех çемье çавăрнисене те хутшăнма ирĕк панă. Хальхи вăхăтра, йăла-йĕрке фольклора куçнă майăн, туслă вăйă картинче ватти-вĕтти те юрласа савăнма пултарать.
     Çĕнĕ вырăна куçса килсе тĕпленекенсене тивĕçлĕ йышăну тумашкăн виçĕ çул вăхăт панă, çак тапхăрта çынсем каялла Сиккассине куçса килме те пултарнă. Вĕсен кил-çурт вырăнĕсене никам та йышăнман. Çакнашкаллисем чăнласах та пулнă. Виçĕ çулта Маяк ялĕнче 78 çемье пурăнма тытăннă, ял ятсăр çÿренĕ, çынсем пропискăра Сиккасси салинче шутланса тăнă.
     Малтанласа пирĕн тăрăхра ял уявĕсене чăнласах та ирттерсех кайман. Ун пек чаплă праçниксене тĕп хуласем çеç йĕркелеме пултарнă. Эпир çакнашкал пĕрремĕш уява Маяк ялĕ йĕркеленнĕренпе 60 çул çитнине халаллас терĕмĕр. Анчах та кашни çул мар, пилĕк çулта пĕр хутчен тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Юлашки хутчен пĕр йышпа пуçтарăнса уявланă çавра юбилей 2018 çулта иртрĕ, теприне 2023 çулта кĕтетпĕр, ун чухне пирĕн ял 95 çул тултарĕ. Тата çакнашкал çирĕплетсе хăварнă йăла пур пирĕн, Питрав уявĕ эрнен кирек хăш кунне лексен те утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчех иртет. Канмалли кунсем çине куçмасть.
     Чăнласах та питĕ кăсăклă, интереслĕ калаçу пулчĕ Владимир Петровичпа. Çывхарса килекен ял уявĕн юбилейĕ тĕлне ăсчахсем çак амакпа кĕрешмелли тата та витĕмлĕ меслет шутласа кăларасса, çавна май изоляци, дистанци тата маска режимĕ çинчен манасса шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *