Главная > Публикации > Эпĕ яланах халăхпа пĕрле пулнă, уншăн ĕçленĕ

Эпĕ яланах халăхпа пĕрле пулнă, уншăн ĕçленĕ

Шемякина Нина Димитриевна — районти паллă çын. Вăл Вăтапуç ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ, чылай çул «Гвардеец» колхозăн комплекслă бригадине ертсе пынă. Ун бригада çĕр улми туса илес енĕпе Мускаври ял хуçалăх выставкине хутшăннă, Нина Димитриевнăна хăйне «Районти чи лайăх бригадир» хисеплĕ ят панă, «Пысăк тухăçлă çĕр улми ăсти» тесе çырнă хăю çыхса янă. Çулĕ чылай пулин те вăл обществăлла ĕçе хастар хутшăнать.

     — Эпĕ 1939 çулта Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Атте, Зайцев Димитрий Егорович, аслă сержант, 1942 çулта Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пуçне хунă. Анне, Зайцева Анна Романовна, аттепе çичĕ çул кăна пурăннă, икĕ хĕр çуратса юлнă. Пурнăç вăрçă вăхăтĕнче питĕ йывăр пулнă. Çимелли пулман, шĕшкĕ кăчăкĕ, çуркунне ана çинче крахмал пуçтарнă. Юрать-ха, анне ĕне усранă, çав выçă вилме паман, анчах кашни çул патшалăха 200 литр сĕт памалла пулнă.
     Хамăр ялта 7 класс пĕтернĕ хыççăн 1953 çулта пирĕн патран 7 çухрăмра вырнаçнă Сиккасси шкулне 8-мĕш класа вĕренме кайрăм. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман. Эрне пурăнма теркăланă çĕр улми хушса пĕçернĕ пĕр хăпарту çăкăр, пĕр пилĕк татăк какай, 3 тенкĕ укçа парса янă. Çĕр улмине анне хăй кутамккапа йăтса пырса паратчĕ. Çавăн пек нушаланса 1956 çулта 10 класс пĕтертĕм.
     Ман Канашри педучилищĕ- не вĕренме кĕрес килетчĕ, анчах анне: «Çук, вĕрентейместĕп, укçа çук», _ терĕ. Вара лавккара ĕçлекен тăван аппа сĕннипе Шупашкарти суту-илÿ шкулне вĕренме кĕтĕм. 1957 çулта унтан вĕренсе тухнă хыççăн мана Вăтапуç лавккине ĕçлеме ячĕç. Ку ялта çурри вырăс, çурри чăвашчĕ. Çамрăкскер, вырăссенчен питĕ шикленеттĕм. Лавккана çÿрекенсем мана хисеплеме пуçларĕç, ăшă сăмах каласа хавхалантаратчĕç.
     1960 çулта çак ял каччипе Шемякин Алексей Степановичпа çемье çавăртăмăр. Вăл икĕ шăллĕпе кăна пурăнатчĕ: ашшĕ вăрçăра пуçне хунă, амăшĕ рак чирĕпе чирлесе вилнĕ. Ман упăшка 9 çулта тăлăха юлнă, тепĕр шăллĕ улттăра, чи кĕçĕнни — виççĕре. Пÿрчĕ начарччĕ, тăрринчен шыв анатчĕ. Упăшка çирĕм пиллĕкреччĕ, эпĕ 19 тултарса çирĕме кайнăччĕ. Леша салтака кайса килнĕ, Канашра поезд çинче кондукторта ĕçлетчĕ.
     Пĕрлешсенех çурт лартас тесе шутларăмăр. Ял Сове- тĕнче Йĕпреç районĕнчи Буинск вăрманĕнче йывăç касма делянка пачĕç. 1962 çулта çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрăмăр. Лупас, хапха турăмăр, мунча лартрăмăр. Виçĕ çул хушшинче пĕтĕмпех туса пĕ-тертĕмĕр. Мĕн чухлĕ куççуль тăкăнчĕ пулĕ, никама кăтартмасăр йĕреттĕм. «Мана кунта вĕренпе сĕтĕрсе килмен вĕт-ха, — теттĕм, — хам ирĕкпе килнĕ». Ăна пăрахса тухса кайсан вăл хăйĕнпе мĕн те пулин тăвасран шикленеттĕм. «Вăл тăлăх, ун ашшĕ-амăшĕ çук, пăрахса тухса кайма юрамасть», — теттĕм хама хам.
     Хам ума çавăн пек тĕллев лартрăм: ман упăшкана вĕреннĕ çын тумалла, вăл вăхăтра вĕреннĕ çынсем питĕ хисепре пулнă. 9 класс, унтан 10 класс пĕтерттертĕм мăшăра. Шупашкарти пединститута заочно вĕренме кĕчĕ. Ун чухне пирĕн икĕ ывăл ÿсетчĕ. Пĕррехинче мана колхоз агрономĕ курчĕ те: «Колхоз панă направленипе партин аслă шкулне вĕренме кайма пулать», — терĕ. Алексей Степановичпа калаçса пăхма сĕнчĕ. Пединститутра вĕренекенсене унта вĕренме илмен пирки упăшкан экзамен çĕнĕрен тытса ял хуçалăх институтне вĕренме кĕме тиврĕ.
     Партин аслă шкулне Алексей Степанович питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ. Вĕсен курсĕнче вĕреннĕ 20 ачана Мускаври ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине экскурсине ячĕç. Ман мăшăра çав ушкăна ертсе пыма шанчĕç. Эпĕ те кайса куртăм Мускава.
     Институтра виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне мăшăра «Гвардеец» колхоза агронома ĕçлеме илчĕç. Диплом илнĕ хыççăн упăшкам мана çапла каларĕ: «Нина, ĕмĕрĕпех сутуçăра ĕçлес çук, сан специальность илмелле, _ терĕ. — Эсĕ питĕ вăйлă математик, сан бухгалтера вĕренмелле». Тĕрлемесри ял хуçалăх шкулĕнчен вĕренсе тухрăм. Ман упăшка çав вăхăтра ачасемпе юлчĕ. Агрономра та ĕçленĕ, ачасене те пăхнă. Асли виççĕмĕш класа каятчĕ, кĕçĕнни — пĕрремĕшне. Выльăх нумайччĕ пирĕн, ĕнене те хăех сунă.
     Тĕрлемесри шкултан вĕренсе тухсан Улатăрти техникума вĕренме кĕтĕм. Ăна та ăнăçлă пĕтерсе диплом илтĕм. Мана колхоз фермине учетчика лартрĕç, унта çулталăк ытларах ĕçлесен Вăтапуç ял Совечĕн секретарьне ĕçе илчĕç. 7 çул ĕçленĕ хыççăн ял Совет председательне суйларĕç. Унта 4 çул ĕçлерĕм. Халăх мана ĕненетчĕ, шанатчĕ, хисеплетчĕ. Анчах аслă пĕлÿ пулманран хама аван мар туяттăм.
     Пурнăç çăмăл пулман пирĕн, канмалли кунсенче те, уявсенче те ĕçленĕ. Килти ĕçе каçпа тунă, мунча та каçпа хутса кĕнĕ, кĕпе-йĕме те каçпа çунă. Упăшка ĕçе тиркесе тăман. Кам киле маларах çитет, çав килти ĕçе тытăнать. Ачасем пулăшма пуçларĕç, хăйсемех плита хутса яратчĕç, апат пĕçерме лартатчĕç. Хам тăватă сехет- ре тăраттăм: ĕне сумалла, ачасене валли апат пĕçерсе хăвармалла, выльăха тăрантса ĕçе каймалла. Упăшка манран вырăн çинче выртса юлман, пĕрле тăрса ĕçленĕ.
     Ял Советĕнче ĕçленĕ чухне колхозниксен пĕрлехи пухăвĕнче мана колхозăн комплекслă бригадин бригадирне суйларĕç. Унта вара ман чăн-чăн пурнăç пуçланчĕ. Ирхине 5 сехет тĕлне колхозăн радиоузелне колхозниксене ĕçе тухма наряд пама каймаллаччĕ. Халăх мана шаннипе ĕçлес килетчĕ, тыр-пул, çĕр улми, выльăх апачĕ ытларах туса илес тесе тăрăшаттăмăр. Ман бригада яланах малти вырăнта пулнă. Мускаври ял хуçалăх выставкине те çитрĕмĕр, районта «Чи лайăх бригадир» хисеплĕ ята та çĕнсе илме пултартăм. «Пысăк тухăçлă çĕр улми ăсти» тесе çырнă хăю та çакса ячĕç, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» значок пачĕç. Халăх пухура мана «Вăтапуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят парас терĕ. Хисеп хучĕсем те пĕр чăматан выртаççĕ.
     Ывăлсем те çитĕнеççĕ, салтака кайма вăхăт çитет. Шутларăм та — пире тепĕр ача кирлех. Турри пулăшрĕ пулĕ, 1978 çулта хĕр ача çуратрăм. Ашшĕ Венера ятлă хурас терĕ. Хамăра çав тери телейлĕ тесе шутлаттăмăр, ашшĕ вара чăтма май çук савăнчĕ. Хĕрĕ те илемлĕ, маттур пулчĕ. Ашшĕ-не питĕ юрататчĕ. Ашшĕ ĕçрен килнине курсан хирĕç чупса пырса мăйĕнчен ыталаса чуп тăватчĕ.
     Ачасем салтакран таврăнсан ĕçлеме пуçларĕç. Асли агронома вĕренсе тухрĕ, кĕçĕнни чукун çул çинче бригадирта ĕçлерĕ. Авланчĕç, çемьеллĕ пулса килтен тухса кайрĕç. Виççĕн анчах тăрса юлтăмăр. Венера килти ĕçе тума пуçларĕ, ĕне анчах сутарман ăна. Пÿрт-çурта, хуралтăсене, мунчана çĕнĕрен кирпĕчрен тăвас терĕмĕр. Пĕтĕмпех кирпĕчрен турăмăр.
     Инкек куçа курăнса килмест теççĕ вĕт. 1992 çулта мăшăрăм Çĕрпĕве колхоз машинипе вăрлăх илме кайнă чух çул çинче аварине лекрĕ. Виçĕ кун пĕр апат çимесĕр, вырăн çине выртмасăр тупăк çумĕн-че лартăм. Мăшăра пытарма пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăнчĕ, районтан та килчĕç. Питĕ хăрарăм Венера улшăнать пулĕ тесе. Хĕрĕм пулман пулсан хам та упăшкапа пĕрлех каяттăмччĕ пулĕ. Алексей Степанович питĕ ырă кăмăллă çын пулнă, пĕтĕм колхозĕпе ырлатчĕç ăна.
Упăшка 57 çулта çĕре кĕчĕ, хам 52-ре юлтăм, Венера — 13-ре. Турă çавăн пек çырнă пулĕ. Халăхпа пĕрле пулса хуйха ĕçпе ирттерсе яма тăрăшаттăм. Уй тăрăх çуран çÿреттĕм, яланах йĕреттĕм, кунта çын курмасть вĕт. Халăх патне тухас умĕн çырмара пите çăваттăм.
     Хĕрĕм ÿссе çитрĕ, ăна Улатăра бухгалтера вĕренме ятăм. Выльăх шутне те чакарман. Картиш тулли выльăхчĕ: ĕне, лашапа тихи, сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал… Хама хам лăплантарас тесе ĕçпе йăпанаттăм. Венера Данилов предприниматель патне ĕçе кĕчĕ. Ĕçлеме илнĕ-илмен хуçа хăтана килме пуçларĕ. Виçĕ хутчен килчĕ Данилов Венерăна шăллĕ-не качча илсе парас тесе. 18 çул тултармасăр памарăм. Виççĕмĕшĕнче килĕштерме пĕтĕм тăванĕпе килчĕç. Туй турăмăр. Пĕр ывăл ÿстерчĕç, Мăнук Дмитрий ятлă. Аслă пĕлÿ илчĕ. Мана питĕ килĕштерет, шăнкăравлать, киле-киле те каять.
     Комплекслă бригадăна пĕр улшăнмасăр 25 çул ертсе пытăм, пенсие тухсан та 9 çул ĕçлерĕм. Ĕç стажĕ манăн 53 çул. 2004 çулта ĕçлеме пăрахрăм, çав çулах мана ветерансен, пенсионерсен тата инвалидсен канашĕн председательне лартрĕç. Эпĕ ĕмĕрĕпех общество ĕçĕнчен хăпăнман. Кам кăна пулман-ши: ял Совечĕн депутачĕ, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, халăх контролĕ, администраци комиссийĕн, ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членĕ…
     Халĕ 17 çул ваттисемпе ĕçлетĕп. Вĕсем валли тĕрлĕ-рен уяв йĕркелетпĕр. Çĕнĕ çултан пуçлатпăр та мĕн çулталăк вĕçленичченех. Сакăр вуннăран иртрĕм пулин те вăй-хал чакнине сисместĕп-ха. Халăхпа ĕçленĕрен хама хам телейлĕ туятăп. Хамăн ĕмĕре халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесе ирттертĕм. Тавах çÿлти Туррăмăра çавăн пек ĕçлеме вăй-хăват парса тăнăшăн.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *