Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сухайкассинче — «Ăслă чарăну»

Сухайкассинче — «Ăслă чарăну»

Сухайкассинче, яла пырса кĕнĕ çĕрте, «Ăслă чарăну» вырнаçтарнă. Республикăри ял территорийĕсенче çакнашкал çĕнĕлĕх пĕрремĕш шăпах кунта хута кайнă. Вăл хĕвел батарейисемпе ĕçлет. Кĕçех «Ăслă панель» ĕçлеме пуçламалла.

     Çакнашкал «ăслă» автобус чарăнăвĕпе ра-йон тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, «Экра» компанисен ушкăнĕн директорĕн право ыйтăвĕ- семпе ĕçлекен çумĕ Артем Владимиров вырăна тухса паллашрĕç.
     Социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ программăпа усă курса сухайкассисем хăйсен тăрăхне чăннипех те «ăслă» та хăтлă тума тăрăшаççĕ: «ăслă Сухайкасси» мобильлĕ приложени хатĕрленĕ, урамсенче çĕрле кашни юпа çинче çутă çунать, 25 видеокамера вырнаçтарнă, «сывлăшри патруль» — квадрокоптер, 10 зонăра тÿлевсĕр Wi-Fi ĕçлет.
     Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетăн чи лайăх практики» конкурсăн регион тапхăрĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ икĕ номинацире çĕнтернĕ, вĕсенчен пĕри — «Ăслă хула». Çĕнĕлле тунă автобус чарăнăвĕ — «Ăслă хула» проектăн пĕр элеменчĕ шутланать те ĕнтĕ. Ăна 2020 çулхи кĕркунне ниме бюджечĕпе тума пуçланă. Хулана кайма тухнă çынсем малашне çумăр е çил-тăман, е çунтаракан хĕвел питтинче автобус кĕтмеççĕ. Чарăну павильонĕнче кондиционер, ăшă системи, Wi-Fi, мини-библиотека, ача-пăча кĕтесĕ пур.
     Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов каланă тăрăх, çывăх вăхăтра «Ăслă блок» ĕçлеме пуçламалла. Пассажирсем ун тăрăх автобус ăçта чарăну тунине, кирлĕ вырăна хăш вăхăтра çитессине пĕлсе тăрĕç.
     «Автобус чарăнăвĕн павильонĕ хĕвел электростанцийĕн вăйĕпе ĕçлет, унпа «Экра»компани тивĕçтернĕ. Çакă ял тăрăхне электроэнерги çине тăкаклакан укçана перекетлеме май парать», — тет Артем Владимиров.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *