Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Тухтăр пулмах çуралнă

Тухтăр пулмах çуралнă

Ун пек çынсене Турă панă çын теççĕ. Хирургин аслă категориллĕ врачне Вагиз Ямалиева районти хирурги службине никĕслекенсенчен пĕри тесен пĕртте йăнăш пулмасть. Вагиз Тимиршинович ялти сывлăх сыхлав тытăмĕнче ĕçлеме пуçланăранпа августăн 10-мĕшĕнче шăп та лăп 45 çул çитнĕ. Шăпах çур ĕмĕре яхăн каялла вăл тухтăр ĕçне пуçăннă.

     Вагиз Тимиршинович хăйне валли професси тĕрĕс суйласа илнĕ. Вăл çак ĕç валлиех çуралнă тейĕн. 45 çул пациентсене хăйсен чир-чĕрĕпе кĕрешме, ĕçтешĕсене профессионал пулма, хăй паян кунчченех ĕçлекен больницăна медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма пулăшса пынă. Вагиз Ямалиев хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлсе тăвакан врач. Клиника, чĕре, гинекологи, урологи, ортопеди, нейрохирурги, ангиохирурги операцийĕсене ăста тăвать, халăха хирурги пулăшăвĕ памалли ĕçе лайăх йĕркелет. Вăл пулăшнипе сиплевĕн çĕнĕ меслечĕсене алла илнĕ: варти грыжăсен аллопластики, юн тымарĕсен операцийĕ тата ытти те, тата ытти те. Çаксем пĕтĕмпех унăн ăсталăхĕ мĕн тери çÿллĕ шайра пулнине кăтартса параççĕ.
     Çамрăк специалистсене Вагиз Тимиршинович теорипе практика тĕлĕшĕнчен те пулăшать. Васкавлă пулăшу тата ФАПсен фельдшерĕсене консультаци парать. Çак çулсем хушшинче пирĕн ентеш тухтăрсен, медицина факультечĕн студенчĕсен миçе ăрăвне врач ĕçне алла илме пулăшман-ши; Нумайăшĕ паян Чăваш Республикинче, унăн тулашĕнче ăнăçлă ĕçлеççĕ.
     Хăçан та пулин район больницин хирурги уйрăмĕнче сипленнĕ пур çын та ăна яланлăхах астуса юлнă-тăр. Миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварман-тăр вăл — ăна шутламан пуль. Хăй операци тунă çынсене кăнтăрла та, çĕрле те тимлĕхсĕр хăвармасть. Талăкĕ-талăкĕпе ĕçре ирттернĕ вăхăтсем те пайтах пулнă тухтăрăн кун-çулĕнче.
     Тухтăрăн пархатарлă ĕçне Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн хисеп грамотисемпе, «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ», «СССР Хисеплĕ донорĕ» паллăсемпе, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ», «Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ятсемпе чысланă. Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн виççĕмĕш созыври депутачĕ те пулнă. Нумай-нумай çул район больницин хирурги уйрăмне ертсе пырать. Вагиз Тимиршиновича сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче малашне те ăнăçлă ĕçлеме сывлăх, хавхалану сунатпăр.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code