Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Унсăр пĕр уяв та иртмест

Унсăр пĕр уяв та иртмест

Кайăкялĕнче пурăнакан Ольга Андреевна Семенова патне эпир Вăтапуç ял библиотекин ертÿçипе Юрий Семенович Никитинпа пĕрле кайрăмăр: «Пĕлетĕр-и, Василий Степанович, — терĕ вăл мана, — сасси мĕнле таса та вăйлă унăн, чăвашăн хăш-пĕр юрăçи унтан аякра тăтăр! Кашни ял уявĕнчех ăна юрлама чĕнетпĕр».

     Картишĕнче талккăшпех курăк. Выльăх-чĕрлĕх усрамаççĕ пулас. Пÿртре – таса, ытлашши сĕтел-пукан çук. Тĕпелте виççĕн лараççĕ. Хĕрарăмĕ _ Ольга Андреевна. Унпа юнашар ватă арçын. Тем тесен те мăшăрĕ. Чÿречерен пăхакан каччă ывăл ачи мар-ши; Çук иккен. Кайран пĕлтĕм: ку кÿршĕсен ачи Вася, Семеновсен çемйинче 13 çул пурăнать. Хĕрарăмĕ ман çулхисем е кăшт çамрăк-рах та-и тен.
     — Эсир Ольга Андреевна пулатăр пулĕ-ха, — калаçăва мĕнрен те пулин пуçласа ямалла вĕт.
     — Кам пултăр ĕнтĕ мансăр пуçне, килте урăх хĕрарăм çук.
     — Миçене çитсе пыратăр-ха, çамрăк курăнатăр.
     — Çамрăкки-мĕнни. Çитмĕл ултта çитрĕм. Шкулта 33 çул ĕçлерĕм. Лаборанткăра. Шкулта вĕреннĕ чухне пионерсен вожатăйĕ те пулнă. Çатăрка Çырми шкулне çуран чупаттăмăр. Пионерсен сборĕсене ирттереттĕмĕр, концертсем лартаттăмăр. Шкулта вожатăйра 7 çул ĕçлерĕм. Вун пилĕк отряд ĕçне йĕркелесе пымаллаччĕ ман. Унтан лаборанткăна куçрăм. Ĕçĕ питĕ кăткăсчĕ. Хими урокĕсенче вĕренекенсене опыт тума вĕрентме тĕрлĕ-рен реактив, пробиркăсем хатĕрлесе памаллаччĕ. Эпĕ хими учителĕ мар вĕт-ха, институтра вĕренмен, ăнланман ыйтусем сиксе тухсан тÿрех ял библиотекине Юрий Семенович патне пулăшу ыйтма чупаттăм. Вăл мана кирлĕ литература тупса пама тăрăшатчĕ. Çапла вĕт, Юрий Семенович?   

     Хими учителĕсем питĕ вăйлă пĕлетчĕç хăйсен предметне. Эпĕ Магасева Клавдия Арсентьевнăпа тата Соловьева Людмила Аркадьевнăпа пĕрле ĕçленĕ.
     — Юнашар лараканни мăшăр пулĕ-ха.
     — Мăшăр. Иван Иванович Семенов. Эпир унпа 2001 çулта çемье çавăртăмăр. Кăçал вăл 85 тултарса 86 кайрĕ. Ĕлĕкрех выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Ĕне, сурăх, сысна, хур-кăвакал. Халĕ чăх кăна. Ура вăйĕ пĕтрĕ иксĕмĕрĕн те. Утаймастпăр.
     — Ольга Андреевна, кăçал Вăтапуçĕнче Акатуй пулнă. Сире чĕнмерĕç-и унта?
     — Машинăпа килсех илсе кайрĕç. Пĕр юрă юрларăм.
     — Сирĕн аллăрта юрă кĕнеки. Хăш юрра юрласа парса пире савăнтарас тетĕр-ха?
    — Вăрмана кĕрсен мĕн сас лайăх?..
     Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ Ольга Андреевна. Чăнах та, сасси питĕ вăйлă та уçă, чуна пырса тивет. Пĕр 4-5 юрă юрласан калаçăва малалла тăсрăмăр.
     — Ольга Андреевна, Иван Ивановичпа мĕн ĕçлетĕр-ха?
     — Çĕр улми йăранĕсене çум курăкран тасатсах тăратпăр. Картишне те тирпейлемелле.
     — Эсир шкулта ĕçленĕ вăхăтри учительсем пурăнаççĕ-и?
     — Пĕр икĕ-виçĕ çын пур пулас. Кÿршĕре те урама тухса калаçса ларма тантăшсем çук, çамрăксем кăна.
     — Сире «Гвардеец» колхозра ĕçлеме тÿр килмен-и?
     — Унта та ĕçленĕ. Пирĕн отпуск 48 кун пулнă. Вара колхоза ĕçе тухнă. Ман малтанхи упăшка агроном пулнă, совет парти шкулне пĕтернĕччĕ. 51 çул тултарсан пĕр кун пурăнчĕ те хамăр пĕвеленĕ пĕверех вилсе кайрĕ. Унта эпир икĕ фляга карп чĕппи янăччĕ. Шывĕ питĕ сивĕ те сиплĕ. Аялтан çăл тапса тăрать. Хĕрарăмсем кунта шыв ăсма картлă кĕвентепе килетчĕç. Шупашкартан икĕ гидролог килсе шыва тĕрĕслеме илсе кайнăччĕ. «Кун пек сиплĕ шыв республикăра тата тепĕр çĕрте пур», — тенĕччĕ вĕсем. Пите çав шывпа çусан куç пăсăлни наччасах иртсе каять.
     — Юрий Семенович, эсир чылай çул Вăтапуçĕнчи ял библиотекинче тăрăшатăр, мĕн калама пултаратăр Ольга Андреевна пирки?
     — Эпĕ Вăтапуçне 33 çул каялла килнĕ, ун чухне Ольга Андреевна шкулта ĕçлетчĕ. Ялта уявсем ирттермелле вĕт-ха культура ĕçченĕсен. Кам патне каяс; Тÿрех Ольга Андреевна патне çул тытаттăмччĕ. Хăвăрах илтрĕр вăл мĕнле чаплă юрланине. Вăл пĕрре те «пыраймастăп», «вăхăт çук» тесе турткалашса тăман, мĕн ыйтнине пĕтĕмпех тăватчĕ. Халĕ те Кайăкялĕнче ирттерекен уявсене хаваспах хутшăнать.
     Ăсатса ярас умĕн Ольга Семенова пире тата тепĕр юрă парнелерĕ: «Тăван, санпа калаçмасан чунăм вут хыпнă пек çунать…»

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *