Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Пляж волейболĕ аталанать

Пляж волейболĕ аталанать

Çурла уйăхĕн варринче Тури Юнтапа ялĕнче пляж волейболĕн 1-мĕш турнирĕ иртрĕ. Унта Анаткас Татмăш, Вăтакас Татмăш, Тури Юнтапа, Янкăлч ялĕсенчен çичĕ команда хутшăнчĕ.

     Пляж волейболĕн площадкине Виталий Михайлов предпринимательпе ГИБДД ĕçченĕ Дмитрий Федоров тăрăшнипе тата ял çамрăкĕсем пулăшнипе хута янă. Виталий Александровичпа Дмитрий Викторович ачаранах спортпа туслă, волейбол, футбол турнирĕсенче темиçе хутчен те район чемпионĕсем пулса тăнă. Паян кунчченех каччăсем район чысне республика шайĕнчи ăмăртусенче хÿтĕлеççĕ.
     Пляж волейболĕн турнирĕнче командăсем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Çамрăксене тĕслĕх кăтартакан волейбол вăййин районти аслă тренерĕ Юрий Константинович Васильевпа 7-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ Антон лайăх вылярĕç.
     Ăмăрту çĕнтерÿçин ятне Дмитрий Федоровпа Михаил мардарьев çĕнсе илчĕç. 2-мĕш вырăна Виталий Михайловпа Богдан Яковлев, 3-мĕшне Сергей Филипповпа Максим Фомин йышăнчĕç. Çак маттур яшсем пурте — Тури Юнтапа çамрăкĕсем. Виталий Михайлов предприниматель çĕнтерÿçĕсемпе призерсене пурне те медальпе наградăларĕ. Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Максимов çĕнтерÿçĕсене волейбол мечĕкĕ парнелерĕ.
     Пляж волейболĕ Канаш районĕнче аталанса пыни савăнтарать. Ку енĕпе район турнирĕ те çÿллĕ шайра иртрĕ. Волейболпа туслă çамрăксен йышĕ пысăкланасса шанас килет.

Виктор ФЕДОРОВ,
физкультура учителĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code