Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Вĕсен пахчинче талккăшĕпех чечек

Вĕсен пахчинче талккăшĕпех чечек

Пĕршенер ялĕнчи Малти укăлчара пурăнакан Николаевсен çурчĕ патне çитсен тĕлĕннипе-и е савăннипе шалт! хытса тăран. Пÿрчĕ умĕнчи пахчара – оранжерея тейĕн _ темĕн тĕрлĕ чечек! Сад пахчине тухсан тĕлĕннипе тÿнсе кайăн — унта талккăшĕпех чечек йăранĕ. Мĕнле лартса пĕтернĕ-ши çавăн чухлĕ чечеке çĕр çине тесе шухăша каян. Сад пахчинче — 2 груша йывăçĕ, çимĕçĕсем пылак, хам тутанса пăхрăм. Иçĕм çырли тĕмĕсем те темĕн чухлех, сапакисем, хĕртсе пăхакан хĕвел çинче пылак сĕткенпе тулса, илемĕпе куçа илĕртеççĕ.

     Кил хуçи арăмĕ, Татьяна Кузьминична Николаева, Пĕршенер ялĕнче килтен-киле çыру, хаçат валеçсе çÿрекенскер, паян хăйĕн ĕçне вĕçленĕ те сад пахчинче тăрмашать. Унпа пĕрле беседкăри вăрăм сак çине вырнаçса ларатпăр.
     — Таня, ку беседкăри саксем çине пĕр 50 çын ним те мар шăнăçма пултарать. Сирĕн çемье çав териех пысăк-им?
     — Çемье çинчен сăмах пуçлас тăк, малтан çакна каласа хăвармалла. Эпĕ Çĕнĕ Шелттем ялĕнчен кунта качча килнĕ. Аттене Панфилов Кузьма Иванович тенĕ, аннене Ольга Павловна тесе чĕннĕ. Çемьере эпир çиччĕн ÿснĕ, пурте пурăнатпăр — 4 хĕр те 3 ывăл. Эпир виççĕн Пĕршенере качча килнĕ, тĕп килте йăмăк пурăнать. Аслă пичче тăван ялтах тĕпленнĕ, Саша — Чĕмпĕрте, виççĕмĕш пичче — Шупашкарта.
     — Эсир Панфилов Кузьма хĕрĕ-и? Эпир пĕр-пĕрне питĕ лайăх пĕлнĕ. Вăл колхозра бригадирччĕ, ун бригади яланах малтисен ретĕнче пынă.
     — Пирĕн атте питĕ ĕçчен пулнă.
     — Ачисем те ашшĕпе амăшне хывнă ĕнтĕ. Сирĕн пахчана кĕтĕм те — талккăшпех чечек! Миçе сортне шутламан-и?
     — Ятарласах шутламан. Портулак пур, пĕр çул ÿсекен флокс нумай, бархатцы, розăсем, вербена питĕ хитре, тĕрлĕрен петуни, сальви пур, астра, тем тĕрлĕ георгин, цинни, эхинацея, гвоздика тата ытти нумай-нумай чечек.
     — Таня, эсĕ ку чечек калчисене укçалла туянатăн е хăв акса ÿстеретĕн?
     — Вăррине теплицăна акатăп та калчине пахчана куçарса лартатăп. Ир лартмалли чечексен вăррине пÿртре ещĕке акатăп.
     — Хăш уйăхра аксан лайăх аталанать чечек?
     — Эпĕ март уйăхĕнче акатăп. Февральте акса пăхнă, çутă çитменнипе вăйлă аталанаймаççĕ.
     — Эсир агронома вĕренмен пулĕ те?
     — Вĕренессе вĕренмен, анчах Интернетра темĕн те вуласа пĕлме пулать.
     — Таня, сирĕн кунта пахчи те пысăк, чечекĕ те талккăшпех. Ĕçĕ мĕн чухлĕ, ăçтан ĕлкĕрсе пыратăр?
     — Килте чухне упăшка пулăшать, ачасем те ĕçсĕр лармаççĕ.
     — Миçе ача-ха сирĕн, Таня?
     — Икĕ ывăл та пĕр хĕр. Хĕрача асли Ольга ятлă, вăл çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнать. Пĕр мăнук пур, Варвара. Тепĕр уйăхран çулталăк тултарать. Ольга Культура институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, Чĕмпĕрте магистратура пĕтерчĕ. Иккĕшне те — хĕрлĕ дипломпа.
     Аслă ывăл, Дима, кăçал Чăваш патшалăх университечĕн социаллă технологи факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, кĕçĕн ывăл, Даниил, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче юлашки çул вĕренет, юрист пулма хатĕрленет.
     Мăшăрăм, Виталий Александрович, 20 çул ытла ĕнтĕ Мус- кавра метро тунă çĕрте ĕçлет. 15 кун Мускавра, 15 кун килте.
     — Таня, эсир ялта почта валеçетĕр, хаçат çырăнакан нумай-и?
     — Хаçат çырăнакансем йышлă тесе калаймастăп. Халĕ ĕлĕкхи самана мар та, пурин те кĕсье телефонĕ, Интернет. Хаçат çырăнакансем — пенсионерсем. Вĕсем ытларах «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Канаш ен», «Хресчен сасси. Кил» кăларăмсене килĕштереççĕ.
     — Ĕлĕк почтăна Хăрах урамра пурăнакан Марья аппа валеçетчĕ. Ун сумкинче тĕрки-тĕр-кипе «Пионер сасси» хаçатчĕ. Ăна шкулта вĕренекен кашни ача çырăнса илнĕ.
      — Халĕ ачи те сахал. Вĕсене вулама чăвашла тухакан журнал та иккĕ кăна: «Тетте» те «Тантăш». Халăх çыру çÿретме те пăрахрĕ. Конвертпа штрафсем тата налук хучĕсем кăна килеççĕ. Тата салтаксем кайсанах пĕр-икĕ çыру яраççĕ. Уявсемпе саламласа открытка яма та пăрахрĕç.
     Эсир ку беседка питĕ пысăк терĕр. Эпир çиччĕн ÿснĕ, кашниех мăшăрлă, унтан ачисем, ачисен ачисем — 40 çын пухăнать те. Тата эпир Мăнкун йĕркине пăрахман, тăвансемпе пĕрле пухăнатпăр. Ку беседкăра ăшшăн калаçса ларма питĕ меллĕ. Анне пурăнать-ха пирĕн, тин кăна кунта икĕ эрне пурăнса кайрĕ.
     — Ĕне усратăр пулĕ, Таня?
     — Кăçалччен усранă. Кĕтĕве каякан çуккипех усрама пăрахрăмăр. Самăртма хупнă виçĕ вăкăр пур. Халĕ сысна усрамастпăр. Вăт çапла пурăнатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code